Чӑваш Енри «вӑрҫӑ ачисене» укҫан пулӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки паян ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра тата ытти хӑш-пӗр регионта «вӑрҫӑ ачи» статуса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак ушкӑна кӗрекенсенчен хӑшӗсем ятарлӑ удостоверени те илме ӗлкӗрчӗҫ. Анчах ку хут хальлӗхе нимех те памасть. Укҫан пулӑшу памаҫҫӗ.
«Вӑрҫӑ ачисене» хушма пулӑшу памаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Нуша-тертне самай тӳснӗ ватӑсене пулӑшмалла тесе общество членӗсем пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ.
Шупашкар хулинче Урамри баскетболӑн пӗтӗм тӗнче шайӗнчи центр тӑвасшӑн. Ӑна кредит учрежденийӗсенчен пӗрин, «Промсвязьбанкӑн», «ПСБ – детям» (чӑв. ПСБ – ачасем валли) Пӗтӗм Раҫҫейри спорт проекчӗпе килӗшӳллӗн тума хатӗр.
Нумаях пулмасть республикӑн Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер тата РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков «Промсвязьбанк» председателӗпе Петр Фрадковпа тӗл пулнӑ.
Кредит учрежденийӗ республикӑри инвестици проекчӗсене укҫа хывма хатӗррине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека парасси пирки те шухӑшласа пӑхма хатӗр.
Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртнӑ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ.
50 пин тенкӗ укҫана Юрий Сементер шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Параппанлӑ Митраппан» алҫырушӑн тивӗҫнӗ. Улькка Эльменне вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ «Кушак» хайлавшӑн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ. Аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Кӑшӑлвирус» алҫырушӑн Владислав Николаева 75 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче республикӑри икӗ ҫын ултавҫӑсене 500 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Шел те, хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫынсене халӗ те ӗненеҫҫӗ, вӗсен вӑлтине ҫакланаҫҫӗ.
Шупашкарти 30 ҫулти хӗрарӑм тата Шупашкар районӗнчи 47-ри арҫын та ҫак мелпех улталаннӑ. Вӗсем патне хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫынсем шӑнкӑравланӑ, карточкисем ҫинче иккӗленӳллӗ операци пулнине пӗлтернӗ. Укҫа ҫухаласран сыхланас тесен нухрата резерв счет ҫине куҫарма сӗннӗ.
30-ти хӗрарӑм 124 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Арҫын вара ултавҫӑсене 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку тӗслӗхсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чаваш Ене федераци хыснинчен укҫа килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку укҫапа кӑшӑлвирусран килте амбулатори мелӗпе сипленекен пациентсене тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗҫтерме парӗҫ.
Укҫа-тенкӗ Чӑваш Ене ҫитнӗ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлас енӗпе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Поставщиксем тӳлевсӗррисен йышне кӗрекен эмелсене икӗ эрнере илсе килессине каланӑ. Тӳлевсӗр эмелсем валли 45,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 101,7 миллион тенкипе харпӑр хӳтӗлев хатӗрӗсем туянӗҫ, тест тӑвӗҫ. Тепӗр 15 миллион тенкипе лаборатори хута ярӗҫ.
Юлашки ултӑ кунта кӑшӑлвирусран пӗрмаях виҫшер ҫын вилет. Ковид алхасма тытӑннӑранпа пирӗн тӑрӑхра 167 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку цифрӑсене федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ.
Иртсе кайнӑ талӑкра кӑшӑлвируспа 65 ҫын чирленине шута илнӗ. Эпидемиологи сезонӗ пуҫланнӑранпа – 10 327. Пӗтӗмпе 8 856 пациент сывалнӑ, ҫав шутран юлашки тапхӑрта – 66.
Кӑшӑлвирусран килте сипленекенсем валли пирӗн республикӑна ҫитес икӗ эрнере эмел кӳрсе килмелле. Аса илтерер: укҫана федераци бюджетӗнчен, пурӗ 48,5 миллион тенкӗ, уйӑрнӑ.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен «Артек» центрта «Пысӑк тӑхтав» конкурсӑн финалӗ иртнӗ. Конкурсра ҫӗнтернӗ 11-мӗш класс ачисене, 300 ҫамрӑка, 1 миллион тенкӗ, 9-10-мӗш классенче вӗренекен 300 ҫӗнтерӳҫе 200 пиншер тенкӗ панӑ.
Сӑмах май каласан, ку проекта Чӑваш Енри 3 пине яхӑн ача хутшӑннӑ. Финала пирӗн тӑрӑхри ҫичӗ ача лекнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ: Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти Александра Салмина, Шупашкарти 56-мӗш шкулти Игорь Александров, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи шкулти Иван Иванов – тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ.
Чулхулари чӑвашсен автономийӗн ертӳҫин Алина Артемьевӑн хӗрӗ Дарья та финалистсен йышӗнче.
Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче видеокамерӑсем лартса тухӗҫ. Пурӗ 3,8 миллион тенкӗлӗх. Видеосӑнав камерисене администраци ҫурчӗн кашни хутӗнче вырнаҫтарӗҫ. Унта «Optimus IP-E015.0 (2.8)P_V.2» маркӑллӑ 14 камера вырнаҫтарма палӑртнӑ, «Optimus IP-E025.0 (2.8)P» маркӑллине – 74, «Optimus IP-E025.0 (2.8-12)P» маркӑллине – 16, «Optimus IP-E025.0 (2.8-12)AP» – 6. Видеокамерӑсене раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вырнаҫтарса пӗтермелле.
Пӗрремӗш хутра 30 камера лартӗҫ, 15-мӗш хутра – 8 камера. Ытти хутра 5–6 камера пулӗ. Правительство ҫурчӗн техника хучӗсенче (вӗсем – 16-мӗш тата 17-мӗш хутсем) тата нӳхреп пайӗнче камерӑсем кирлӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн банк картти ҫинчен 35 пин тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Ҫав кун хӗрарӑм карттӑ ҫинчи укҫапа 500 тенкӗлӗх тавар ҫеҫ туяннӑ.
Укҫа ӑҫта кайнине пӗлес тесе 41 ҫулти хӗрарӑм мобильлӗ приложение кӗрес тенӗ. Анчах приложени уҫӑлман, логинпа пароль тӗрӗс мар тесе кӑтартнӑ.
Каярах хӗрарӑм ҫакна пӗлнӗ. Унӑн 14 ҫулти ывӑлӗ амӑшӗн телефонӗпе усӑ курнӑ. Мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра яш реклама асӑрханӑ. Унта укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Каччӑ администраторпа ҫыхӑннӑ, лешӗ ӑна ставкӑпа укҫа тума май пуррине пӗлтернӗ. Яшран ҫав ҫын ачан амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене ыйтса пӗлнӗ, унтан карттӑ ҫинчи укҫана вӑрланӑ.
Раҫҫейре килте кӑшӑлвирусран амбулатори мелӗпе сипленекенсем валли резерв фондӗнчен 5 миллиард ытла тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ку укҫана килте сипленекен пациентсем валли тӳлевсӗр эмел пама уйӑраҫҫӗ.
Пульницӑра выртман ҫынсен чирӗ шала ан кайтӑр тесе сипленмелли схема палӑртаҫҫӗ. Тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене тӳлевсӗрех илме май пур. Ҫапла Раҫҫейре 640500 пациент тӳлевсӗр эмелсене тивӗҫмелле.
Михаил Мишустин премьер-министр резерв фондӗнчи укҫа-тенке регионсене кӗске вӑхӑтра ҫитерме хушнӑ. Чӑваш Ене 45 миллион та 829 пин те 500 тенкӗ килмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |