Инкек иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Куславкка районӗнче пулса иртнӗ. Унти Куснар ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере 44 ҫулти арҫын аптӑраса ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ. Анчах Куславкка район пульницин васкавлӑ пулӑшу паракан уйрӑмӗ ҫула тухма килӗшмен. Вӑхӑт ун чух кӑнтӑрла иртни 12 сехет те 30 минут пулнӑ. Арҫыннӑн сывлӑхӗ хавшасах пынине кура хӗрарӑм каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче шурӑ халатлисем патне тепӗр хутчен шӑнкӑравланӑ. Ку хутӗнче тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ, арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах унта вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра вилсе кайнӑ.
Ҫын пульницӑра вилни пирки тӗпчевҫӗсем професси тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫламаннине пула ҫын вилнӗ тесе шухӑшланипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев малалла пырать. Вилнӗ арҫыннӑн арӑмӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, мӑшӑрӗ кантӑк тасатмалли хатӗр ӗҫнипе вилме пултарнӑ.
Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ И.П.Павлов (1928 — 2002) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл хӑй хыҫҫӑн 200 ытла тӗпчев ӗҫӗ хӑварнӑ. 1965 ҫулта пичетрен тухнӑ «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» монографи тӑван чӗлхемӗр пирки ҫырнӑ чи тӗплӗ тӗпчев шутланать. Унтанпа 40 ҫул иртрӗ пулин те, ҫак классикӑлла хайлава ҫитекенни пулмарӗ. Пирӗн шкулсенче чӑваш чӗлхине 40 ҫула яхӑн Иван Павловӑн учебникӗсемпе вӗреннӗ, вӗсем пурӗ 30 кӑларӑмпа тухнӑ. 50-мӗш тата 80-мӗш ҫулсенче Иван Павлович хальхи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пайне ертсе пынӑ.
Чӑвашсен мухтавлӑ ывӑлне, сумлӑ тӗпчевҫе халалласа унӑн тӑван ҫӗршывӗнче — Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнче — ӑслӑлӑхпа парктика конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗҫне ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин элчи Инесса Ядранская, районти вӗренӳ пуҫлӑхӗсем, гуманитари институчӗпе Чӑваш университечӗн ӑсчахӗсем, Элӗк вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Владимир Иванов, Николай Егоров, Виталий Родионов профессорсем уява хӑт кӗртрӗҫ.
