Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкар хулинчи Ефремов купса бульварӗнчи сувенир павильонӗсене илсе пӑрахма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хулари тӳре-шара вӗсене «ирӗк памасӑр лартнӑ объект» евӗр хакласа урӑх вырӑна, Чӑваш наци музейӗ патне, куҫарасшӑн-мӗн. Киосксене грузовик-манипуляторсем вырӑнтан хускатма пуҫланӑ. Хула администрацийӗ унта апатлану предприятийӗ вырӑнлӑраххине палӑртнӑ имӗш.
Анчах ку утӑма тӗрлӗрен йышӑнакан тупӑннӑ. Халӑхра «Шупашкар Арбачӗ» текен вырӑнта киосксем ларни килӗшӳсӗр текенсем те пур, усламҫӑсене хӗсӗрлеҫҫӗ тесе тарӑхакансем те ҫук мар. Республика ертӳҫисем Шупашкарти тӳре-шаран утӑмне ырласах йышӑнманнине те калаҫҫӗ. Апла-и, капла-и, анчах «ирӗк памасӑр лартнӑ» 90 суту-илӳ объектне кӑҫал Шупашкарта илсе пӑрахма шут тытнӑ.
Атӑлҫи федераци округӗн шайӗнчи А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулне Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗнче тума пуҫлӗҫ. Ку хыпара ӗнер иртнӗ Правительство ларӑвӗнче республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев пӗлтернӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри кадет корпусне малтанласа республика хысни шучӗпе тума пуҫлӗҫ. Унта укҫана ытти ҫӑлкуҫран уйӑрасса шанаҫҫӗ. Юрий Исаев Правительство канашлӑвӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи пулӑшнипе «Ренова» компанин ушкӑнӗсен директорсен канашӗн председателӗпе Виктор Вексельбергпа калаҫса татӑлма май килнӗ.
Шкула 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Строительствӑшӑн яваплисем халӗ проект хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗпе Мир проспекчӗ хӗресленекен ҫул ҫавринче пассажирсемпе транспорта вӑйӑ картине тухнӑ чӑваш хӗрӗсем кӗтсе илӗҫ. Чӑн-чӑн пикесемех мар та, анчах чечекрен ӑсталанӑскерсем илемӗпе аякран илӗртесси пирки иккӗленме кирлӗ мар.
Республика тӗп хулинче кӑҫал тата тепӗр ҫӗнӗ кӳлепе те пулӗ. Гладков урамӗнчи ҫул ҫаврине Автан вырнаҫтарасшӑн. Ҫак тата ытти ыйтӑва паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Тӳре-шара республикӑн тӗп хулине хӑтлӑх кӗртме предприяти-организацие те, суту-илӳ точкисемпе лавккасене те явӑҫтарасшӑн. Чи хастаррисене палӑртса хавхалантарма конкурс ирттересшӗн. Кӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков сӗннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне пӗрремӗш клумбӑсене вырнаҫтарӗҫ.
Чӑваш Енри сусӑрсене ӗҫе вырнаҫтарас енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлесшӗн. ЧР Ӗҫлев министерствин халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Наталия Егорова каланӑ тӑрӑх, халӗ кашни сусӑрпа уйрӑммӑн ӗҫлеҫҫӗ, кашнин патне ҫитеҫҫӗ, резюме ҫырма пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енре 86 пин сусӑр пурӑнать. Вӗсенчен 27 пинӗшӗ — ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмре. Анчах кашни 5-мӗш ҫын ҫеҫ ӗҫлет. ЧР Ӗҫлев министерстви ку лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарасшӑн. Ҫулталӑк вӗҫнелле кашни 3-мӗш сусӑр валли ӗҫ тупасшӑн. 2020 ҫул тӗлне вара кашни 2-мӗш сусӑра ӗҫе вырнаҫтарасшӑн.
Сӑмах май, Чӑваш Ен сусӑрсене ӗҫе вырнаҫтарас енӗпе, Раҫҫейри ытти регионпа танлаштарсан, 5-мӗш вырӑнта тӑрать.
Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнине, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче унӑн заявленине тивӗҫтернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май, ун чухне эпир вӑл тивӗҫе республикӑри ачасен омбудсменне Елена Сапаркинана шаннине асӑнманччӗ. Ку йышӑну этем правине хӳтӗлекен должноҫа ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетиччен вӑйра пулӗ. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ саккуна республикӑн парламенчӗн депутачӗсем иртнӗ эрнери сессире улшӑну кӗртсе хӑварнӑччӗ.
Юрий Кручинин «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналистне Александр Белова панӑ интервьюра ӗҫрен кайма тивнӗ шухӑша уҫҫӑнах палӑртнӑ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, этем правине хӳтӗлемелли самай. Малашне ҫавна вӑл малтанхиллех адвокат пулса пурнӑҫлӗ.
2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Хусанти «Идель.Реалии» сайтра «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнӑччӗ. Унта чӑваш сӑмахӗпе культурин ку чухнехи лару-тӑрӑвне самаях тарӑн та тӗрлӗ енлӗн хак пани курӑнчӗ. Калаҫӑва Чӑваш ваттисен тӗп канашӗнче сӳтсе явнӑ чухне хамӑрӑн йышӑнӑва юлашки инстанцие — Республика пуҫлӑхӗ патне тата хаҫатсене яма хушрӗҫ. Республикӑри хаҫатсем пичетлемерӗҫ, тулай хаҫатсенче ҫеҫ кун курчӗ. Ҫыру «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ.
2010 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче ЧР Министрсен кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хурав электрон почтӑпа килчӗ. Ҫырӑва тирпейлӗ ҫырнӑ, «малашне тата тимлӗрех ӗҫлемелле» тенӗ, анчах Ваттисен канашӗ лартнӑ ансат ыйтусене пӗрне те хуравламан. Ача пахчисемпе шкулсенчи чӑваш вӗрентӗвне тӗрӗслесе тӑрасси, вӗрентӳ сехечӗсене ытти чӗлхесеннинчен катса хӑвармасси тата Ашшӗ-амӑшӗн ҫулталӑкӗнче килте, урамра чӑвашла та, вырӑсла та тимлесе калаҫас тесе халӑхра ятарласа анлӑ юхӑм пуҫарасси пирки Республика ертӳлӗхӗн шухӑшне кӗтнӗччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти музей комплексне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах историпе ӳнер музей комплексӗ пирки пырать. Унӑн пуҫлӑхне Александр Ильина ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти музейпа Нина Глотова «хуҫаланӗ». Рита Кириллова журналист Фейсбукра тӗлӗнсе ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑх юлашки ҫулсенче Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Музейра вӑл нихӑҫан та ӗҫлемен: пуҫламӑш классене вӗрентнӗ, шкул тулашӗнчи ӗҫе йӗркеленӗ, Шупашкарта КПСС райкомӗнче инструкторта тӑрӑшнӑ, хула комитетӗнче агитаципе пропаганда пайӗнче консультант пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче педагогика пӗлӗвӗ илнӗскер юлашки ҫулсенче тивӗҫлӗ канура.
Журналиста пуринчен ытла тӗлӗнтерни музея ертсе пыма отрасльте ӗҫлемен ҫынна лартни.
Шупашкарта 50 ҫул каялла хупнӑ масара тепӗр хутчен хупнӑ. Хулан тӗп пайӗнче 2А микрорайонта вырнаҫнӑ ҫӑвана (Гагарин, Ярмӑркка, Пионер, Калинин урамӗсен чиккинче вӑл) хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хупасси пирки постановление алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑван пур территорийӗнче те пытарма юрамасть. Анчах ку виле ҫунтарнӑ кӗле пырса тивмест. Ӑна тӑванӗн вилтӑпри ҫине пытарма юрать. Анчах ҫакна тумашкӑн тӑван пулнине ӗнентерекен документ кирлӗ.
Ку масара 2015 ҫулта строительсем микрорайона пӑхса ҫаврӑннӑ чухне тупнӑ. Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ку ҫӑвана 1967 ҫулта Шупашкарти ӗҫ тӑвакан комитет хупнӑ пулнӑ.
Тӑвай район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, паян райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке чиркӳ ҫыннисемпе «актуаллӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ».
Муниципалитетӑн пӗчӗк залне чиркӳ ҫыннисемпе пӗрлех район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.
Кӗске те ытлашши уҫӑмлах хыпарпа паллашсан чиркӳ ҫыннисемпе тӳре-шара хайхисене ҫӗр парас тата религи тӗллевӗллӗ пурлӑха вӗсене куҫарас ыйтусене хускатнине ӑнланма пулать. Ку ыйтупа экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Берилло тухса калаҫнӑ.
Объектсене регистрациленишӗн мӗн чухлӗ тӳлемеллине те уҫӑмлатнӑ. Ку ыйтупа нумай ӗҫ тӑвакан центр пуҫлӑхӗ Николай Перцев сӑмах илнӗ.
Тӗлпулура прихутсемпе вӗренӳ учрежденийӗсем килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва та хускатнӑ.
Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри Раиса Терюкалова художникӑн пултарулӑх мастерскойӗнче пулнӑ чух унӑн ӗҫне туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министр тата тепӗр ӗҫ илнӗ. Хальхинче вӑл урӑх художникӑн ӗҫне туяннӑ.
Чӑваш патшалӑх музейӗнче нумаях пулмасть Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче унта Константин Яковлев министр ҫитсе курнӑ. Экспозици музей фондӗнче упранакан ӗҫсемпе ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенчи пуянлӑхпа та куракана илӗртет.
Республикӑн культура министрӗ Владимир Агевӑн ӗҫне туяннӑ. Ун пирки Фейсбукра Рита Кириллова журналист Константин Яковлев ырӑ тӗслӗх кӑтартнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |