Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта «Каскад» суту-илӳ комплексӗнче раритет йӑла техникин куравӗ уҫӑлать.
Курава килекенсем телевизор техникин аталанӑвӗпе паллашма пултарӗҫ. Унта пӳлӗмри пӗрремӗш антеннӑсем те, мультифункциллӗ ТВ-приставкӑсем те пур.
Кунашкал проект пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче Екатеринбург хулинче старт илнӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа пурнӑҫланӑ. Пӗрремӗшӗнче раритет техникӑна пуҫтарнӑ, экспозици хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ ҫӗре кирек кам та хутшӑнма пултарнӑ. Ҫынсем Совет Союзӗнчи, ют ҫӗршывра пуҫтарнӑ кивӗ телевизорсене йӑтса пынӑ. Ҫапла 20 ытла телевизор пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче хура-шурӑ кӑтаратакан КВН-49 телевизор та пур. Вӑл СССРта анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ.
Курав уҫӑлнӑ кун ҫынсемпе викторинӑсем, конкурссем ирттерӗҫ. Тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Курав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Телекурав конкурсӗ «Мехел» 10 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Концерта «Раҫҫей 1» каналпа ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра кӑтартрӗҫ. Хальхинче ачасем мала тухассишӗн тупӑшман — уяв концертӗнче сцена ҫине унччен ҫӗнтернӗ маттурсем тухнӑ.
Шупашкарти «Ровесник» культура ҫуртӗнчи «Пилеш» ансамбле концерта уҫма шаннӑ. Унта ачасем «Ӑҫта-ши шур акӑшсем?» юрӑпа тухнӑ.
Ку ансамбле Наталья Васильева ертсе пырать. Наталья Витальевна ачасене халӑх пултарулӑхӗпе паллаштарать, юрри-ташши, йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартать. Ун патне ҫӳрекен хӗрачасемпе арҫын ачасем чӑваш культурипе чӑннипех кӑсӑкланаҫҫӗ теме юрать.
Наталья Васильева — «Уяв» фольклор ансамблӗн солистчӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗнче юрлать.
Телекурав конкурсӗ «Мехел» 10 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта сцена ҫинче 1 пин ытл ача пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кӑҫал конкурс юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Концерта 13 ансамбль, 13 вокалист килӗ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкартан, Тӑвайран, Вӑрнартан, Кӳкеҫрен.
Уяв концертӗнче ачасем малти вырӑнсене йышӑнассишӗн тупӑшмӗҫ. Сцена ҫине унччен ҫӗнтернӗ маттурсем тухӗҫ. Чӑваш юррисене вӗсем валли пӗлтӗр композиторсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ ҫынсем ҫырнӑ.
Ку таранччен «Мехеле» республикӑри пур районтан та килнӗ. Хӑшӗ-пӗри кун хыҫҫӑн артист пулнӑ. Проект ҫулсерен аталанса пырать.
«Мехел» ачасене те, аслисене те пӗр тӗвве пухма пулӑшать. Конкурса телекуравпа, «Раҫҫей 1» каналпа, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра курма май пулӗ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Алена Павлова (хӗр чухнехи хушамачӗ Кириллова) пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ. Ӗҫтешӗсем ачисене, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 1 тултарнӑ Кристинӑпа Вероникӑна тата 3-ри Кирила, кайса курнӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ.
Ачасем валли парнесем туянмашкӑн ПТРК ӗҫченӗсем укҫа пухнӑ. Хӗрачасем валли велосипед, асли валли самокат, «Лего» туяннӑ. Ытти теттесем те, пылак ҫимӗҫ те илсе килнӗ вӗсем.
Ачисем ашшӗпе ӳсеҫҫӗ, кукамӑшӗпе кукашшӗ пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Халӗ ачасемшӗн амӑшӗ — кукамӑшӗ. Хӗрачасем амӑшне аса илтереҫҫӗ. Кристина Аленӑ пекех. Халӗ ачасем утма хӑтланаҫҫӗ.
Йывӑр самантра ҫемьене ҫынсем пулӑшнӑ. Аленӑпа университетра ӑс пухнӑ ҫамрӑксем укҫан пулӑшнӑ. Аленӑн амӑшӗ Валя Езюковӑна, Кирилӑн хреснамӑшне, уйрӑмах тав тунӑ. Вӑл пуҫарнипе ҫамрӑксем укҫа пухнӑ
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, чӑваш телекуравӗнче пӗчӗк мар йӗр хӑварнӑ Вячеслав Тимуков вилсе кайнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Сергей Павловӑн ҫумӗ пула тӑрӑшнӑ.
Паллӑ журналистпа ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Мускав проспекчӗн 43б ҫуртра (музучилище хыҫӗнчи «Ритуальные услуги») 12:00 сехетре сывпуллашӗҫ. Кун пирки пире Олег Михайлович Цыпленков пӗлтерчӗ.
Тимуков Вячеслав Николаевич 1955 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. 1972–1977 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗнче пӗлӳ пухнӑ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатра ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн «Советская Чувашия» хаҫатра вӑй хунӑ. «Чӑваш Ен» телерадиокомпанине малтанах ахаль телекорреспондент пек лекнӗ. Каярах ӑна председатель ҫумне лартнӑ. Вячеслав Николаевич арӑмӗпе пӗрле икӗ ывӑл пӑхса ӳстернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл «ЛИК» журналӑн редколлеги пайташӗ шутланнине асӑнма пулать.
Паянтанпа Чӑваш наци телекуравне Александр Магарин ертсе пыма пӑрахнӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин кун пирки хушӑва ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева тӗлӗшпе ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Указ кӑларнинче вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланӑччӗ-ха, Александр Магарин пирки апла калани ҫук. Наци телекуравне вӑл 2014 ҫулхи кӑрлачра ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Унччен ку пукан темиҫе уйӑх ҫӗнӗ хуҫине кӗтсе пушӑ ларнӑччӗ.
Ӗнер, сӑмах май каласан, тепӗр хушу та пулнӑ. Вӑл — республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе ҫыхӑннӑскер. Николай Якимова ку должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ку утӑм мӗнпе ҫыхӑннине те премьер-министр хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман.
Шупашкара каллех Елена Летучая килни пирки сас-хура тухнӑ. Ӑна «Пятница» телеканалпа пыракан «Ревизорро» кӑларӑмпа пурте пӗлеҫҫӗ.
Кафе-ресторансен хальхинче «Летучая» тесен сехӗрленсе ӳкме кирлӗ мар. Елена Летуча Шупашкара ку тӗллевпе килмест. Хальхинче вӑл ӳкерӳ ушкӑнӗсӗр ҫитӗ.
Телеертӳҫӗ Шупашкарти пӗр ресторанра «Субботник с Еленой Летучей!» каҫ ирттерет. Унта вӑл ӑнӑҫӑва мӗнле ҫӗнсе илмелли пирки, хӑй экономистран паллӑ журналист пулса тӑни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Ҫавӑн пекех Летучая ӳкерӳ вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсем пирки аса илӗ, хӑй ӑҫта апатланнине, ӑна кафере мӗнле кӗтсе илнине каласа парӗ.
Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра цифра телекуравӗ вӑйлӑ аталанса пырать. Раҫҫейӗн телевиденипе радио трансляцилекен станцийӗн Чӑваш Енри филиалӗ цифра эфирне юлашки вӑхӑтра икӗ мультиплекспа ӗҫлеттерсе янине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗрремӗш мультиплексри каналсене Хӗрлӗ Чутай тата Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакансем курма тытӑннӑччӗ.
Пӗрремӗш мультиплекс халӗ Шупашкар районне те ҫитнӗ. Тӳррипе каласан, вӑл тӑрӑхрисенчен хӑшӗсем ӑна маларах та тытатчӗҫ-ха. Анчах сигнал Ҫӗрпӳрен тата Шупашкартан килетчӗ. Халӗ, ав, цифра телекуравӗ тата ытларах ҫемьене ҫитӗ. Анчах ун валли DVB-T2 стандартлӑ телевизор е ун йышши антенна кирлӗ тата дециметр диапазонлӑ антенна туянмалла.Пӗрремӗш мультиплексри каналсене 46-мӗш телеканалта тытма пулать.
Пӗрремӗш пультиплекс вунӑ телеканала трансляцилет. Ҫывӑх вӑхӑтра унта иккӗмӗш мультиплекса та ӗҫлеттерсе ярӗҫ, тен. Унта та, сӑмах май, вунӑ канал.
Цифра телекуравӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене 8 800 220 2002 тӳлевсӗр номерпе е 8(8352) 48-74-47 номерпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сцена ҫине черетлӗ премьера кӑларма хатӗрленнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Куккуклӑ сехет» спектакль куракан патне ҫитерӗҫ. Премьерӑна ҫитес уйӑх репертуарне кӗртнӗ. Ҫӗнӗ спектакле куракансен пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хаклама май килӗ.
Спектакле режиссер-постановщик тата художник пулса театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев хӑй лартать.
Пьесӑра автор малашлӑхсӑр шутланакан ял пурнӑҫне кӑтартнӑ. Унти икӗ сӑнар урлӑ автор мӗн калассине куракан хӑй курса хаклатӑр тенӗрен хайлавӑн содержанине уҫса парар мар.
Пьеса авторӗ Марина Карягина 1969 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ, Чӑваш телекуравӗнче ӗҫлет.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» телерадиокомпанин ветеранӗ Римма Алексеева вилнӗ. Унпа паян сывпуллашнӑ.
Римма Архиповна кӑҫалхи пуш уйӑхен 1-мӗшӗнче 74 ҫул тултармаллаччӗ.
Римма Алексеевӑн пӗрремӗш профессийӗ музыкӑпа ҫыхӑннӑ. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн институтӗнче пӗлӳ илнӗскер Чӑваш музыкӑпа драма театрӗнче сакӑр ҫул юрланӑ. 1976 ҫулта вӑл Чӑвашрадиона режиссера вырнаҫать, тепӗр икӗ ҫултан телевидение куҫать. Анчах унта та хӑйӗн чунне ҫывӑх юрӑ-кӗвӗ тӗнчине пӑрахмасть — ҫак тематикӑпа телекӑларӑм хыҫҫӑн телекӑларӑм хатӗрлет. Унӑн паллӑ проекчӗсенчен пӗри — «Чувашия музыкальная».
Компанире 22 ҫул тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Римма Алексеева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |