Саккунпа килӗшӳллӗн, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур маршруткӑра карточкӑпа тӳлемелли терминал лартмалла. Анчах Шупашкарти икӗ маршрутпа ҫӳрекен микроавтобуссем ҫакна пурнӑҫламан. Вӗсем — 49-мӗш тата 51-мӗш маршруткӑсем.
Ҫакна пула Шупашкар хула администрацийӗ вӗсемпе килӗшӗве пӑрахӑҫласшӑн. Ара, вӗсем саккун йӗркине пӑсаҫҫӗ-ҫке-ха. Карточкӑпа (ЕТКпа) усӑ курса билет туянакансен йышӗ вара юлашки вӑхӑтра ӳснӗ. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан, унпа халӗ 80 процент ытларах усӑ кураҫҫӗ.
Ку кӑтарту билета карточкӑпа усӑ курса туянни анлӑ сарӑлса пынине ҫирӗплетет. Эппин, кашни маршруткӑрах терминал пулни халӑхшӑн питӗ меллӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен республикӑри управлени пуҫлӑхӗпе Александр Роботӑпа тӗл пулсан УФСИНӑн производство потенциалне ӳстересси пирки калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев Сочире нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ Раҫҫейри инвестици форумӗнче «БТК ГРУПП» тата Чӑваш Республикин Правительстви килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснине пӗлтернӗ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсен Чӑваш Енри управленийӗн производство калӑпӑшне тата тавар ассортиментне ҫав килӗшӳ ӳстерме пулӑшмалла.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Робота тавара республикӑри учрежденисене вырнаҫтарма пулӑшнӑшӑн Михаил Игнатьева тав тунӑ.
Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Левченко чӑвашсене пулӑшасшӑн. Вӗсене ҫеҫ те мар, вӑл тӑрӑхри мӗнпур общество организацине. Кун пирки вӑл социаллӑ тӗллевпе ӗҫлекн коммерцилле мар организацисен ертӳҫисемпе тӗл пулсан палӑртса хӑварнӑ.
«Сирӗн ӗҫӗр обществӑна пысӑк усӑ кӳрет, ҫавӑнпа пирӗн тӗллев — социаллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси», — тенӗ кӗпӗрнаттӑр.
Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн «Юлташ» организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева кӗпӗрнаттӑра Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пусма сӗннӗ. Сергей Левченко хирӗҫлемен, яваплӑ ведомствӑсене хушассине пӗлтернӗ. Вӗсен ку ыйтӑва тишкерсе татса памалла. Маларах облаҫ ун пек килӗшӗве Тутарстан Республикипе тунӑ иккен.
Паян Чӑваш Енри чи пултаруллӑ хӗрарӑмсене Михаил Игнатьев Элтепер патшалӑх наградипе чысланӑ.
«Хыпар» ИҪ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич хӗрарӑмсен общество пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. «Сирӗнпе эпир экономикӑна, вӗрентӗве тата ӑслӑлӑха, сывлӑха сыхлас ӗҫе, культурӑна, спорта аталантаратпӑр», — тенӗ вӑл.
Патшалӑх наградисене тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ отрасльти ӗҫчен пур. Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнче нумай-нумай ҫул тӑрӑшакан Любовь Абрамована «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн секторӗн ертӳҫи Роза Степанова Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.
Хисепе тивӗҫнисене саламлама республикӑри ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Шупашкарта лайӑх калаҫма вӗренеймен ача нумай-мӗн. Нумаях пулмасть ку ыйту тавра Шупашкар хула администрацийӗнче калаҫнӑ.
Ку ыйту ҫивӗч пулнӑран тӗп хулари ача пахчисенче логопед должноҫне ҫирӗплетмеллине сӳтсе явнӑ. Паянхи куна илес тӗк, Шупашкарти шкул умӗнхи 87 учрежденире япӑх калаҫакан 1500 ытла шӑпӑрлана лагопед пулӑшӑвне тӳлевсӗр парассине йӗркеленӗ. Анчах черетре тата нумай ача тӑрать: 734 шӑпӑрлана ҫак специалист пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Ҫакна шута илсе Шупашкар хула администрацийӗ пӗтӗм ача пахчинче логопед ставкине штат расписанине кӗртме палӑртнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр тӗп хулари 128-мӗш тата 202-мӗш ача пахчисем медицина пулӑшӑвӗ (массаж, физиотерапи, галокамера) пама пуҫланӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх пуканне йышӑнакан хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫлӑх организаципе (унӑн тӗп директорӗ пӗлӗшӗ пулнӑ) килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ялта ҫул сармалла пулнӑ.
Унтан пуҫлӑх ыйтнипе документсем илсе килнӗ. Вӗсенче ҫул сарнине палӑртнӑ. Чӑннипе вара нимӗнле ҫул та пулман. Ҫак документсем пулӑшнипе контрагент счечӗ ҫине 175 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ. Палӑртмалла: ялта ҫула ҫаплах сарман.
Вӑрнар район администрацийӗн строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, унӑн айӑпне пула нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак арҫын пурӑнмалли ҫурта тӗрӗслемен, подряд организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫав пӳрте нумай ачаллӑ ҫемьене памалла пулнӑ. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Анчах подряд организацийӗ ҫурта туса пӗтереймен, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Ҫавӑнпа ӑна нумай ачаллӑ ҫемьене паман. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев пырать.
Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан кинемисене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май тӳре-шара саламланӑ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенчен пӗри шутланакан ҫак уйрӑма центр пуҫлӑхӗн ҫумӗ Раиса Трофимова тата Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Амурцев ҫитнӗ.
Ветерансен ҫуртне ытти чухне те ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пырса ҫӳреҫҫӗ-ха, хальхинче те ҫитнӗ вӗсем. Хӑйсене хисеп тунишӗн, репертуарти юрӑ сӑмахӗсем чуна тивнишӗн хӑшӗсен куҫҫулленӗ те. Хаваслӑ кӗвӗ вӑхӑтӗнче теприсем чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.
Ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлани пурте пӗрле тулли кӗреке тавра пуҫтарӑннипе, сӗтел хушшинчи шӑкӑл-шӑкӑл калаҫупа вӗҫленнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх тетелне парӑнтарма шухӑшланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Инстаграмра хӑйӗн страницине уҫнӑ.
Алексей Ладыков халӑх тетелӗнче видеоролик та вырнаҫтарнӑ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ паллӑ: вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчи 1-мӗш шкула ҫитсе килнӗ. Видеона 740 ытла хутчен пӑхнӑ.
«Республикӑри чи пысӑк шкул строительство енӗпе рекорд лартать, кӑҫал 1100 шкул ачине йышӑнма хатӗрленет», — ҫырнӑ Алексей Ладыков комментарире. Сити-менеджерӑн страницине хальлӗхе 192 ҫын пӑхса тӑрать. Ку — сахал мар. Страницӑра пӗртен-пӗр видеоролик пулнине шута илсен — пушшех те.
Ҫанталӑк начар тӑни ҫул-йӗр ӗҫченӗсемшӗн чӑрмав мар. Ҫумӑр ҫусан та, юр ӳксен те вӗсем асфальта саплаҫҫӗ.
«Про Город» редакцине вулакан видео йӑтса килнӗ. Вӑл ҫул-йӗр ӗҫченӗсем япӑх ҫанталӑкра асфальта сапланине ӳкернӗ. Алексей каланӑ тӑрӑх, шӑтӑк-ҫурӑка шыв кӳлленчӗкӗ тӑрсан та сапланӑ. «Кайран тӗлӗнетпӗр: мӗн чухлӗ укҫа тӑкнӑ, усси вара ҫук», — тенӗ Алексей. Арҫын ҫула япӑх ҫанталӑкра юсанине ҫулленех курать-мӗн.
Хула администрацийӗ ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: ҫул-йӗр ӗҫченӗсем асфальт-бетон хутӑшпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл, ҫулла усӑ курмалли хутӑшпа танлаштарсан, пысӑк температурӑпа уйрӑлса тӑрать.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗсен умне ҫула сапламашкӑн тӗллев лартнӑ. Пӗр талӑкра 408 тӑваткал метр ҫул юсанӑ. Алексей Ладыков хушнипе нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти ҫул-йӗре талӑкӗпех саплаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |