Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: туристсем

Республикӑра

Ӗнер Куславкка хулинче «Михаил Кутузов» теплохода кӗтсе илнӗ. Пермьрен ҫитнӗ туристсене Куславкка халӑхӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.

Чулман Атӑл аслӑ Атӑла юхса кӗнӗрен туристсем Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ курортсенче канма пултараҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — Куславкка хули те.

Куславккана килекен туристсем ӑна Краснодар енӗн курорчӗсемпе ахальтен танлаштармаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Куславкка пристанӗ ыттисенчен нимӗнрен те кая мар. Туристсем музее кӗрсе хӑйсен шухӑш-туйӑмӗсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ.

Музейре хӑнасем валли экскурси ирттереҫҫӗ, Н.И.Лобачевский пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ. Унтан туристсене Куславкка хулинчи тата Куславкка районӗнчи экспонатсене кӑтартаҫҫӗ.

 

Кӗҫнерникунтан Куславкка хули туристсене йышӑнма тытӑннӑ. Волгоград хулинчен теплоходпа килсе ҫитнӗ хӑнасене ҫак районти Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.

Ҫакна кӗтмен хӑнасем хытах тӗлӗннӗ-мӗн. Унтан вӗсен хулан паллӑ вырӑнӗсенчен пӗринче — Н.И. Лобачевскин музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Куславккасен ырӑ кӑмӑлӗпе пехиллӗхӗпе хавхаланнӑскерсем чунтан тав сӑмахӗ каланӑ, «Эпир сирӗн хулӑра юратса пӑрахрӑмӑр», — тесе сывпуллашнӑ.

 

Легендӑри паттӑр ятне панӑ «Василий Чапаев» теплоход ҫак кунсенче Куславкка пристанӗ ҫумне килсе чарӑнчӗ. Мускавран килнӗ туристсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Атӑл ҫинче ҫакӑн пек хитре хула пурри ҫинчен пӗлмен те.

Ун умӗн кӑшт маларах ҫак пӗчӗк те симӗс хулара «Ф. Жолио-Кюри» теплоход турисчӗсем пулчӗҫ. Вӗсем те куславккасен тараватлӑхӗнчен питӗ тӗлӗнчӗҫ: наци тумӗсем тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илсе кашнинех тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ.

Пурӗ кӑҫал туризм сезонӗ пуҫланнӑранпа Куславккара туристсен тӑватӑ теплохочӗ пулчӗ те ӗнтӗ: ҫӳлӗрех асӑннисемсӗр пуҫне «Алексей Толстой» тата «Александр Суворов».

Унчченхи ҫулсенче туризм сезонӗнче Куславккара 60-шар-80-шар карап та пулнӑ.

Мӗнпе илӗртет-ха Атӑл ҫинчи пӗчӗк хула? Ҫутҫанталӑк тӗлӗшӗнчен ҫав тери илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑскер, Куславкка икӗ ҫӳллӗ хысак хушшинче ларать. Икӗ енчен те ҫӳллӗ сӑртсем пулин те, ҫапах та Атӑлӑн леш енчи ҫыранӗ вара инҫете-инҫете курӑнать. Атӑл хӗрринчи чи ҫӳллӗ вырӑна вара Кайӑк вӗҫевӗ тесех ят панӑ. Кунтан чи асамлӑ, чуна тыткӑнлакан вырӑнсем уҫӑлаҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере хӑйне евер энергетика пулӗ. Ҫынсем сирӗнпе юнашар пуласшӑн, тимлӗх ӑшӗнче пулма хатӗрленӗр. Лайӑх кӑмӑл-туйӑм шырӑр, ӑна темиҫе хут ӳстерӗр. Тахҫанах проект пуҫарма ӗмӗтленнӗ тӗк — тархасшӑн! Эрне варринче хӑвӑр ҫине ҫӗнӗ тивӗҫсем ан илӗр, сӑмах ан парӑр.

Кӑрлач, 10

1931
95
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та