Ял хуҫалӑхӗ
![]() Муркаш пылӗ пит паха Пыл сӑпасӗ иртнӗ эрнерех пулчӗ пулин те муркашсем ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртнине пӗлтересех килчӗ. «Вӗлле хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх» регионсем хушшинчи уява кӑҫалхипе муркашсем улттӑмӗш хут йӗркеленӗ. Ҫултан ҫул вӑл хитреленсе-анлӑланса та сарӑлса пырать. Пуҫласа ку проекта культурӑпа ӳнер сферинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме республика шайӗнче ирттерекен конкурсра ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн тытӑннӑ. Хальхине пысӑк шайри тӳре-шара, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем тата ыттисем – пырса ҫитнӗ. Вадим Николаев муркашсене пыл хурчӗ пек ӗҫчен тесе ырланӑ. Мухтаканӗсем татах пулнӑ-ха. Республикӑн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗ Станислав Николаев вӗсем пирки «лартнӑ тӗллеве яланах пурнӑҫлаҫҫӗ» тесе хакланӑ. Республикӑн апат-ҫимӗҫ фончӗн ертӳҫи, вӑл муркашсен Шупашкарти ентешлӗхне ертсе пырать, Александр Федотов ентешӗсене пыл сутма Мускаври пасара кӑларма шантарнӑ. Сӑнсем (58) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |