Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхин нӳкерӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.09.2008 16:21 | 1528 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ И.П.Павлов (1928 — 2002) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.

Вӑл хӑй хыҫҫӑн 200 ытла тӗпчев ӗҫӗ хӑварнӑ. 1965 ҫулта пичетрен тухнӑ «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» монографи тӑван чӗлхемӗр пирки ҫырнӑ чи тӗплӗ тӗпчев шутланать. Унтанпа 40 ҫул иртрӗ пулин те, ҫак классикӑлла хайлава ҫитекенни пулмарӗ. Пирӗн шкулсенче чӑваш чӗлхине 40 ҫула яхӑн Иван Павловӑн учебникӗсемпе вӗреннӗ, вӗсем пурӗ 30 кӑларӑмпа тухнӑ. 50-мӗш тата 80-мӗш ҫулсенче Иван Павлович хальхи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пайне ертсе пынӑ.

Чӑвашсен мухтавлӑ ывӑлне, сумлӑ тӗпчевҫе халалласа унӑн тӑван ҫӗршывӗнче — Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнче — ӑслӑлӑхпа парктика конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗҫне ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин элчи Инесса Ядранская, районти вӗренӳ пуҫлӑхӗсем, гуманитари институчӗпе Чӑваш университечӗн ӑсчахӗсем, Элӗк вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Владимир Иванов, Николай Егоров, Виталий Родионов профессорсем уява хӑт кӗртрӗҫ.

Геннадий Дегтярев, Алина Сосаева, Елизавета Васильева хӑйсен асран кайми ӗҫтешӗпе ҫыхӑннӑ самантсене аса илчӗҫ, унӑн чӑваш культурипе ӑслӑлӑхри тӳпине палӑртрӗҫ. Надежда Иванова тӑван сӑмахлӑха вӗрентес ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ.

Иван Павлова халалланӑ кун масарти вил тӑприне пуҫ тайнинчен пуҫланчӗ, пысӑк концертпа вӗҫленчӗ.

#Элӗк районӗ, #мероприятисем, #чӑваш чӗлхи, #тӗпчевҫӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем