Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫамрӑк корреспондентсене пухнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 16.05.2014 21:42 | 1317 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн ҫамрӑк корреспонденчӗсен слечӗ иртрӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ районтан пухӑннӑ 100 яхӑн ача хутшӑнчӗ.

Пухӑннисене фойере пукане театрӗн артисчӗсем кӗтсе илчӗҫ, ачасемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттерчӗҫ. Ҫамрӑк журналистсене ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев, Чӑваш наци телерадиокоипанийӗн директорӗ Александр Магарин, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев, ЧР Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Инесса Ядранская хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пухӑннисене хаҫат-журналпа малашне те туслӑ ҫыхӑну тытма чӗнсе каларӗҫ.

Алексей Леонтьев чи пултаруллисене ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑшӑн «Хыпар» издательство ҫурчӗн тав хутне пачӗ. «Тантӑшпа» «Тетте» редакторӗ Владимир Федоров та хаҫат корреспонденчӗсен малашне те хаҫата интереслӗ материалсемпе пуянлатасса, хаҫатпа журнал тусӗсем хутшӑнасса шанать. «Самант» редакторӗ Владимир Степанов журнал ирттернӗ «Тӑван культура» — Раҫҫей культурин тӗпренчӗкӗ» викторина ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗпе чысларӗ.

Унтан ачасемпе вӗрентекенсем ӑсталӑх класӗсене хутшӑнчӗҫ. Вӗҫӗнче хӑнасене пукане театрӗн артисчӗсем чуна тивмелли «Турӑ патне ҫырнӑ 14 ҫыру» спектакль лартса пачӗҫ. Ҫамрӑк артистсем ҫав тери ӑста выляҫҫӗ, куракансем вӗсене чылайччен алӑ ҫупса тав турӗҫ!

Пукане театрӗнче пулса курчӗҫ, паллӑ журналистсемпе тӗл пулчӗҫ, хаҫат тусӗсемпе паллашрӗҫ, музейри экспонатсемпе паллашрӗҫ, Атӑл хӗрринчи атракционсенче савӑнчӗҫ — ачалӑхри ҫак кун ӗмӗрлӗх асра юлӗ.

#ачасем, #пухусем, #пукане театрӗ, #Хыпар, #хаҫатсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем