Чӑваш Ен ҫуртсене тӗплӗ юсасси мӗнле пынине РФ Строительство министерствине пӗлтернӗ. Анчах ӗҫе 19 процент пурнӑҫламанни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Ведомство министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис Чӑваш Ене суя кӑтартусем панӑ регионсен йышне кӗртнӗ. Унашкаллисен йышӗ — 14. Пирӗн республикӑра плана 19 процент тултарман-мӗн.
Кунашкал регионсен йышне Брянск, Липецк, Тверь, Вологда, Ростов, Ӗренпур, Самар, Иркутск облаҫӗсем, Мари, Чечня республикисем, Байкал тӑрӑхӗ, Алтай крайӗ, Красноярск крайӗ кӗнӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр тӗплӗ юсав ӗҫӗсене ирттерес енӗпе Чӑваш Ен малти вырӑнта пулнӑ. Ҫак йыша Воронеж облаҫӗ тата Пушкӑрт Республики кӗнӗ.