Шупашкарта Чӑваш наци музейне ҫитсе курман ҫын сахал пулӗ. Ара, унта чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллашма пулать-ҫке-ха. Музея республикӑна килекен туристсем те питӗ килӗштереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть туристсен пӗр ушкӑнӗ Чӑваш наци музейӗн йӑла-йӗрке залӗнче пулса курнӑ. Хӑнасем Мускавран пулнӑ.
Музей ӗҫченӗсем ятарласа хатӗрленӗ сценари тӑрӑх туристсем валли интерактивлӑ мероприяти ирттернӗ. Унта вӗсем чӑвашсен тумӗсене кӑтартнӑ.
Этнографи секторӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Захарова, Ҫар мухтавӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Кристина Кокшина ятарласа хатӗрленӗ ҫуртра ӗлӗкхи чӑвашсем япала якатнине кӑтартнӑ.
Туристсене пӗркенчӗк айӗнче йӗрекен хӗр уйрӑмах килӗшнӗ. Ӑна Алина Николаева ӑслӑлӑх ӗҫченӗ выляса кӑтартнӑ. Алина Анатольевна Мускав хӑнисене чӑвашсен вӑййине — «Пиҫиххине туртмалла» — выляттарнӑ.
Чӑвашстат ҫынсем ӑҫта канма кайнине палӑртнӑ. 2013 ҫулта Чӑваш Енри турист фирмисенче 39 пин туриста йышӑннӑ. Танлаштармашкӑн: 2012 ҫулта — 82,5 пин. Ют ҫӗршыва каякансем пӗлтӗр 24,4 пин ҫын пулнӑ.
2012 ҫулта ҫынсем ытларах Египета кайнӑ-тӑк пӗлтӗр Турцие ытларах вӗҫнӗ. Ӑна 24,3% турист суйланӑ. Египета 21,7% ҫеҫ кайнӑ. Рейтингра ун хыҫҫӑн — Испани (7,3%), Пӗрлешӳллӗ Арап Эмирачӗ (5,9%), Греципе Таиланд (0,7–0,9%).
Раҫҫей тӑрӑх 12,6 пин турист ҫула тухнӑ. 2012 ҫулта — 58,1 пин ҫын. Вӗсенчен 43,7% Чӑваш Республики йышӑннӑ, 26,1% — Краснодар крайӗ, 13,5% Санкт-Петербург, 8,5% — Мускав облаҫӗ.
Ӗнер Куславкка хулинче «Михаил Кутузов» теплохода кӗтсе илнӗ. Пермьрен ҫитнӗ туристсене Куславкка халӑхӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.
Чулман Атӑл аслӑ Атӑла юхса кӗнӗрен туристсем Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ курортсенче канма пултараҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — Куславкка хули те.
Куславккана килекен туристсем ӑна Краснодар енӗн курорчӗсемпе ахальтен танлаштармаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Куславкка пристанӗ ыттисенчен нимӗнрен те кая мар. Туристсем музее кӗрсе хӑйсен шухӑш-туйӑмӗсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ.
Музейре хӑнасем валли экскурси ирттереҫҫӗ, Н.И.Лобачевский пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ. Унтан туристсене Куславкка хулинчи тата Куславкка районӗнчи экспонатсене кӑтартаҫҫӗ.
Кӗҫнерникунтан Куславкка хули туристсене йышӑнма тытӑннӑ. Волгоград хулинчен теплоходпа килсе ҫитнӗ хӑнасене ҫак районти Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.
Ҫакна кӗтмен хӑнасем хытах тӗлӗннӗ-мӗн. Унтан вӗсен хулан паллӑ вырӑнӗсенчен пӗринче — Н.И. Лобачевскин музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Куславккасен ырӑ кӑмӑлӗпе пехиллӗхӗпе хавхаланнӑскерсем чунтан тав сӑмахӗ каланӑ, «Эпир сирӗн хулӑра юратса пӑрахрӑмӑр», — тесе сывпуллашнӑ.
Легендӑри паттӑр ятне панӑ «Василий Чапаев» теплоход ҫак кунсенче Куславкка пристанӗ ҫумне килсе чарӑнчӗ. Мускавран килнӗ туристсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Атӑл ҫинче ҫакӑн пек хитре хула пурри ҫинчен пӗлмен те.
Ун умӗн кӑшт маларах ҫак пӗчӗк те симӗс хулара «Ф. Жолио-Кюри» теплоход турисчӗсем пулчӗҫ. Вӗсем те куславккасен тараватлӑхӗнчен питӗ тӗлӗнчӗҫ: наци тумӗсем тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илсе кашнинех тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ.
Пурӗ кӑҫал туризм сезонӗ пуҫланнӑранпа Куславккара туристсен тӑватӑ теплохочӗ пулчӗ те ӗнтӗ: ҫӳлӗрех асӑннисемсӗр пуҫне «Алексей Толстой» тата «Александр Суворов».
Унчченхи ҫулсенче туризм сезонӗнче Куславккара 60-шар-80-шар карап та пулнӑ.
Мӗнпе илӗртет-ха Атӑл ҫинчи пӗчӗк хула? Ҫутҫанталӑк тӗлӗшӗнчен ҫав тери илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑскер, Куславкка икӗ ҫӳллӗ хысак хушшинче ларать. Икӗ енчен те ҫӳллӗ сӑртсем пулин те, ҫапах та Атӑлӑн леш енчи ҫыранӗ вара инҫете-инҫете курӑнать. Атӑл хӗрринчи чи ҫӳллӗ вырӑна вара Кайӑк вӗҫевӗ тесех ят панӑ. Кунтан чи асамлӑ, чуна тыткӑнлакан вырӑнсем уҫӑлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |