Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ умӗн (унӑн пӗрремӗш номерӗ 1996 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ) «Хӑвӑн депутату ҫинчен каласа кӑтарт» республикӑри конкурса пӗтӗмлетрӗ. Ӑна хаҫат редакцийӗсӗр пуҫне чӑваш парламенчӗпе тата «Чӑваш Ен» фондпа пӗрле ирттерчӗ.
Чыслава республикӑн Журналистсен пӗрлӗхӗн конференц-залӗнче йӗркелерӗҫ. Унта конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе номинанчӗсене йыхравларӗҫ. Вӗсене чыслама ҫӗнтерӳҫӗ конкурс ӗҫӗн геройӗсем — тӗрлӗ шайри депутатсем пухӑнчӗҫ. Чӑваш парламенчӗнчи халӑх тарҫисене илсен Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Петр Краснов, Медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫи Вячеслав Александров, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн ертӳҫи Юрий Кислов, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫи Валерий Петров пухӑнчӗҫ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен Патшалӑх Канашне суйланнӑ Валерий Шигашев килсе ҫитейменнине кура вӑл хӑй ячӗпе саламлама ыйтнӑ. Депутатсем муниципалитет тата ял тӑрӑхӗн шайӗнчисем те пулаҫҫӗ те, чи лайӑх ӗҫсен шутне вӗсем ҫинчен ҫырнисем те кӗнӗ.
Пӗлтӗр чӑваш пичетӗнче питӗ пысӑк ушлӑну пулнӑ май кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн официаллӑ сайчӗ те ҫӗнелчӗ. Ӑна пӑхмашкӑн ҫак каҫӑпа куҫмалла: http://hypar.ru. Киввипе танлаштарсан, вӑл самай пуянрах, илемлӗрех. Ҫӗнӗ сайтра медиахолдинга кӗнӗ мӗнпур хаҫатпа — «Хыпар» ҫумне пӗрлешнӗ «Атӑл-Волга» тата «Тантӑш» АУ хаҫачӗсемпе те — паллашма пулать.
Кунтах кивӗ сайта куҫмалли каҫӑ та пур. Ҫӗнӗ сайтра, малтанхипе танлаштарсан, видехыпар нумайрах. «Хыпар» Издательство ҫурчӗ чылай видеохыпарлава вырнаҫтарма тӑрӑшать. Кунта медиахолдингри кашни хаҫат редакторӗ каланӑ сӑмаха курма май пур. Ку канам мар — хальлӗхе сайта 1996, 1998, 2001 ҫулсенче ӳкернӗ видеосене вырнаҫтарнӑ: «Хыпар» хаҫат 90 ҫул тултарнине халаллана уявсем, тӗлпулусем (вӗсем Шупашкар, Хусан хулисенче, Муркаш районӗнче иртнӗ), 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат ҫумӗнче «Ҫамрӑксен хаҫатне» кӑларма тытӑннине халалланӑ уяв, чӑвашсен тӗп хаҫачӗн никӗслевҫи Николай Никольский 120 ҫул тултарнине уявлани… Сайт сӑнӳкерчӗуксемпе те пуянланнӑ.
Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» ятлӑ хаҫачӗн 1-мӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Кӑҫал унӑн юбилей — 25 ҫул! Халиччен вӑл шурӑ-хура тухса тӑратчӗ.
2014 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вара вӑл сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ. Халь «Канаш» хаҫатӑн 8 хутьенӗ те тӗспе пичетленет! Ку журналистсемшӗн те, вулакансемшӗн те — пысӑк савӑнӑҫ! Халь хаҫата алла тытма чылай кӑмӑллӑрах. Кӑҫал ун тиражӗ те ӳсрӗ — халӗ вӑл 1 400 экземплярпа тухать.
Хаҫат редакцийӗ ҫумӗнче 1997 ҫултанпа «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Пӗлтӗр хаҫат редакцийӗ ҫаван пекех «Атӑл юрри» журналӑн 4-мӗш номерне кӑларнӑ.
«Республика» хаҫата электронлӑ майпа ҫырӑнса илме пулать иккен — ҫулталӑкне (12 уйӑхлӑха) пурӗ 180 тенкӗ. Ҫырӑнакансене хаҫата PDF форматпа электронлӑ почта адресӗпе валеҫме шантараҫҫӗ. Ҫырӑнас тесен редакцине шӑнкӑравлама пулать — 55-20-17, е электронлӑ адреспа — respublika-21@yandex.ru.
Хакӗ пирки калас пулсан — ытти мелсемпе ҫырӑнса илес пулсан хаклӑрах ларӗ. Сӑмахран, редакцирен хутла версине илсе тӑрас пулсан 216 тенке ларӗ. Унсӑр пуҫне ку хак — ҫур ҫула кӑна-ха. Ҫур ҫуллӑх хакӗсем «Чӑваш пичет» киоскӗсем урлӑ — 276 тенкӗ, «Раҫҫей Почти» урлӑ — 310 тенкӗ те 32 пус.
«Республика» хаҫат 1996 ҫултанпа тухать. Ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ йӗркеленӗ. Сӑмах май, кӑҫал ку хаҫата «Прессӑн ылтӑн фончӗ — 2014» ятпа тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗ Ҫемен Элкер ячӗллӗ премин иртнӗ ҫулхи лауреачӗсене палӑртнӑ. Ӑна «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ Елена Зайцева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанире тӑрӑшакан Ольга Туркай тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Зайевана «Пысӑк ҫемье» проекта тытса тӑнӑшӑн чысланӑ. Туркай вара «Килти вулавӑш» радиокӑларӑм ярӑмӗпе преми илме пултарнӑ.
Журналистсен тепӗр премийӗ Леонид Ильин радиожурналист ячӗпе хисепленсе тӑрать. Унӑн кӑларӑмӗсене (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) тата сассине аслӑраххисем халӗ те астӑваҫҫӗ-тӗр. Ку премие ял хуҫалӑх тата ҫутҫанталӑка сыхлас темӑна ҫутатакансене чыслаҫҫӗ. Ильин премине «Хыпар» хаҫат журналистне Юрий Михайлова тата Етӗрне район администрацийӗн вырӑнти радио валли кӑларӑмсем хатӗрлекен Лилия Петровӑна парас тенӗ.
Никольский ячӗллӗ преми те пур-ха. Ӑна чӑваш халӑх чӗрӗлӗвне тата халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн пама йышӑннӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл премие Тутарстанри «Сувар» хаҫат тивӗҫнӗччӗ. Хальхинче вара никама та чысламан.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫынсем массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен хӑшӗнпе ытларах усӑ курнине пӗлес тӗллевпе халӑх хушшинче ыйтӑм ирттернӗ.
Ача-пӑчана шута илмесен, ҫынсен пысӑк пайӗ, 89,9 проценчӗ, тӑтӑшах телевизор пӑхать иккен. Хаҫат-журнал вулакансенпе тӗнче тетелӗпе усӑ куракансен хисепӗ пӗр пекрех: 57,3 тата 58,5 процент. Радио итлекенсем сахалрах — 47,2 процент.
Ҫамрӑксен виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайӗ вӑхӑта тӗнче тетелӗнче ирттерет. 55 ҫултан аслисенчен ытларахӑшӗ телевизор пӑхма кӑмӑллаҫҫӗ. Хаҫат вулакансем те вӗсемех.
Хаҫат тенӗрен, тухса тӑракан хаҫата шӗкӗлченипе те кӑсӑкланнӑ. Кунта федераци шайӗнчисене те, республикӑрисене те вулани сисӗннӗ. 2011 ҫулхи ыйтӑм вӑхӑтӗнче республикӑрисене ҫынсен 18,5 проценчӗ вулани палӑрнӑ, пӗлтӗр ҫаксен хисепӗ ыйтӑма хутшӑннисен чӗрӗкӗпе танлашнӑ. Чӑвашла хыпарсемпе кӑсӑкланакансен шучӗ ӳснине те палӑртма кӑмӑллӑ.
Ыйтӑма Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, ҫавӑн пекех Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенче пурӑнакан 620 ҫынна явӑҫтарнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енӗн наци библиотеки Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче кун ҫути курнӑ пичет кӑларӑмӗсене сканерлама палӑртать. Ҫак ӗҫе вӑл электронлӑ фонд хатӗрленӗ май пурнӑҫлама шухӑшланӑ.
Иртнӗ ҫул вулавӑш Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫӗсен 107 томне тата Хусанти Император университечӗн Археологи, истори тата этнографи хыпарӗсенчен истори пӗлтерӗшлӗ 93 статьяна сканерланӑ.
Электронлӑ фонда пуянлатассине вулавӑш маларахах пуҫланӑ-ха. Унччен вӑл Николай Ашмарин, Николай Золотницкий, Василий Магницкий, Василий Сбоев ӗҫӗсене, Хусан кӗпӗрнин адрес тата справка кӗнекисене тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе электронлӑ майпа копиленӗ.
Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе Наци библиотекисӗр пуҫне Шупашкарӑн пӗрлехи вулавӑш тытӑмӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи тӗп вулавӑшсем хутшӑнаҫҫӗ.
«Пирӗн пурнӑҫ» Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗ «Пӗрремӗш юртан — юр кӗлетке» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерчӗ.
Фотоконкурса пӗр ял тӑрӑхӗнчен, икӗ шкултан, виҫӗ ача пахчинчен тата районта пурӑнакан ҫичӗ ҫын пурӗ 60 сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ. Конкурс условийӗпе — район хаҫатне 2014 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗ валли ҫырӑннине ӗнентерекен квитанци ярса памалла тата сӑнӳкерчӗкре район хаҫатне тытса тӑмалла пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫичӗ номинаципе палӑртнӑ:
• «Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке» — Людмила Утриванова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Хӗвел» ушкӑнӗ.
• «Район хаҫачӗпе чи туслӑ юр кӗлетке» — Надежда Гусельщикова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Пилеш» ушкӑнӗ.
• «Лаша ҫулталӑкне сӑнлакан юр кӗлетке» — Елена Туйманкина, Атнарти ача пахчи тата Альбина Макарова, Мишеркасси.
• «Чи савӑнӑҫлӑ юр кӗлетке» — Вера Нагорова, Хусанушкӑнь шкулӗ.
• «Ял тӑрӑхӗнчи юр кӗлетке» — Тралькасси ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем.
• «Хӗл мучипе Юрпике кӗлеткисем» — Леонид Хохлов, Хӗрлӗ Чутай ялӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть тата темиҫе саккуна алӑ пуснӑ. Вӗсенчен пӗринпе ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсен ҫаврӑнӑшӗ ҫинчен калакан саккунӑн 2-мӗш тата 8-мӗш статйисене улшӑну кӗртнӗ.
Ҫӗре сутасси, тара е харпӑрлӑха парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳсене хӑш хаҫатра пичетлесси ҫав пурлӑх камӑн харпӑрлӑхӗнче пулнинчен килет. Чӑваш Ен харпӑрлӑхӗнче тӗк пӗлтерӗве «Хыпар» тата «Республика» хаҫатсенче пичетлемелле. Муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчисем пирки те, тӳррипе каласан, асӑннӑ кӑларӑмсем урлӑ пӗлтермелле. Анчах кунпа пӗрле пӗлтерӗве район хаҫачӗсенче те пичетлемелле.
Чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ, каярах ӑна суд «экстремистла» тесе хакланӑ статья тӗлӗшпе айӑпланнӑ Илле Иванов журналист тата ӑна хӳтӗлекенсем виҫӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫалани пирки «Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет. Пӗрремӗш ҫӑхава Илле Иванов тата унӑн адвокачӗ Николай Столбов ячӗпе ҫырнӑ. Иккӗмӗшне, чӑвашла, Илле Иванов хӑй шӑрҫаланӑ. Виҫҫӗмӗшне Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, суда вӑл хӳтӗлевҫӗ евӗр хутшӑннӑ, хатӗрленӗ.
Ҫӑхавсем суд процесне пӑснипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Сӑмахран, асӑннӑ «преступлени» тӗлӗшпе айӑплав пуҫармалли вӑхӑт кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухнӑ-мӗн, Муркаш район прокуратури вара ӗҫе суда ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫитернӗ иккен. Кунсӑр пуҫне приговорта айӑплава ҫирӗплетмелли мӗнпур факта пуҫиле процессуаллӑ саккуна пӑсмасӑр пухни пирки каланӑ-мӗн те, анчах Илле Иванов тата «Сӗтев» хаҫатӑн ытти ӗҫченӗн телефонне итлени те ҫиеле тухнӑ имӗш.
Ивановпа Столбов ҫырнӑ ҫӑхавра тӗпчеве тата суда айӑпланаканӑн тӑван чӗлхипе — чӑвашла — ирттерменнине палӑртнӑ. Ку вара Конституцие тата Пуҫиле процессуаллӑ кодекса пӑсни пулать иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |