Пирӗн чӑваш эстради вырӑс эстрадинчен нимпе те кая мар. Хӑйсен юрӑ шӑрантарӑвӗпе, тумӗ-юмӗпе эстрада ҫӑлтӑрӗсем ним мар куракансене тыткӑнлама пултараҫҫӗ. Чӑваш эстради ҫулсерен аммаланса, тӗрӗкленсе пырать. Чуна хумхантаркан хитре сасӑллӑ юрӑҫсем йышланни те хавхалантарать.
Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсене пӗр-пӗр концерт хутшӑнӑвӗнче ҫеҫ мар, малашне ятарласа Ю-ТV ӳкернӗ «Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑра та курма пулать. Ҫӗнӗ программа раҫҫей телевиденийӗнче «Россия 2» канал кӑтартакан «Субботний вечер» кӑларӑма ҫывӑх.
«Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑн пӗрремӗш кӑларӑмне авӑнӑн 15-мӗшӗнче «Центральный» ресторанта ӳкернӗ. Асӑннӑ шоу-программӑна ертсе пыраканӗсем — Данила Ленскийпа Алина Выйгетова. Кӑларӑма ҫак эстрада ҫӑлтӑрӗсем хутшӑннӑ: Ирина Музыкантова, Андрей Шадриков, Петр Ермолаев, Лариса Федорова, Вера Николаева, Аня Ефремова, Диана Павлова, «Хавас» ушкӑн, ЧР тава-тивӗҫлӗ артисчӗ, шоумен — Виктор Петров тата ыт. те. Кӑларӑм программинче — эстрада ҫӑлтӑрсемпе паллаштарни, юрӑ шӑрантарӑвӗ, шӳтлӗ сӑмах-ҫаврӑнӑш, ташӑсем.
«Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑна курас текенсем ҫитес эрнесенче Ю-ТV каналпа курма пултараҫҫӗ.
Вӑрнарти иккӗмеш шкулта ачасен телевиденийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ теҫҫӗ. Пӗрремӗш курава хак пама ачасем ятарласа ашшӗ-амӑшне чӗннӗ.
«Шкул пурнӑҫӗ» телепрограмма тӑватӑ пайран тӑрать имӗш. Вӗренӳре пулса иртнӗ лайаххине е япӑххине «Сӗтел хушшинче» ятлӑ пайра курма пулать, вӗрентекенсен ӗҫ-хӗлне «Учительскаяра» тупма пулать, спортри ҫитӗнӳсем «Шкул хыпарӗсенче», «Кӑткӑсра» вара шкулти мӗнпур «ҫуп-ҫап» пустарӑннӑ.
Вӑрнартелеушкӑн шкулти 223-мӗш пулӗмӗнче вырнаҫнӑ тет. Интереслекенсене тата пулашас текенсене хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.
Юпан 10-мӗшӗ яланлӑхах республикӑн историйӗнче ҫырӑнса юлчӗ — эфира Наци телевиденийӗ тухрӗ.
Наци телевиденийӗн кун-ҫулӗ 2010-мӗш ҫултан пуҫланать. Ун чухне Чӑваш Енри наци радио йышӗнче 4 ҫынран тӑракан видео ушкӑн йӗркеленнӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ Патшалӑх органӗсен сайтӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатса парасси пулнӑ. Ҫулталӑк иртсен радиопа телевиденине пӗрлештерсе Наци теллерадиокомпанине йӗркелеме шут тытнӑ.
Кӗске вӑхӑтрах телеканал валли Наци библиотекин ҫӗнӗ ҫуртӗнче уйрӑм пӳлӗм хатӗрленӗ, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерсе тӑракан, цифра мелӗпе йӗркеленекен эфира тухма пултаракан ӗҫ хатӗрӗсем илсе студи йӗркеленӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Наци телевиденийӗн пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленсе пынӑ. Кунта операторсем те. режиссерсем те, редакторсем те, журналистсем те, программистсемпе инженерсем те.
Паян кӑнтӑрла 13 сехетре Наци телевиденийӗ тӗрӗслевлӗ эфира тухрӗ. Наци телерадиокомпанин программисемпе передачисене 18-мӗш «ВТК-Информ» каналӗ ҫинче курма пулать.
Ҫитес эрнере Наци телевиденийӗн хӑйӗн кӑларӑмӗсем тухӗҫ.
Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче тепӗр интернет-телекурав ӗҫлеме пуҫларӗ. «Чувашское ТВ» ятлӑскер yatv.ru ҫинче никӗсленет. Асилтеретпӗр, нумай пулмасть кунтах Михайловка шкулӗн каналӗ уҫӑлнӑччӗ. Ҫӗнӗ канал чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗ, кунта юрӑ-кӗвӗ, тӗрлӗ клипсем, ҫав шутрах чӑваш культурине ҫутатаканнисем те, пулӗҫ.
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Культура» телеканалпа Чӑваш Ен тата Шупашкар пирки каласа паракан фильм эфира тухать. Кӑларӑм 13 сехет те 35 минутра пуҫланать. Сюжет никӗсӗ — К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми 100 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ. Илемле фильм "Письма из провинции" ярӑмри пӗр передача. Ҫитес кӑларӑм чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ пирки, культури тата халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |