Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӳре-шара

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Максим Семенов хӑйӗн дожноҫӗнче малалла ӗҫлӗ. Ӑна депутатсем отставкӑна ярайман – сасӑ ҫитмен.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хӑш-пӗр депутачӗ ӑна отставкӑна яма ыйтнӑ-мӗн. Паян пуху иртнӗ, унта журналистсене кӗртмен.

«Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пухура пулнӑ 18 депутатран 14-шӗ Семенова отставкӑна ярассишӗн сапланӑ. (Пӗтӗмпе – 25 депутат). Ку 56 процентпа танлашнӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев строительство министрне хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Владимир Максимов йышӑннӑ.

Вӑл - 40 ҫулта, 4 ача ашшӗ. 2007 ҫултанпа Вӑрмар районӗн администрацийӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Строительство министерствине куҫнӑ. Кайран министр ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултанпа – пӗрремӗш ҫум. Кӑҫал кӑрлачранпа министр тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ.

Аса илтерер: унччен министр пулнӑ Михаил Коледана Элтепер шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ.

Владимир Максимов пирки тӗплӗнрех РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_428497
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта «Пехет» агромаркет тӑвасси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Унта банкет залӗ те пулассине пӗлтереҫҫӗ.

Нумаях пулмасть объекта премьер-министрӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ. Унти ӗҫсем мӗнле пулнипе кӑмӑллӑ юлнӑ вӑл, агромаркет ҫулла уҫӑлассине пӗлтернӗ.

Аса илтерер: «Пехет» агромаркет Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗн цоколӗнче пулӗ. Унта общество апатланӑвӗн 4 вырӑнӗ, 76 фермер вырӑнӗ, вырӑнти производительсем валли 12 зона пулӗҫ.

 

Республикӑра
spb.kp.ru сайтри сӑн
spb.kp.ru сайтри сӑн

Администраци ӗҫченӗ ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ. ШӖМ ку хӑш муниципалитетра пулнине пӗлтермен.

Палламан ҫын унӑн ашшӗ патне шӑнкӑравланӑ, килти счетчике улӑштармаллине каланӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре (вӑл пӗр округ администрацийӗнче ӗҫлет) вӗсемпе хӑй калаҫнӑ.

Ҫав ҫынна ӗненсе арҫын тӗрлӗ счет ҫине 500 пин тенкӗ куҫарнӑ, унтан ашшӗпе амӑшӗ пухнӑ укҫана та куҫарса панӑ. 2 млн тенкӗсӗр юлсан тин хайхи тӳре ултавҫӑсен аллине ҫакланнине ӑнланнӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин канашлусенчен пӗринче кӑмӑл-туйӑмне ирӗке янӑ. Канашлура тискер кайӑка тытмалли сунар вӑхӑтне уҫас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Пуху чӗрчунсен чир-чӗрӗпе кӗрешмелли станцире иртнӗ.

Тӳре-шара усал сӑмахпа перкелешме тытӑнса кайнӑ, ҫапӑҫма пуҫланӑ.

Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Усал сӑмах шайӗнчи тавлашу ҫапӑҫӑва куҫнӑ. Халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ видео тӑрӑх хакласан, чи малтан алӑ ҫӗклекенни округ пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Пӑтӑрмаха пакунлисем хак парӗҫ.

 

Политика
t.me/government_chuvashii сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/government_chuvashii сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере пирӗн республикӑн правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑну пулса иртнӗ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Денис Шишкина шаннӑ.

Дениса Алексеевича ку пукана шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Политика
er.ru сӑнӳкерчӗкӗ
er.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Исток» агрофирма генеральнӑй директорне Александр Илюткина тата Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева (сӑнӳкерчӗкре) чысланӑ.

Хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паянтан Владимир Гладнев Мари Эл сывлӑх сылавӗн министрӗн должноҫӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Ку должноҫре 2,5 ҫул ӗҫленӗ.

Мари Элти министр патшалӑх службинче ӗҫлесе пенси ӳсӗмне ҫитнӗ май хӑйӗн ирӗкӗпе пушӑн 14-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Владимир Гладнева ку вырӑна лартасси пирки Мари Республикин Пуҫлӑхӗ Юрий Зайцев хушу алӑ пуснӑ. Тӗрӗслев срокӗ – ҫул ҫул.

Палӑртмалла: Владимир Гладнев 1979 ҫулта ҫуралнӑ, Йошкар-Олари медицина колледжӗнче вӗреннӗ, унтан – Питӗрти И.И.Мечников ячӗллӗ патшалӑх медицина академийӗнче. Кайран Йошкар-Олари 4-мӗш поликлиникӑра, Росздравнадзорӑн регионти управленийӗнче ӗҫленӗ.

 

Политика
chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Артамонова шаннӑ. Ун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Ҫак кунсенче Сергей Геннадьевич Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ пулнӑччӗ. Унччен вӑл ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫленӗччӗ.

 

Политика
Сергей Артамонов архивӗнчи сӑн
Сергей Артамонов архивӗнчи сӑн

Сергей Артамонов текех ял хуҫалӑх министрӗ мар. Халь Миристрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене те пурнӑҫламасть. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унччен Сергей Геннадьевич икӗ должноҫре те ӗҫленӗ.

Сергей Артамонов ял хуҫалӑх министрӗнче 2015 ҫултанпа ӗҫленӗ.2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе вице-премьер пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 283
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та