
ЧР финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздрякова следстви изоляторне икӗ уйӑхлӑха хупнӑ. Ку – суд йышӑнӑвӗ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм пӗлтерет.
Ун тӗлӗшпе мӗн сӑлтава пула пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хальлӗхе пӗлтермен. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсен пӗр экс-ертӳҫи тӗлӗшпе» тӗрӗслев пыни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах вӑл ятне каламан.
Аса илтерер: Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче министр должноҫӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе вӑл вице-премьер – финанс министрӗ пулнӑ, утӑ уйӑхӗнче ӑна правительство председателӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Михаил Ноздрякова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Владимир Степанов хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫрен пӑрахнӑ. Ун пек Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Владимир Степанова РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗн 3-мӗш пункчӗпе ӗҫрен хӑтарнӑ иккен.
Владимир Степанов Чӑваш Ен Правительствинче 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан вӑл сывлӑх министрӗ пулнӑ, 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ пулма шаннӑ. 2024 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Владимир Степанов республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн тилхепине вӗҫертнӗ, анчах Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ пулма пӑрахман.

Чӑваш Енри тӳре-шара пӗлӗвне ӳстерме ҫӗнӗ институт туса хунӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Тӳре-шарана вӗрентмелли «Аталан» институтра патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн служащийӗсене вӗрентӗҫ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ асӑннӑ учреждение автономлӑ туса хума йышӑннӑ. Унӑн тулли ячӗ ҫапларах пулӗ: «Управлени ӑсталӑхӗн «Аталан» институчӗ» хушма професси пӗлӗвӑ паракан автономи учрежденийӗ. Документа правительство шайӗнче юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче алӑ пуснӑ, ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Институт патшалӑх органӗсенче тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗ.
Учреждени _Шупашкарти__ Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра (унта Пичет ҫурчӗ вырнаҫнӑ) пулӗ, пӗтӗмпе 36 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнӗ.
Института республика хысни шучӗпе тытса тӑрӗҫ.

Паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене пурнаҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Надежда Павлова – культура министрӗн ҫумӗ – йӗркелӳ ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ырантан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Аса илтерер: Светлана Каликова паян ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Вӑл – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ.

ЧР культура министрӗ Светлана Каликова паян ӗҫрен кайнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хушу паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, вӑя кӗнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Светлана Каликова хӑйӗн ирӗкӗпе должноҫрен кайнӑ.
Палӑртса хӑварар: Светлана Каликова – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ.
Патшалӑх службинче Светлана Каликова – 2008 ҫултанпа. Хӑйӗн карьерине вара вырӑс чӗлхипе литература учителӗнчен пуҫланӑ.

«Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗн генеральнӑй директорне ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ пукана Игорь Степанов йышӑннӑ.
Игорь Владимировича ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчӗ вырнаҫтарнӑ.
«Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑрать. Игорь Степанова мӗншӗн ӗҫрен кӑларнине официаллӑ хутра пӗлтермен. Ку должноҫе ӑна пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче лартнӑччӗ. Игорь Степанов 2002 ҫулта Питӗр хулинчи И.И. Мечников ячӗллӗ патшалӑх медицина академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Курганта та, Архангельск облаҫӗнче те ӗҫленӗ.

Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Рудольф Селиванов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Патӑрьел районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Унпа пӗрле муниципалитет учрежденийӗн пӗр ӗҫченне суд тӑвӗҫ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, Рудольф Селиванов 2023-2025 ҫулсенче Патӑрьелти Канаш урамӗнчи авариллӗ ҫуртра пурӑнакансене куҫарас вырӑнне 14 миллиона яхӑн тенке администрацири пӳлӗмсене юсама янӑ, ҫав шутра – хӑйӗнне те.
Кунсӑр пуҫне вӑл 2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче служба машинипе аварие лекнӗ, анчах яваплӑхран тата машинӑна юсассипе ҫыхӑннӑ расхутсенчен пӑрӑнас тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл служба машини рулӗ умӗнче «ларнӑ» водителе тупнӑ. Кун хыҫҫӑн Рудольф Селиванов хушнипе администраци ӗҫченӗ ҫав ҫынна каярахри кунпа ӗҫе илнӗ. Страхлав компанийӗ валли те суя документсем хатӗрленӗ – тӑкак 400 пине яхӑн тенкӗпе танлашать.

Республикӑри 12 округра ҫуртсене ӑшӑтмалли сезон пуҫланнӑ. Чи малтанах ӑшӑ социаллӑ учрежденисене ҫитме тытӑннӑ.
Пилӗк округра – Елчӗк, Патӑрьел, Вӑрмар, Комсомольски, Элӗк округӗсенче авӑн уйӑхӗнчех ӑшӑ пама пуҫланӑ.
Ӗнер Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Етӗрне округӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуртсене ӑшӑ килме тытӑннӑ, Шупашкар хулинче вара – паянтан. Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле округӗнче юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пама тытӑнӗҫ.
Ытти муниципалитетра вӑтам сывлӑш температури 8 градус ӑшӑ пуласса кӗтме йышӑннӑ.

Мӑкшӑ Республикинче финанс министрӗ пулнӑ Сергей Тюркин Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унччен, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе, вӑл ЧР финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Сергей Тюркин Краснослободскра ҫуралнӑ. 2006 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен Саранск администрацийӗнче ӗҫленӗ: тӗп специалист, пай заведующийӗн ҫумӗ, пуҫлӑх ҫумӗ, финанс управленийӗн пуҫлӑхӗ, финанс департаменчӗн директорӗ пулнӑ. 2019-2020 ҫулсенче Мӑкшӑ Республикин финанс министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2020 ҫултан пуҫласа 2026 ҫулччен вара ҫав республикӑрах финанс министрӗ пулнӑ.
Аса илтерер: ЧР финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ.

Казахстан президенчӗ оборона министрне отставкӑна янӑ. Кун пек йышӑнӑва Касым-Жомарт Токаев алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ ҫӗршывӑн оборона министрне Даурен Косанова Каспи тинӗсӗнчи пӑтӑрмах хыҫҫӑн отставкӑна яма йышӑннӑ. Каспи тинӗсӗнчи Ҫарпа тинӗс вӑйӗсен вӗренӗвӗ вӑхӑтӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Ҫавӑн чухне ҫанталӑк кӗтмен ҫӗртен япӑхнӑ, 14 ҫар ҫынни вилнӗ.
Ведомство пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларса янипе пӗрлех Оборона министерствинчи пысӑк должноҫре ларнӑ пилӗк ҫынна тытса чарнӑ.
Сӑмах май каласан, Казахстан президенчӗ 1953 ҫулта Алма-Ата (халӗ Алматы) хулинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ – Кемель Токаев (1923-1986), Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин участникӗ, казах литературинче детективпа приключени жанрне пуҫарса янӑ. Амӑшӗ – Турар Шабарбаева (1931-2000), Алма-Атари ют чӗлхесен педагогика институтӗнче ӗҫленӗ. К.К. Токаев 1975 ҫулта Мускаври халӑхсем хушшинчи патшалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
