Чӑваш Енӗн Минтрансӗ пӗлтернӗ тӑрӑх утӑн 1-мӗшӗнчен пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӗрлех республикӑра та «уйрӑм ҫын билечӗсем» пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Ку ҫӗнӗлӗх регионсем хушшинче ҫӳрекен маршрутсене ҫеҫ пырса тивет. Тунтикунтан, тӗслӗхрен, Йошкар-Олана, Ӗпхӳне е Хусана кайма шут тытсан ҫынна ӗнентерекен хута — паспорта, ҫар билетне е пенсионерӑн ӗнентерӳ хутне — кӑтартсан ҫеҫ билет туянма пулӗ. Вӑл хутсене малтан та хӑш чухне ыйтатчӗҫ ӗнтӗ, малалла вара — яланах. Ҫул ҫинче ларсан та ҫынна ҫирӗплетекен хут кӑатртма тивӗ.
Министерствӑра шантарнӑ тӑрӑх пухӑннӑ информаци ют ҫын аллине ан лекчӗр тесе ҫӗршыври кашни автовокзалпа автостанцинче ятарлӑ компьютер программине лартма палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ вара харпӑр ҫын даннӑйӗсене ҫирӗп сыхлама пулӑшӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗлӗхӗн тӗп тӗллевӗ — ҫынсене транспортра хӑрушлӑх сиксе тухассинчен упрасси. Пӗлӗм пухмачӗсене йӗркелеме вара укҫана Транспортри хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли пӗрлехи программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ — ҫак ӗҫ унпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать имӗш.
Ҫапла-ҫапла. Анчах сӑлтавсӑр-мӗнсӗр мар. Ҫак тимӗр урхамаха курӑк ҫине лартнӑшӑн. Кун пирки Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗ пӗлтерет. Автомобильсене курӑк ҫине лартакансем, ача-пӑча вылямалли лаптӑксем ҫине кӗрсе каякансем пирки тӳре-шарана хула ҫыннисем вӗҫӗмех евитлеҫҫӗ имӗш. Пӗр тесен, хула урамӗсен картишӗсемпе утса ҫаврӑнсан ҫӑхавламасӑр та курӑнать-ха. Апла хӑтланаканӗсен, ахӑртнех, хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Хӑшӗсен, тен, гараж ҫук-тӑр. Теприсем пулсан та унта ҫитесшӗн мар пулӗ. Ара, кил умне лартма меллӗрех-ҫке. Тата машинӑсем нумайланса кайнипе те вырӑн ҫитменни пур. Кирек епле пулсан та ку вӑл тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Кирек мӗнӗн те йӗрки пур, ҫав шутра ку тӗлӗшпе те.
Ҫӗртмен 25-27-мӗшӗсенче асӑннӑ район администрацийӗн специалисчӗсем машинӑсене ӑҫта кирлӗ унта лартса тухнине палӑртма рейд ирттернӗ. Вӗсем Хусанкай, Кӑкшӑм, Гагарин, Энгельс, Маршак, Ярославль, Воробьев композиторсен, К. Маркс урамӗсене, Ленин проспектне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йӗркене пӑснӑ 105 тӗслӗх асӑрханӑ, вӗсене сӑн ӳкерсех илнӗ. Автомашина хуҫисене ҫывӑх вӑхӑтра административлӑ явап тыттарӗҫ тата, паллах, апла лартма юраманни пирки адмкомиссине чӗнсех ӑнлантарӗҫ.
Паянхи вӑхӑтра Тӗнче тетелӗсӗр этем хӑйӗн малалли пурнӑҫне курмасть тесен те йӑнӑш пулмӗ. Мӗншӗн тесессӗн Тӗнче тетелӗ ҫынна самай усӑ кӳрет. Мӗн пур ыйтусен хуравӗсемпе, кулленхи хыпарсемпе тата ыттипе те тивӗҫтерме пултарать-ҫке вӑл.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче Тӗнче тетелӗнче тата тепӗр ҫӗнӗлӗх йӑва ҫавӑрнӑ: малалла Шупашкарти троллейбуссен ҫӳревне online сӑнама пулӗ. Ҫӗнӗ ресурса Google карттин никӗсӗпе йӗркеленӗ.
Мӗнле усӑ кӳрет-ши ҫӗнӗлӗх? Тӗслӗхрен, ҫын чарӑнура обществӑлла траспорт кӗтсе тӑнӑ чухне хӑйне кирлӗ троллейбус халӗ ӑҫтарах пынине курма пултарать. Унсӑр пуҫне кунтах хулара пӑкӑланнӑ ҫулсене те асӑлхама май пур — ку хыпар уйрӑмах урапа водителӗсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.
Информаци ятне ҫапла калани кӑшт ӳстеререх те пулчӗ-тӗр-ха. Ҫапах кирек епле тӗрӗслев те шиклентернине шута илсен сӑмахӑмӑра суя тееймӗпӗр.
Чӑваш Енӗн транспорт министерствин ӗҫченӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсемпе, Ространснадзор тытӑмӗнче тата прокуратурӑра тӑрӑшакансемпе пӗрле черетлӗ рейд ирттернӗ. Вӗсем пассажир турттаракан автобуссен тата таксисен ӗҫне хакланӑ. Тӗрӗслевҫӗсем хайхисен ӗҫлеме лицензи пуррипе ҫуккине, рейса тухас умӗн водительсем медтӗрӗслев тата транспорта техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнине пӑхнӑ. Асӑрханӑ кӑлтӑксем пирки административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Мода ҫурчӗ енче ҫӗнӗ, хальхи саманари «ӑслӑ» чарӑну хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ. Чарӑну павильонӗнче транспорт килес вӑхӑта кӑтартакан ятарлӑ электрон хӑмине вырнаҫтарнӑ, унсӑр пуҫне тата чарӑнура ҫынсем тӳллевсӗр wi-fi мелӗпе усӑ курса Тӗнче Тетелне кӗме пултараҫҫӗ.
Паянхи куна чарӑнури электрон хӑми ГЛОНАСС/GPS системӑллӑ троллейбуссене ҫеҫ курма пултарӗ. Ҫитес вӑхӑтсене ҫӗнӗ проекта маршрутлӑ автобуссемпе, таксисене хутшӑнтарма планланӑ.
Унсӑр пуҫне тата хула халӑхӗ чарӑнура банкомат пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултарать, коммуналлӑ тӑкаксене те ҫакӑнтах тӳлесе татма май пур. Павильонсенчи хӑрушсӑрлӑха видеокамерӑсемпе сыхласа тӑрӗҫ.
Хула влаҫӗсем пур чарӑва та ҫӗнӗ система ҫине куҫарсси пирки шанса тӑрать. Кун ҫинче Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов та ҫирӗплетнӗ.
Хула администраци пӗлтернӗ тӑрӑх Пӗрекетле бнк пулӑшӗвӗпе пӗтӗмпе хулара 3 «ӑслӑ» чарӑну — «Энергозапчасть», «Коопераци институчӗ», «Мода ҫурчӗ» — ӗҫлесе кайнӑ. Ҫитес вӑхӑтра тата тепӗр икӗ чарӑва ҫӗнӗтме палӑртнӑ: «Дорисс парк», «Раща».
Палӑртса хӑварас пулать: ҫӗнӗ павильонсенче чарӑну ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ.
Пиллӗк кун хушши, ҫӗртмен 21-25-мӗшсенче Шупашкарта тӗрлӗ хула лаптӑкӗсенче урапсен (машинсен) ҫӳревне чакарма палӑртнӑ. Ҫимӗк кунӗсенче (шӑматкунпа вырсарникун) тата Республика кунӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сыхлас тӗлӗшпе тӗрлӗ урамсенче автобуссене ҫеҫ ҫул уҫӗҫ: ҫӗртмен 22–23-мӗшӗсенче Б.Хмельницкийпе Фучик урамӗсен ҫул тӑваткалӗнчен пуҫласа Карачура ҫӑви еннелле; ҫӗртмен 23-мӗшӗнчӗнче Ленин проспектӗнче («Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» утса тухнӑ май); ҫертмен 24-мӗшӗнче «Акатуй» ҫулӗ валли Мускав проспектӗнче тата ытти те.
Республика кунӗнче хула маршручӗсенче обществӑлла транспортсен шутне ӳстерме палӑртнӑ, уяв кунне вӗсем хӑйсен расписанири вӑхӑта та тӑсӗҫ, ҫынсене ҫӗрлеччен турттарма пултарӗҫ.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Улатӑрта тӗлентермӗш ӗҫ-пуҫ пулса иртнӗ иккен. Ҫулпа пыракан «Газель» маркӑллӑ маршруткӑн сасартӑк хыҫалти алӑкӗ уҫӑлса кайнӑ, унтан кӗҫӗн ҫулхи ача тухса ӳкнӗ пулнӑ. Турра шӗкӗр, микроавтобус хӑвӑрт пыман, ҫавӑнпа та ӑнсӑртран ҫул ҫине персе аннӑ ача сусӑрланман. Шӑпӑрлан ҫухалман, хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илсен хӑварт кӑна автобуса хуса ҫитсе ним пулманла транспорт ҫине кӗрсе ларнӑ.
Ҫак ӗҫ-пуҫ пӗр енчен кулӑшла та пуль, анчах теприхинче унашкалли синкерлӗн те вӗҫленме пултарӗ.
Шупашкарта Республика кунне уявлани тата фейерверк фестивалӗ иртесси пирки ытти регионта пурӑнакансене... автобуссем урлӑ пӗлтереҫҫӗ. Епле майпа тетӗр-и? Реклама аталанӑва пуҫарса яраканӗ тетчӗҫ те хӑй вӑхӑтӗнче, паянхи саманара вӑл пушшех те пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла вара пирӗн республика ҫуралнӑ кунне уявланине пӗлтерекен хыпарсене пӗр хулапа тепӗрне ҫыхӑнтаракан автобуссем ҫине вырнаҫтарнӑ иккен. Паян, сӑмахран, ун пек автобус Шупашкарти тӗп автовокзалтан Чулхулана тухса кайнӑ. Ҫула май вӑл Воротынец, Лысково, Кстово хулисем патӗнчен иртет. Ҫапла майпа Шупашкара ытти регион ҫыннисене ытларах илӗртес тӗллев тытнӑ. Водительсем палӑртнӑ тӑрӑх халӑх пӗлтерӗве асӑрхать-мӗн.
Салют пирки каларӑмӑр та, фестивале Мускавпа Питӗр хулисенчи тата Белоруҫпа Литвари пиротехниксем килсе ҫитмелле. Вӗсен пултарулӑхне тӗнче тетелӗ пулӑшнипе трансляциленӗ май куракансем те хак пама пултарӗҫ. Вӗсен шухӑшне ҫӗртмен 23-мӗшӗнче 23 сехетрен тытӑнса тепӗр кунхи 11 сехетчен пухӗҫ. Интернет-сасӑлава тӗпе хурса куракансене уйрӑмах килӗшнӗ пиротехниксене ятарлӑ парнепе чыслӗҫ.
Шупашкарта пӗр-ик чарӑнусенче электрон хӑма вырнаҫтарни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ун чухне «ӑслӑ» хӑма татӑкӗсене чӑваш телекоммуникаци ӗҫлетерсе яма ӗлкерейменччӗ. Паян вара ак, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, электрон хӑмисем ҫинче сасартӑк ӑнланмалла мар паллӑсем тухма тытӑнчӗҫ — вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ пулнӑ имӗш.
Пӗтӗмпе ҫитес кунсенче ҫакӑн йышши электрон хӑмасене 5 чарӑнура вырнаҫтарма палӑртнӑ: Николаев урамӗ, Республика тӳреме, Дзержинский урамӗ, Раща, Суту-илӳ ҫурчӗ.
Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх электрон хӑмасем транспорт хӑш вӑхӑтра килессине кӑна мар, кун датине те, сывлӑш температурине те кӑтартма тытӑнӗ. Хальлӗхе электрон хӑми ГЛОНАСС/GPS навигаци хатӗрӗллӗ троллейбуссене миҫе минут кӗтмеллине ҫеҫ палӑртма пултарӗ. Каярахпа проекта маршруткӑсемпе автобуссене хутшӑнтарма йышӑннӑ.
Чарӑнури тӗлӗнтермӗш хӑма тата тӗрлӗрен пӗлтерӳсене, рекламӑпа салам сӑмахӗсене тата ытти хыпарсене ҫутатса пама пултарать иккен. Ҫынсен кӑмӑлӗ тата кӗсъи тулли пултӑр ҫеҫ — хӑма кирлӗ май пуплеме тытӑнӗ. Республика кунӗнче, сӑмахран, ҫынсем уяв ячӗпе салам сӑмахӗсене вулама пултарӗҫ.
Шӑматкун, ҫӗртмен пӗрремӗш кунхине Николаев урамӗпе Республика тӳременчи обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсенче ятарлӑ электрон хӑмине вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Асӑннӑ хӑма ҫинче маршрут номерӗ тата кирлӗ чарӑнура транспорт хӑш вӑхӑтран ҫитессине палӑртнӑ.
Таблона лартнӑ компани ятарлӑ хӑмасене вырнаҫтарнӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерменни ҫинчен пӗлтерет. «Хӑма ятне чӑвашла ҫырма маннӑ пулинех, халь йӑнӑша юсаҫҫӗ», — тесе ӗмӗтленме ҫеҫ юлать мӑнтарӑн чӑваш халӑхӗн. Михаил Игнатьев хулана чӑвашлататпӑр тесе шантарни кӑлӑхах пулас.
Чӑваш телекоммуникаци компани ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра ку таблосен ӗҫне тӗрӗслеҫҫӗ ҫеҫ-ха имӗш. Чӑннипе хӑйсен ӗҫне вара каярах кӳленӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |