Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче шыв башни персе аннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ. Аса илтерер, вӑл нумай хваттерлӗ 8 ҫурта шывпа тивӗҫтернӗ. Башньӑна 35 ҫул каяллах тунӑ. Маларахри хыпарта эпир Вӑрнар район администрацийӗ СУПН-1-17 управляющи компанийӗ 150 пин тенкӗлӗх насос илессине те асӑннӑччӗ.
Башня йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн ҫынсем 8 ҫӑлкуҫран шыв ӑснӑ. Ирхине тата каҫхине пушар машини шыв кӳрсе килнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара васкавлӑн ларӑва пуҫтарӑннӑ. «Хыпар» хаҫат сайчӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер ирпе Нурӑсри ҫынсен шыв нуши пӗтнӗ. Ырӑ хыпара нумай хутлӑ ҫуртсене тытса тӑракан «Март» ертӳлӗх (управляющи) компани директорӗ Геннадий Ильин пӗлтернӗ.
Культурӑпа наци чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» обществи, «Хавал» юхӑм хастарӗсем тата ытти чӗрӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулса ҫак кунсенче Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне ҫыру янӑ. Вӗсем хӑйсен пӑшӑрханӑвне 4-мӗш класс хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫне ирттерессипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӗрӗслеве математикӑпа, тӑван тавралӑха вӗрентекен предметпа тата вырӑс чӗлхипе ҫеҫ тыттарни вӗсене тӗлӗнтернӗ.
Ҫыру авторӗсем Чӑваш Енри 455 шкултан ҫурринчен ытларахӑшӗнче пуҫламӑш классенче чӑвашла, 16-шӗнче тутарла, 3-шӗнче ирҫелле вӗрентнине палӑртнӑ. Апла пулин те тӗрӗслеве пурин те вырӑсла пурнӑҫламалла. Кӑҫал тӗрӗслев ӗҫне 5, 10 тата 11-мӗш классенче те чылай предметпа ирттермелле.
Хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев заданийӗсене наци чӗлхи ҫине куҫармалла.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьере тепӗр пепке ҫуралнӑ. Вӑл — 13-мӗш ача. Ҫемьене Шупашкар хула администрацийӗ саламланӑ.
Мария Падиаровӑна хӑшӗ-пӗри пӗлет те пулӗ. Вӑл «Мисс Россия» тата тӗнче шайӗнче Мальтӑра иртнӗ «Корлева планеты» илемлӗх конкурсӗсене хутшӑннӑ. 13-мӗш ачине вӗсем Архип ят хунӑ. Марийӑпа Евгений Падиаровсем хӑйсеннисӗр пуҫне опекӑна илнӗ тӑватӑ шӑпӑрлана воспитани параҫҫӗ.
Падиаровсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Тимофеева, ЗАГС пай пуҫлӑхӗ Наталья Краснова, ачалӑха хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Белова саламланӑ, ача ҫуралнине ӗнентерекен хута тата ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне панӑ.
Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑн. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑн. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Раҫҫей самолетне Турцире персе антарнӑ хыҫҫӑн хутшӑнусем сивӗнни Турцишӗн пӗртте меллӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ экспертсем. Пӗрремӗшӗнчен, унта туристсем сахаллӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Унччен ҫуркуннерен пуҫласа сӗм кӗркуннечченех Турцирен Раҫҫей ҫыннисем татӑлман. Иккӗмӗшӗнчен, икӗ тӑрӑх экономика енчен те питех те килӗштерсе ӗҫленӗ.
Ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех Турцине Раҫҫей ҫыннисене кӗртме пуҫласан туристсен шучӗ ӳсессе шанаҫҫӗ.
ЧР культура министрӗн Константин Яковлевӑн виҫҫӗмӗш ҫум пур. Ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртнӑ.
Анатолий Валерьевич Тимофеева культура министрӗн ҫумне лартасси пирки хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Анатолий Тимофеев унччен ҫак ведомствӑрах ӗҫленӗ. Вӑл объектсен сыхлавӗн пайӗн строительство тата техника базин аталанӑвӗн секторӗн заведующийӗ пулнӑ.
Культура министрӗн вакансийӗ 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пушаннӑ. Ун чухне Татьяна Казакова Кадет шкулӗн директорӗн пуканне йышӑннӑ. Халӗ Константин Яковлевӑн виҫӗ ҫум: Вячеслав Оринов, Иван Архипов тата Анатолий Тимофеев.
Анатолий Тимофеев 1983 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра инженера вӗреннӗ. 2005 ҫулта диплом илнӗ.
Монополипе кӗрешекенсем ҫӳп-ҫап илсе тухмалли хаксене вӑйпа сӗннӗшӗн Чӑваш Енӗн тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх службине апла тума юраманни пирки асӑрхаттарса ҫыру янӑ.
Тарифсемпе ӗҫлекенсем монополипе кӗрешекенсен умӗнче ертӳллӗ (управляющи) компанисене ҫӳп-ҫап турттарса тухмалли хака пӗр кубометршӑн 340 тенкӗ тесе йышӑнмалла тесе янӑ ҫырушӑн айӑпа кӗнӗ. Кунашкал ҫыру яни антимонопольщиксен шухӑшӗпе конкуренцине пӑсма пултарать тата хаксен виҫине вӑйпа сӗнет. Ҫавна май ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ҫак ҫырӑва каялла чӗнсе илме тата сайтри информацие кӑларса пӑрахма хушнӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫуп-ҫапа полигона таран илсе тухассин хакне Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ полигона уҫнӑ хыҫҫӑн ӳстерчӗҫ. Вӑл ытла та пысӑк пулни Владимир Путина та кӑсӑклантарнӑччӗ.
Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци служби паян хӑйӗн професси уявне палӑртать. Ҫав ятпа Шупашкарта савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.
Ҫак кун — ҫӗршыври чи ҫӗнӗ уявсенчен пӗри вӑл. Ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Росгварди хӑй те — ҫӗнӗ тытӑм. Ӑна пӗлтӗр кӑна ӗҫлеттерсе янӑ. Асӑннӑ тытӑмӑн Чӑваш Енри уйрӑмне Алексей Ежеев полици полковникӗ ертсе пырать.
Наци гвардийӗн ӗҫченӗсене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Валерий Филимонов саламланӑ. Вӗсем ҫӗнӗ тытӑм правӑна сыхлас ӗҫре тӑрӑшса ӗҫленине палӑртса нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Алексей Ежеев Михаил Игнатьев Элтепере ҫӗнӗ тытӑма ура ҫине тӑма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
Чӑваш Енре пӗлтӗр карӑк, ӑсан, пӑчӑр йышӗ сахалланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пакша, кашкӑр, мулкач, хир сысни, тилӗ, пӑши, ҫӳлевӗҫ, хир качаки, сӑсар, ӑсан йышланнӑ.
Чӗрчунсен тӗнчи пирки паян республикӑри тӳре-шара канашлӑва пухӑнсах сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн Правительствин тунти кунсерен иртекен канашлӑвӗнче ытти ыйтӑва та хускатнӑ.
Республикӑн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра йӗркене пӑсакан сунарҫӑсен йышӗ нумайланнӑ. Пӗлтӗр вӗсен хисепӗ 2015 ҫулхинчен 2,5 хут йышланнӑ. Нумайӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Виҫӗ ҫынна пуҫиле ӗҫ пуҫарсах саккун пирки аса илтернӗ. Йӗркене пӑхӑнман сунарҫӑсене пӗлтӗр пӗтӗмпе 354,5 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ.
ПУШ | 26 |
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшпе 25-мӗшӗсенче пирӗн сайт ҫак кӑсӑклӑ пулӑмсемпе паллаштарчӗ (вӗсене ытти чухнехи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Пирӗн сайта МИХ пек регистрацилени ҫинчен пӗлтертӗмӗр;
• Фёдорова Алевтина мӗнле сумлӑ пукан йышӑнни пирки хыпарларӑмӑр;
• Тинех «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртура камсем мала тухни пирки каласа патӑмӑр;
• Ачасемпе чӑвашла калаҫакансен вырӑнӗ ӑҫта вырнаҫнине систертӗмӗр;
• «Контактра» Скайп урлӑ чӑвашла мӗнле калаҫма май пуррин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр;
• Александр Иванов министр пирки мӗнле сас-хура ҫӳренине каласа патӑмӑр;
• Ефим Никитин ҫыравҫӑна ентешӗсем мӗнлерех сума суни ҫинчен хыпарларӑмӑр;
• Юрий Садовников Мускав ҫывӑхнерех ӗҫлеме куҫасси пирки систертӗмер;
• Вадим Николаев сенатора Матвиенко мӗншӗн аванмарлатнине пӗлме пултартӑр;
• Ҫӗрпӳ районӗнче ӗнесемпе мӗнле пӑтӑрмах сиксе тухнине пирки каласа патӑмӑр.
Чӑваш Республикинчи этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ку должноҫре Юрий Сергеевич 2012 ҫултанпа ӗҫлерӗ. Унччен вӑл Чӑваш Енӗн прокуратурин органӗсенче тӑрӑшнӑ. 2002–2012 ҫулсенче Чӑваш Енри Адвокатсен палатин президенчӗ пулнӑ. Хӑй вӑл Мари Республикинчи Чикмере 1958 ҫулта ҫуралнӑ.
Юрий Курчинин ыйтӑвне республика парламенчӗн патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн, регламент тата депутат этикин комитечӗн ларӑвӗнче пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче малтанласа пӑхса тухнӑ. Этем правине хӳтӗлекенӗн контракчӗ кӑҫалхи кӗркунне тухмалла. Юрий Сергеевич унччен тӑхтаман — ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Омбудсмен ыйтӑвне Патшалӑх Канашӗн ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи сессийӗнче тишкермелле.
Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлеме ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Александр Иванова лартаҫҫӗ текен сӑмах тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |