Шупашкарта урамра чылайлӑха хӑварнӑ машинӑсене штрафстоянкӑсене ӑсатаҫҫӗ. Тахҫантанпах тапранмасӑр пӗр вырӑнта ларакан автомобильсем хула илемне сӑнсӑрлатаҫҫӗ, коммуналлӑ пулӑшу кӳме чӑрмантараҫҫӗ, иртен-ҫӳрен транспорта кансӗрлеҫҫӗ тенӗрен турттарса каяҫҫӗ.
Республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи Мускав районӗнче те чупма юрӑхсӑра тухнӑ, анчах урамра ларакан машинӑсене пуҫтарса каяссипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫак эрнере ятарлӑ комисси (йышра — Мускав район администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн тата Гараж хуҫалӑхӗсене тӑвас тата вӗсене ӗҫлеттерес енӗпе тимлекен дирекцин специалисчӗсем) куҫӗ тӗлне Пирогов урамӗнчи 30-мӗш ҫурт умне лартса хунӑ патшалӑх номерӗсӗр «Мерседес» тата Энтузиастсен урамӗнчи 28-мӗш ҫурт умӗнчи В849мр21 номерлӗ «Газель» лекнӗ. Вӗсене иккӗшне те штрафстоянкӑна турттарса кайнӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑру та лайӑхах мар. Вӗсем те парӑма кӗнӗ.
Управленин энергетиксен умӗнче парӑм татмалла. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курса ҫӳрекен пассажирсемшӗн компенсацилеменни ура хурать. Ҫавна май парӑм пухӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе организаци ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. 2015 ҫулта вӗсем 130,6 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ. Кӑҫал вара ку хисеп 112 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫакна палӑртмалла: предприятире лару-тӑру йывӑр пулсан та ӗҫченсене ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: управление пулӑшмалла, республика хыснинчен укҫа уйӑрмалла.
Шупашкарти машина хуҫисене Калугӑри вӑрӑ шар кӑтартнӑ. Ҫавсене вӑл хурахла ҫаратман. Тӑр кӑнтӑрлах, хитре калаҫа-калаҫах лешсене шӑнман пӑрпа лартса янӑ.
Максим Трошин ятлӑ каччӑ 23 ҫулта кӑна пулин те вӑл хӑйӗнчен аслисене те ним мар улталанӑ. Суя ҫулӗ ҫине 2014 ҫулхи раштавра тӑнӑ теме юрать. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл Шупашкарта «Nissan Teana» автомобиле тара парасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ асӑрханӑ. Транспорт хуҫипе ҫакскер пӗр уйӑхлӑх килӗшӳ тунӑ та машина хучӗсемпе уҫҫине илнӗ. Ҫак вӑхӑтра урапана вӑл Мускавра сутса янӑ. Машина хуҫине тӑкак 819 пин тенке ларнӑ. Ҫавӑн пек меслетпех Калуга ҫынни 2015 ҫулхи нарӑсра «Infiniti-FX35» автомобиле тара илсе 567 пинпе ярӑнтарнӑ.
Машина сутакансене те каччӑ улталаса пурӑннӑ. Автомобиль иленҫи пулса килӗшӳ тунӑ, укҫин пӗр пайне куҫарса панӑ та ыттипе кайран татӑлма пулнӑ. Анчах хай тӳлеме шутламан та.
Чӑваш Республикин прокуратуринчен пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть суд ултавҫа ҫирӗп режимлӑ тӗрмене 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре саккуна пӑсса пассажирсене турттаракан водительсене тупса палӑртас енӗпе рейд ирттернӗ. Ҫак вӑхӑтра патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем 1518 автобуса тӗрӗсленӗ.
Мероприятие ирттернӗ вӑхӑтра водитель айӑпӗпе ҫул ҫинче пӗр инкек пулнӑ. Унта пӗр ҫын суранланнӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем рейса ҫула тухнӑ чухне паракан хутсӑр ҫӳренӗ 11 водителе тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе автобус водителӗсен тӗлӗшпе 169 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн вӗсене тӳрлетме сакӑр хушу хучӗ панӑ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен ЧР Элтеперӗн автопаркне ҫӗнетесшӗн. Унччен 1 миллион ҫурӑ тенкӗ тӑракан виҫӗ иномарка туянасшӑн. Тендерсене патшалӑх туянӑвӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Михаил Игнатьевӑн администрацийӗ виҫӗ хура машина илесшӗн. Кашнин хакӗ — 1 миллион та 516 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе ку тӗллевпе 4,5 миллион тенкӗ тӑкакласшӑн. «Кӗмӗле» республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Машина седан, автомат курупкаллӑ пулмалла. 1 сехетре 100 ҫухрӑм таран хӑваламалла. Кунсӑр пуҫне машинӑра климат-контроль пулмалла, ларкӑчсен ӑшӑнмалла. Ытти вак-тӗвеке те шута илмелле. Ахӑртнех, Тайота Камри ку енӗпе йӑлтах тивӗҫтерет.
Поставщика раштавӑн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Килӗшӗве раштав варринче алӑ пусӗҫ. Кун хыҫҫӑн машинӑсене Энгельс урамӗнчи автопарка лартмалла (2 кунра).
Паян Вӑрмарти пассажирсен автотранспорт предприятийӗн водителӗсем забастовка ирттернӗ: ирпе вӗсем ӗҫе тухман. Ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗ. Ирпе рейса 10 техникӑпа 10 водитель тухман.
Шалусӑр ларса ывӑннӑ водительсем ӗҫе тухмассине пуҫлӑхсене маларах систермен. Автобуссем ҫула тухманнишӗн халӑх аптӑраман: йӗркене пӑсакан пулман, хӑш-пӗр рейса уйрӑм ҫынсем турттаракан автобуссем кайнӑ. Кун пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви хыпарлать. Каярах мӗнпур водитель ӗҫе тухнӑ.
Автотранспорт предприятийӗ иртнӗ ҫула 45 миллион тенкӗ тӑкакпа вӗҫленӗ. Маларах асӑннӑ ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Вӑрмарти ПАТПри кӑткӑс лару-тӑрӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрӗслесе тӑрать.
Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗнче транспорт карттисем ҫинчен тата билета урӑх мелпе туянмалли пирки калаҫнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа общество транспортӗнче билетшӑн тӳлемелли ятарлӑ терминалсем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне пӗрремӗш кварталта банк карттипе тӳлеме май пулӗ: VISA, MasterCard, MasterCard PayPass/Visa payWave.
Тепӗр ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрӗ: ҫынсем транспорт картти ҫине тӗнче тетелӗнче укҫа хума пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫамрӑк мӑшӑр туйне хӑйне евӗр ирттернӗ. Вӗсем чаплӑ машина вырӑнне йывӑр тиевлине суйланӑ. Фурӑна мӑшӑр хӑмпӑсемпе илемлетсе мӑшӑрлану керменне ҫитнӗ.
Ҫынсем кунашкаллине курсан тӗлӗннӗ. Маршруткӑсемпе троллейбуссенчи ҫынсем те кулса алӑ сулнӑ. Хӑшӗ-пӗри илемлетнӗ фура умӗнче сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫапла иртнӗ Еленӑпа Евгения Васильевсен туйӗ. Каччӑ КаМАЗпа ӗҫлет-мӗн, инҫе ҫулсене ҫӳрет. Ҫавӑнпа вӗсем туй машини вырӑнне те фура суйланӑ.
Хӗр загса фурӑпа кайма тивесси пирки пӗлмен. Ку — кӗтмен парне. Ҫапах шурӑ хитре кӗпепе унта ларасси чӑрмавлӑ пулман.
Раҫҫейри туйсенче йывӑр тиевлӗ машинсемпе усӑ курни ҫӗнӗлӗх мар. Сӑмахран, унашкал мӑшӑрлану пӗлтӗр кӳршӗлле Тутарстанра иртнӗччӗ. Вӑл туйри видеона вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Актаныш районӗнчи каччӑпа хӗр пирки ҫӗршывӗпех пӗлчӗҫ.
Мускавран Шупашкара каякан рейс автобусӗ ҫул ҫинче ҫунма тытӑннӑ. Ку Чулхула облаҫӗнче Вӑратин районӗнче, Чӑваш Ене ҫитиччен 10 ҫухрӑм юлсан, пулнӑ.
Ирхи тӑватӑ сехетре ҫывӑракан пассажирсем мӑлатук шакканӑ евӗр сасӑ илтнӗ. Унтан салона тӗтӗм тухнӑ. Кун пирки пассажирсем водителе пӗлтернӗ.
Водитель автобуса чарнӑ. Ҫынсем сумкисене йӑтса урама чупса тухнӑ. Ҫулӑм темиҫе ҫеккунтрах автобуса ярса илнӗ.
Пушар транспортӑн 14 тӑваткал метрне тӗп тунӑ. Ҫулӑма 5 ҫын, 3 техника сӳнтернӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Халӑх фрончӗн эксперчӗсем Раҫҫейри васкавлӑ медпулӑшу машинисем мӗнле лару-тӑрура пулнине тишкернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, 1\3 пайӗ наци стандарчӗпе килӗшсе тӑмасть.
Наци стандартӗнче конструкци, машинӑсене медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерес требованисене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ку енӗпе васкавлӑ медпулӑшусен 15 проценчӗ килӗшсе тӑмасть.
Ҫакӑ савӑнтарать: кӑҫал пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 13 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Тепӗр улттӑшӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен килмелле. «03» автопарка тӗпрен ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫурринче ҫӗнетесшӗн.
Ку енӗпе чи япӑх лару-тӑру — Чукотка автономи округӗнче. Унта машинӑсен 80 проценчӗ стандартпа килӗшсе тӑмасть. Раҫҫейри 26 регионта ҫеҫ васкавлӑ медпулӑшу автопаркӗ ГОСТпа 100 проценчӗпех килӗшсе тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |