Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Республикипе «Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО алӑ пуснӑ килӗшӗве пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Чӑваш Ене васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ 39 машини ҫитнӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ мудпулӑшу станцийӗсен подстанцийӗсене ҫӗнӗ автомашинӑсен уҫҫисене панӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркӗ 100 проценчӗпех ҫӗнелнӗ.
Шупашкара 27 машина лекнӗ. «Газель-Бизнес» автомобильсене медицина аппаратурипе, наҫилккасемпе, ГЛОНАСС GPS системӑпа тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара 8 машина ҫитнӗ. 4 автомашина резервра пулӗҫ.
«Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО дректорӗ Илья Ковалев республикари виҫӗ муниципалитетра «03» службӑн автопаркне ҫӗнетес тӗлӗшпе калаҫусем пыраҫҫӗ.
Ют чӗлхерен кӗнӗ ҫак сӑмах кӗнеке ҫинчен каласа паракан кӗске ролик тенине пӗлтерет. Буктрейлер пулӑшнипе Шупашкарта ҫынсене кӗнеке вулама астарасшӑн. Вӑл е ку кӗнеке ҫинчен кӗскен кӑна каласа кӑтартакан роликсене республикӑн тӗп хулинчи общество транспортӗнче янӑратасшӑн.
Ҫак акцие йӗркелес шухӑша Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшӑн тӗп тытӑмӗпе реклама агентствисенчен пӗри тытнӑ. Кӗнекепе паллаштаракан роликсене вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсем хатӗрлӗҫ. Буктрейлерсене вулавӑш сайтӗнче, халӑх тетелӗсенче те сарӗҫ.
Хальлӗхе икӗ кӗнеке пирки реклама янӑрать иккен. Вӗсенчен пӗри Евгений Водолазкинӑн «Лаврӗ» пирки пулсан, тепри — чӑваш ҫыравҫин, Сергей Павловӑн «Хаяр ытам» кӗнеки ҫинчен. Ҫывӑх вӑхӑтра тата ытти кӗнеке пирки буктрейлерсем янӑратма тытӑнӗҫ. Вӗсен шутӗнче яппун поэзийӗн пуххи те пур-мӗн.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрле тӳремре сусӑрсем валли туса кӑларнӑ ятарлӑ автобус хӑтлавӗ пулнӑ. Транспорта кӳмепе хӑпармалли хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Вӑл салонра ытлашши вырӑн йышӑнмасть. Оборудовани малти алӑк патӗнче вырнаҫнӑ, автобус чарӑнсан урамалла тухать. Транспортра кӳмесемпе ҫӳрекенсем валли ятарлӑ вырӑнсем пур.
Автобусра сасӑллӑ сигнализаци те пур. Вӑл пулӑшнипе водитель сусӑр е ахаль ҫын тухма хатӗрленнине пӗлме пултарать.
ЧР Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус кирек мӗнле сийлӗ ҫулпа та кайма пултарать. Хальлӗхе общество транспорчӗн маршручӗсемпе пӗр ятарлӑ автобус ҫеҫ ҫӳрӗ. «Ансат тавралӑх» программӑпа килӗшӳллӗн республика валли ҫакнашкал тӑватӑ автобус туянма палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министерствипе Китайӑн Сычуань провинцийӗнчи компанисем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Сӑмахпа кӑна мар, виҫӗ енлӗ килӗшӳ тусах ҫирӗплетнӗ. Паллӑ пулӑм пушӑн 25-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Килӗшӳре ял хуҫалӑх, туризм, хӑна усламӗ, транспорт инфраструктури тӗлӗшпе ӗҫлессине палӑртнӑ иккен.
Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем ҫӳретесси Федерацин Атӑлҫи округӗнче авиарейссене аталантарма ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне 200 ытла ҫын Ӗпхӗве кайса килнӗ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ направленипе самолетпа ҫула тухакан пассажирсене ҫул укҫин ҫуррине кӑна тӳлеттереҫҫӗ. Тепӗр ҫуррине федераци тата регион хысниcем хӑйсем ҫине илнӗ.
Маларах асӑннӑ Ӗпхӳре нумаях пулмасть Атӑлҫи федераци округӗнчи канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Инҫе ҫула вӗсем самолетпа кайнӑ. Йыша ертсе пынӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев авиарейссем пурри аваннине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмах май, Ӗпхӗве тата Самара самолетсене субсидилесе 2016 ҫулччен ҫӳреттерӗҫ. Пушкӑртстанӑн тӗп хулине ҫитме 1 750 тенкӗрен пуҫласа 1 900 тенкӗ таран тӳлемелле, Самара — 1 400 тенкӗрен тытӑнса 4 395 тенкӗ таран. Ӗпхӗве самолет икӗ сехете яхӑн вӗҫет, Самара — сехет ҫурра яхӑн.
Халӗ льготӑпа усӑ куракан ҫынсем общество транспортӗнче вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билетпа усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара улшӑну кӗртӗҫ: транспортпа ҫӳремелли билет ятлӑ пулӗ.
Ку йышӑну ЧР Министрсен Кабинечӗпе килӗшӳллӗн пулӗ. Халӗ льготӑпа усӑ куракансем транспортри билетшӑн вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билетпа тӳлеҫҫӗ тӗк ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗсене пӑрахӑҫлӗҫ. Ҫак картӑсем вырӑнне кашни ҫыннӑн ятлӑ билет пулӗ. Вӗсем ҫине хушамата, ята, ашшӗ ятне палӑртӗҫ, сӑнӳкерчӗк ҫыпӑҫтарӗҫ.
Ҫакнашкал билета электрон карттӑсем ҫине укҫа хумалли пунктсенче ылмаштарма пулать. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Вокзалҫум урамри 1-мӗш ҫурт (диспетчер павильонӗ), Ҫӗнӗ салари тата Хулаҫум автовокзалӗсенче, Эльмен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт («Автозапчаҫсем» лавкка), Ҫӗнӗ Шупашкарти Семенов урамӗнчи 57-мӗш ҫурт. Льготапа усӑ куракансен ака-ҫу уйӑхӗсенче ҫак адрессемпе пырса сӑнӳкерчӗк, документсем, вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билета (пур пулсан) пырса памалла.
ЧР Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пур карттӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ятлӑ тума палӑртнӑ.
Кӑҫал Пермьри трамвай 85 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа унта тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Вӗсенчен курӑмлӑраххи — трамвай музейӗ уҫасси.
Пулас музейӗн пӗрремӗш экспоначӗ — КТМ-1 маркӑллӑ трамвай тесе пӗлтереҫҫӗ. Хулатӑрӑх вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче ҫӳренӗ. Вакунта ӑшӑ пулман, лармаллисене йывӑҫран ӑсталанӑ. Трамвая 73 ҫын вырнаҫайнӑ. Хальхисене, ав, 186 ҫын кӗрет. КТМ-1 маркӑллӑ трамвайсем халӗ Раҫҫейӗпе те вуннӑран ытла упранса юлман иккен.
Музея пыракансем трамвая кӗрсе пӑхма пултарӗҫ. Халӗ ӑна юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ-мӗн. Музея ҫулталӑк вӗҫӗнче уҫӗҫ. Халӗ ун валли материалсем пухаҫҫӗ, фото ӳкерчӗксене, кӑсӑклӑ ытти япалана йышӑнаҫҫӗ.
«Шупашкар аэропорчӗ» республикӑн хысна пердприятийӗ «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен уҫӑ обществин пурлӑхне туяннӑ. Юлашкинчен асӑнни панкрута тухнӑскер пулнӑ. «Шупашкар аэропорчӗ» унта хальччен пурлӑхпа тара илсе пурӑннӑ.
Сутлӑха кӑларнӑ пурлӑха малтанласа 49 миллион та 313 пин тенкӗпе хакланӑ. Пӗтӗмешле 1 558 тӗрлӗ пурлӑха пӗр лотпа кӑларнӑ.
Ӳлӗмрен Шупашкар аэропорчӗ тата вӑйлӑрах ӗҫлесе, тен, кайӗ те… Хальлӗхе атту самолетпа Шупашкартан вӗҫекенсем питех йышлӑ тенине илтсех каймӑн. Унтан та ытларах — Шупашкара вӗҫекен рейссене куҫарни пирки кӑмӑлсӑрланни хӑлхана кӗнӗччӗ...
Тӗп хула пысӑкланнӑ май ҫӗнӗ чарӑнусем тӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗринне вара, киввисене, ячӗсене улаштараҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ «Ветерансен ҫурчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ пирки йышӑну алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне Университет урамӗнчи ҫав чарӑну «Мичман Павлов урамӗ» ятла пулӗ.
Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна тумашкӑн ҫынсем хӑйсем ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов Севастополти чӑвашсен элчисемпе тӗл пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Маларах, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Севастополти чӑваш наципе культура обществин пайташӗсемпе курнӑҫнӑ. Унта Чӑваш Енпе Крым килӗштерсе ӗҫлес майсене сӳтсе явнӑ-мӗн.
Сӑмахран, Крымра Чӑваш Енӗн суту-илӳ представительствине, Севастопольте «Шупашкар» ятпа суту-илӳ, Шупашкарта вара «Крым ҫурутравӗ» ятлӑ предприяти уҫасси пирки калаҫнӑ иккен. Шупашкарпа Севастополь хушшинче авиаҫыхӑну йӗркелес ыйтӑва та хускатнӑ.
Шупашкарпа Севастополь хушшинчи туслӑх тата килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӗве маларахах хатӗрленӗ имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |