Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Куславккана туристсем ҫӳреҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
oriflame 07.06.2011 10:02 | 1859 хут пӑхнӑ

Легендӑри паттӑр ятне панӑ «Василий Чапаев» теплоход ҫак кунсенче Куславкка пристанӗ ҫумне килсе чарӑнчӗ. Мускавран килнӗ туристсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Атӑл ҫинче ҫакӑн пек хитре хула пурри ҫинчен пӗлмен те.

Ун умӗн кӑшт маларах ҫак пӗчӗк те симӗс хулара «Ф. Жолио-Кюри» теплоход турисчӗсем пулчӗҫ. Вӗсем те куславккасен тараватлӑхӗнчен питӗ тӗлӗнчӗҫ: наци тумӗсем тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илсе кашнинех тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ.

Пурӗ кӑҫал туризм сезонӗ пуҫланнӑранпа Куславккара туристсен тӑватӑ теплохочӗ пулчӗ те ӗнтӗ: ҫӳлӗрех асӑннисемсӗр пуҫне «Алексей Толстой» тата «Александр Суворов».

Унчченхи ҫулсенче туризм сезонӗнче Куславккара 60-шар-80-шар карап та пулнӑ.

Мӗнпе илӗртет-ха Атӑл ҫинчи пӗчӗк хула? Ҫутҫанталӑк тӗлӗшӗнчен ҫав тери илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑскер, Куславкка икӗ ҫӳллӗ хысак хушшинче ларать. Икӗ енчен те ҫӳллӗ сӑртсем пулин те, ҫапах та Атӑлӑн леш енчи ҫыранӗ вара инҫете-инҫете курӑнать. Атӑл хӗрринчи чи ҫӳллӗ вырӑна вара Кайӑк вӗҫевӗ тесех ят панӑ. Кунтан чи асамлӑ, чуна тыткӑнлакан вырӑнсем уҫӑлаҫҫӗ.

Хулара та курмалли-тӗлӗнмелли ҫук мар. Революцичченхи улпутсен Жоминин, Волчковӑн тата ыттисен ҫурчӗсем халӗ те упранса юлнӑ. Вӗсене пӑхса, ҫӗнетсе тӑраҫҫӗ. Тӗнчипе паллӑ математик Н. Лобачевский хӑй вӑхӑтӗнче Слободара пурӑннӑ ҫуртра халӗ аслӑ ученӑйӑн Музей-ҫуртне уҫнӑ. Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн чиркӗвне ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Хула урамӗсем те таса та тирпейлӗ, йывӑҫсемпе чечексем ӑшне путнӑ. Куславккасем хӑйсен хулипе мухтанаҫҫӗ, пурне те килсе курма йыхравлаҫҫӗ.

#туристсем, #Куславкка

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем