Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнӑ хыҫҫӑн министр портфельне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне Юрий Исаева тыттарас шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ шӑп та лӑп уйӑх каялла пӗлтернӗччӗ. Вӑл хыпара эпир Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта вӑл ку хыпара Элтепер Администрацийӗнчи шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ калани тӑрӑх пӗлнине асӑнса хӑварнӑччӗ.
Чӑн та, тӗрӗсех илтнӗ журналистика мэтрӗ — Юрий Исаева министр пуканне шанса панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 631-р номерлӗ хушӑва республикӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш чиновникӗсем валли этика кодексне хатӗрленӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн тепӗр ҫурринчен вӑя кӗрӗ.
Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Этика кодексӗнче мӗн палӑртнӑ-ха? Унта ҫакнашкал пунктсем пур:
1. Граждан служащийӗсем ахаль ҫынсен тата юридици сӑпачӗсен ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе объективлӑ пулмалла.
2. Профессионал шайӗнче ӗҫлемелле.
3. Влаҫ ятне варалакан конфликтлӑ лару-тӑруран пӑрӑнмалла.
4. МИХсен ӗҫне хисеплемелле.
5. Ют ҫӗршывсенчи банксенче счет пулмалла мар.
6. Халӑх умӗнче калаҫнӑ чухне вӑл е ку тавар хакне ют ҫӗршыв валютипе асӑнмалла мар.
7. Тупӑш пирки вӑхӑтра пӗлтермелле. Ку мӑшӑра та пырса тивет.
8. Коррупци пирки Элтепере пӗлтермелле.
9. Усал сӑмахсенчен, тӳрккеслӗхрен пӑрӑнмалла, халӑхпа калаҫнӑ чухне пирус туртма юрамасть.
10. Профессионализм тӗслӗхӗ пулмалла.
Ку – тулли список мар-ха. Ҫаксене пӑхӑнмасан Элтепер шанӑҫӗнчен тухнипе ӗҫрен кӑларма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрне Игорь Головин ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хушу кӑларнӑ.
Влаҫ тытӑмӗнчисемшӗн Игорь Вячеславович ҫӗнӗ ҫын мар. Маларах вӑл Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче патшалӑхӑн влаҫ органӗсемпе тата гражданла общество институчӗсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен пайра консультантра тӑрӑшнӑ.
Республикӑн спорт министрӗн ҫумӗнче ҫутлатӑкран та сахалтарах тимленӗ Борис Атаманова ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, экс-министр ҫумӗн мӑшӑрӗ (пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл та упӑшкипе пӗрле пулнӑ) вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" мар-ши, ҫул-йӗр инспекторӗсене кам чӗнсе илнӗ-ши тесе аптӑранине ӳкерсе илнӗ видео тӗнче тетелӗ тӑрӑх ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлчӗ. Тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ хитре мар кадра федерацин МИХӗсем те пӗлтернӗччӗ.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйне видео ӳкерме юраманнине каланӑ.
Ун чухне Михаил Васильевича пӗр ҫын хӑйӗн смартфонӗ ҫине видео ӳкернӗ. Анчах ку республика Элтеперне килӗшмен. Вӑл ҫав ҫынна саккун пирки аса илтернӗ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, чи малтан Раҫҫей Федерацийӗнче пурӑнакан ҫынна видео ӳкериччен унран ирӗк илмелле.
Михаил Игнатьевпа ҫав ҫын мӗн калаҫни пирки тӗнче тетелӗнче видео тухнӑ. Ӑна ҫак каҫӑпа куҫсан курма пулать: http://govoritmoskva.ru/news/91496/.
Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, газон ҫине урапасене лартма юрамасть. Анчах Шупашкарти депутатсем урапа хуҫисене хӑйсем тӗллӗн штрафлама шухӑшланӑ.
РФ Аслӑ сучӗ ЧР Аслӑ сучӗпе килӗшнӗ: газон ҫине урапа лартнӑшӑн штраф тӳлеттерни — йӑнӑш. Ҫул-йӗр правилисемпе килӗшӳллӗн, хӑш-пӗр тӗслӗхре урапана газон ҫине, ҫул хӗррине лартма юрать.
Газон ҫине урапа лартма юраманнине федераци саккунӗнче палӑртнӑ. Апла ку вырӑнти депутатсен ӗҫне кӗмест. Ҫавна май Шупашкарти пӗр ҫын ЧР Аслӑ судне тавӑҫ ҫырнӑ. Вӑл унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
РФ Аслӑ судӗнче ку йышӑнӑва Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, ЧР Патшалӑх Канашӗ, прокуратура пӑрахӑҫлаттарма тӑрӑшнӑ. Анчах суд хӑйӗн шухӑшне улӑштарман.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна каллех «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партишӗн агитациленине асӑрханӑ. Унӑн сӑнӳкерчӗкне асӑннӑ партин баннерӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.
Прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Малтанах баннера «Сӑнавҫӑ» общество юхӑмӗ асӑрханӑ. Вӑл кун пирки прокуратурӑна систернӗ.
Алла Самойловӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ баннер Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче ҫакӑнса тӑрать. Унта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин палли пур, сӑнӳкерчӗкре — Алла Самойлова тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев.
Прокуратурӑран хурав килнӗ. Алла Самойлова баннер ҫине хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтармашкӑн ирӗк паман. Баннера вара «Дом Быта «Орион» акционерсен обществи вырнаҫтарма саккас панӑ. Ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Михайлов ертсе пырать.
Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композицие хула пуҫлӑхӗсем унӑн авторне, Фёдор Мадуров кӳлепеҫӗне, тавӑрса панӑ.
Ҫак кӳлепе Шупашкара Етӗрне ҫулӗпе кӗнӗ вырӑнти ункӑра вырнаҫнине, каярах ӑна влаҫрисен йышӑнӑвӗпе Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркне куҫарнине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, кӳлепе авторӗн шухӑшӗпе унӑн ҫӗнӗ вырӑнӗ ытла та килӗшӳсӗр, Шупашкар ҫыннисен шухӑшӗпе юланутсем халь Мускава мар, Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркӗнчен анӑҫарах вырнаҫнӑ мунчана каяҫҫӗ имӗш.
Ҫу уйӑхӗнче «Ирӗклӗх» чӑваш халӑх пӗрлӗхӗ хула администрацийӗ патне ҫырупа тухнӑ, унта вӑл чӑвашсене Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композици ытла та япӑхланса кайнипе пӑшӑрханнӑччӗ. «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине монументаллӑ композицие ытла та япӑхлантарса янӑшӑн яваплисене палӑртма тата кӳлепен малашлӑхӗ пирки пӗлтерме ыйтнӑччӗ. Халӗ, ав, кӳлепене ҫӗнетес вырӑнне унӑн авторне тавӑрса панӑ.
ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 7 ҫул 1 уйӑхлӑха янӑ.
Наталья Губина ведомствӑра алкоголь рынокне тата лицензилессине тӗрӗслекен сектор заведующийӗнче ӗҫленӗ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Губина Корягин пулӑшнипе тӑватӑ коммерци организацийӗн директорӗсенчен сӗтев илнӗ. Пӗтӗмпе 480 пин тенкӗ кӗсйине кӗнӗ.
Вӗсене 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче шӑпах «хура» ӗҫ тунӑ чухне тытса чарнӑ.
Корягинӑн та явап тытма тивӗ. Ӑна 4 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне пӗрне — 4 миллион, теприне 1 миллион та 800 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӗсен малашне патшалӑх органӗнче, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлеме юрамасть.
Какай этем рационӗнче уйӑхра миҫе хутчен пулма пултарать? Ытлашши ҫимеҫҫӗ-и ӑна? Тен, чакармалла виҫене? Ҫак ыйтӑва нумаях пулмасть иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ. Ку калаҫӑвӗ этеме пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене сӳтсе явнӑ чух сиксе тухнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ӑна (пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене) 8434 тенкӗ йышӑнса хӑварнӑ.
Сакӑр пин ҫурӑран пӗчӗкрех укҫапа саркалансах пурӑнаймӑн та, анчах сахал тупӑшлисене палӑртнӑ, ӑна май социаллӑ тӳлев уйӑрнӑ чух шӑпах ҫав укҫана тӗпе хураҫҫӗ. Пирӗн республикӑри ҫак виҫе кӳршӗллӗ хӑш-пӗр регионтинчен пысӑкрах. Мӗншӗн аплине сӳтсе явнӑ чух Чӑваш Енре 2013 ҫулта потребитель карҫинккине какай ытларах кӗртсе хӑварнине аса илнӗ. Аш йӳнӗ мар та, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе те пысӑк. Ҫавна кура тӳре-шара какай виҫине чакарас сӗнӳ патне ҫитсе тухнӑ.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхипе чыслама кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.
РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар. Ун пирки Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтерет.
«Тӗлӗнмелле хыпар ҫитрӗ редакцине. Августӑн 23-мӗшӗнче Аслӑ Нагаткинра юбилейне паллӑ тӑвакан Валентина Тарават патне хӑнана Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Морозов тата облаҫри саккун кӑларакан Пухӑвӑн председателӗ Анатолий Бакаев килсе чечек ҫыххисем панӑ. Анатолий Бакаев юбиляра саламланӑ май ӑна ылтӑн сехет парнеленӗ. Пирӗн республикӑри чӑваш ҫыравҫисенчен хӑшӗ ҫакӑн пек хисепе тивӗҫӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ статьяра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |