Шупашкарта пурӑнакан Ильяпа Агриппина Чеботарев-фронтовиксен ҫуртне хулари тӳре-шара тепӗр хутчен хак парӗ. Ун пек тума вӗсене суд йышӑнӑвӗпе хисетнӗ. Суда вара тавӑҫпа прокуратура тухнӑ.
Икӗ ҫул каялла, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, ватӑсен ҫуртне тӳре-шара пырса пӑхса кайнӑ-ха. Пӗччен-иккӗн те мар, комиссипех. Йышра техника инвентаризацийӗн бюровӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ. Анчах вӗсем 2004 ҫулта илнӗ ҫуртӑн техника паспортне уҫкаласа пӑхнӑ-мӗн те унта ҫурт 40 процент таран кивелнӗ тесе ҫырнине ӗненсе лартнӑ курӑнать.
Ҫурчӗ, тӗрӗссипе, кивелнӗ пулнӑ мӗн-ха. Стенисем, маччи, алӑк тата чӳрече патӗнче 45 процент таран ишӗлнӗ. Тӳре-шара шучӗпе ҫурт тепӗр 9 ҫултан та ним пулман пек ларнӑ, кивелмен тесе шухӑшланӑ-тӑр. 1958 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт чип-чипер ларать тесе пуҫлӑхсем фронтовиксене ҫурт пама килӗшмен. Халӗ вӗсен пӳрте тепӗр хутчен хакламалла.
Шупашкарта Арбатри Остап Бендера тата Киса Воробьянинова халалланӑ кӳлепе патӗнче нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме юратать. Анчах такама темпе кӳрентернӗ-ши ҫав палӑк — унӑн сунчӑкне хуҫнӑ.
Елена Соловьева патне тӑванӗсем Сургутран килнӗ. Вӗсем Шупашкар кӳлмекне уҫӑлма тухнӑ. Вӗсем те ыттисем пекех ҫав скульптура умӗнче сӑн ӳкерӗнме шутланӑ. Анчах сунчӑк хуҫӑлнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. Ара, халӑх ӑстасен ӗҫне хаклама пӗлменни кӳрентернӗ вӗсене. Елена Соловьева кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Кӳлепе авторӗ Владимир Нагорнов каланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кун пирки пӗлет. Ӑна вӑл тӳрлетме шантарнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларӗ.
Сӑмах май, кӳлепене Ильф тата Петров хайлавӗсене тӗпе хурса тунӑ. Вӗсенче Шупашкар пирки асӑннӑран хулана ҫакӑн пек парне кӳме шутланӑ. Палӑк 6 миллион тенке яхӑн кайса ларнӑ.
Шупашкарӑн Калинин районӗнче патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрекен чи пысӑк центр ҫӗклесе лартмалла. Унӑн пӗрремӗш чулне паян хунӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Федераци Канашӗн Тӗнчери ӗҫӗсемпе тимлекен комитечӗн ертӳҫи Константин Косачев, РФ экономика министрӗн ҫумӗ — статс-ҫыруҫи Олег Фомичев хутшӑннӑ.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле ҫав центрта ҫынсене 32 чӳрече йышӑнма пуҫлӗ. Ун чухлӗ май туса пани нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчи черете чакарма май парасса шанаҫҫӗ. Тата ӑна уҫсан ҫынсен 90 проценчӗ асӑннӑ центрсем урлӑ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне илме тытӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ те ҫав цифрӑна ҫитме регионсен пуҫлӑхӗсем умӗнче тӗллев лартнӑ иккен. Халӗ Чӑваш Енре 27 ҫавӑн пек центр ӗҫлет.
Сӑнсем (8)
Вӑрмар район администрацине район администрацийӗн строительство тата общество инфраструктурин пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов вӑхӑтлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ эрнесерен ирттерекен ирхи планеркӑна ӗнер пуҫлӑх пулса Константин Никитин (район пуҫлӑхӗнче вӑл тӑрӑшнӑччӗ) хӑй ертсе пынӑ.
Ӗнерех вара Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев 298-рг номерлӗ йышӑну кӑларнӑ. Унта Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс йӗркелеме тата комисси пайташӗсене йышӑннӑ.
Республикӑран комиссие Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Дмитрий Евсеевпа Елена Николаева кӗнӗ.
Республика кунӗ ҫывхарас умӗн, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче паллӑ пулӑм пулнӑ. Вӑл уйрӑмах социаллӑ тӳлеве тивӗҫнӗ ҫынсен асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Ҫак кун Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче «Ялсен 2014–2017 ҫулсенчи тата 2020 ҫулчченхи аталанӑвӗ» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫынсене ҫурт тумашкӑн е туянмашкӑн социаллӑ тӳлев панӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫамрӑк ҫемьесемпе специалистсене, ялта ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсене саламланӑ, свидетельствӑсем панӑ.
Социаллӑ тӳлеве камсем тивӗҫнӗ-ха? И.Н.Лисаев фермер хуҫалӑхӗнче механизаторта ӗҫлекен Юрий Тибогайкина, «Нива» ЯХПКн хуралҫине Петр Данилова, «Коминтерн» ЯХПКн кассир бухгалтерне Наталия Егоровӑна, «Ирӗклӗх» колхозӑн ӗҫченне Ирина Ягодейкина тата вулавӑш ӗҫченне Вера Терентьевӑна панӑ. Александр Башкиров ҫамрӑксене свидетельство тыттарнӑ май ҫурт тӑвас ҫӗрте ӑнӑҫусем суннӑ.
Яла тирпей-илем кӗртесси пӗчӗк япаларанах пуҫланнине пурте пӗлеҫҫӗ-ха. Анчах пур ҫӗрте те илемлӗх хуҫаланнине кураймӑн. Хӑш-пӗр ҫӗрте вӗлтӗрен-хытхура яла вырӑнӑн-вырӑнӑн пусса илнӗ.
Вӑрнар районӗнчи Мачамӑш ялӗ тирпей-илем енӗпе палӑрса тӑрать-мӗн. Вӗсене вырӑнти администраци та мухтать.
Мачамӑш халӑхӗ ҫулсерен шӑматкунлӑха тухаҫҫӗ. Ку таранччен вӗсем пӗвене хӑтлӑлатнӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ, курӑка ҫулнӑ.
Чылай ҫын кил умне пуҫтарнине те палӑртать вырӑнти тӳре-шара. Ҫапах вӗсем вырӑнтан та тапранман ҫынсем те пуррине пӗлтереҫҫӗ.
Вырӑнти администраци туслӑ Мачамӑш ялне тӗслӗх вырӑнне хурса вӗсен хыҫҫӑн кайма сӗнет.
Сӑнсем (24)
Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗ пулма лайӑхах пуль ҫав. Йӗпреҫ районӗнчи Андреевка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын хӑй ывӑлне ҫӗр лаптӑкӗллӗ тунӑ.
2009 ҫулта вӑл хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн хуҫалӑх кӗнекинчен суя выписка илнӗ. Унта хӑйӗн ывӑлӗн ҫӗр пайӗ пурри ҫинчен калани пирки ӗнентернӗ. Ашшӗ ҫырса панӑ выпискӑна йӑтса ывӑлӗ регистраци службине вӗҫтернӗ, унта ҫӗр лаптӑкне хӑй ячӗпе шута илтерттернӗ. Ҫав хутпа килӗшӳллӗн пуҫлӑх ывӑлӗ ҫӗрӗн саккунлӑ хуҫи пулса тӑнӑ. Анчах... асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ тепӗр ҫыннӑн пулнӑ. Унпа вӑл тара илсе усӑ курнӑ.
Ултава РФ Следстви комитечӗн Канашри районсем хушшинчи тӗпчевҫисем ҫиеле кӑларнӑ. Экс-пуҫлӑх хӑй вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнишӗн вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Шупашкар аэропорчӗн тӗп директорне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарнӑ. Аэропорт Чӑваш Енӗн хысна предприятийӗ шутланать, ҫавна май пуҫлӑха республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ лартать тата ӗҫрен хӑтарать.
Александр Николаевича аэропорт пуҫлӑхӗнчен кӑларасси пирки йышӑнӑва паян Иван Моторин премьер-министр хушу кӑларнӑ. Отсавкӑна ӑна мӗншӗн яни пирки ӗҫлӗ хутра нимӗн те асӑнман. А. Жирнов хӑйне пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварни пирки нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать. Кӑларӑм экс-пуҫлӑхпа ҫыхӑннӑ пулать те лешӗ ун пек йышӑну пирки илтменнине пӗлтернӗ тата йышӑнӑва комментарилеме тӑхтанӑ имӗш.
Александр Жирнов 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. 1986 ҫулта ӑна ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1993–1996-мӗш ҫулсенче Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев отставкӑна кайнӑ. Кун пек йышӑнӑва асӑннӑ районти Депутатсен пухӑвӗн ҫӗртмен 19-мӗшӗнче йышӑннӑ иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче тунӑ. Ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе пӑрахасси пирки М. Афанасьев хӑй ыйтса ҫырнӑ иккен.
Ҫав кунах депутатсем район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан ҫынна палӑртнӑ. Пуҫлӑх пуканне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Илдус Миннетуллина вӑхӑтлӑх шанса панӑ. Илдус Хадзятович 1954 ҫулта ҫуралнӑ.
Ларура район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссийӗ йӗркелеме йышӑннӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев руль умне ӳсӗрле ларса йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланни пирки пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев Шупашкарти элеваторта ӗҫ тупнӑ.
Шупашкарти элеватор «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» акционерсен уҫӑ обществин филиалӗ шутланать. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев ҫӗнӗ вырӑнта та пуҫлӑх пуканне йышӑнать. Унта коммерци пайӗн пуҫлӑхӗнче тар тӑкать иккен.
Экс-министра ку должноҫе шанса пани пирки элеваторӑн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Иван Исаев министрта ӗҫленӗ чухне вӑрмана саккунлӑ мар кастарнӑ тесе шухӑшланӑран тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Вӑрманти йывӑҫа саккунлӑ мар кастарнине пула вӑл 300 миллион тенкӗлӗх шар кӳнӗ пулать.
Халӗ ку ӗҫпе суд ларӑвӗсем пыраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри ӗнер те иртнӗ. Суд ларӑвне хупӑ меслетпе ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |