Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: телекурав

Республикӑра

Чӑваш Енре вӑхӑтлӑха теле- тата радиовещание чарса лартӗҫ. Анчах пур округра та мар. Ку пилӗк округа пырса тивет.

Паян 10:00-16:00 сехетсенче Куславкка округӗнчи Елчӗк ялӗнче эфир пулман. 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен вара Етӗрне округӗнчи Канаш ялӗнче трансляци пулман.

Ыран, акан 1-мӗшӗнче, 11:00-17:00 сехетсенче Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче эфира чарса лартӗҫ. Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вара 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Вӑрнар округӗнчи Малти Ишек ялӗнче трансляцие чарӗҫ. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Хуракасси ялӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен эфира чарӗҫ.

ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, планра палӑртнӑ профилактика ӗҫӗсем пулӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Анлӑ сарӑлнӑ телепроект «Чӑваш ланчӗ» каллех экран ҫине таврӑнать. Кун пирки Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш сезон питӗ аппетитлӑ тата интереслӗ пулӗ. Куракансене фирмӑллӑ рецептсемпе паллаштарӗ, вӗсене килте те хатӗрлеме ансат. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри фермерсем хӑйсен историйӗсемпе паллаштарӗҫ: бизнесӗ пирки, «Раҫҫей ялӗ» партпроект мӗнле пулӑшни ҫинчен.

Тен, сирӗн те фирмӑллӑ рецепт пур? Телепроект йӗркелӳҫисем ҫӗнӗ ҫынсене шыраҫҫӗ. Вӗсемпе ҫыхӑнма пултаратӑр.

Премьера Наци телекуравӗпе пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 20 сехетре эфира тухӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал юр нумай, республикӑра ейӳ те вӑйлӑ пуласса кӗтеҫҫӗ. Ҫавна май Граждан хӳтӗлевӗ тата инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсемпе ӗҫлекен министр Сергей Павлов тата ҫӑлавпа шырав службин пуҫлӑхӗ Николай Глухов ейӳ ыйтӑвӗсене Наци телекуравӗнче тата радиовӗнче тӳрӗ эфирта сӳтсе явӗҫ.

Тӳрӗ лини пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртӗ. Республикӑра халӗ мӗнле лару-тӑру? Ейӳ вӑйлах ан сарӑлтӑр тесе мӗн таваҫҫӗ? Ейӳрен хӑш ялсем шар курма пултараҫҫӗ? Ҫак тата ытти ыйтӑва тӳрӗ эфирта сӳтсе явӗҫ.

 

Раҫҫейре
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енри актер, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин, паян Пӗрремӗш каналти «Доброе утро» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл тӳрӗ эфирта пулнӑ.

Владимир кӑларӑмра «Ландыши. Такая, нежная любовь» телесериала мӗнле ӳкерни, хӑйӗн Демьян сӑнарӗ мӗнле ҫурални пирки каласа кӑтартнӑ, кулиса хыҫӗнчи самантсене те аса илнӗ.

Палӑртса хӑварар: пӗлтӗр Владимир Тяптушкин «Кинопоиск» платформӑра «Ландыши. Такая, нежная любовь» сериалта Демьян рольне калӑпланӑшӑн ТОП-10 актерсен йышне кӗнӗ.

Эсир паян ирхине эфира курса ӗлкӗреймен-и? Ҫак каҫӑпа курма пултаратӑр: https://www.1tv.ru/shows/dobroe-utro/nashi-gosti/vladimir-tyaptushkin-o-filme-landyshi-dobroe-utro-fragment-vypuska-ot-02-03-2026.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_27244
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачи Пӗрремӗш каналпа пыракан «Голос» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Ирина Степанова – 17 ҫулта. Вӑл кӑларӑмра итлев витӗр тухнӑ. Пирӗн ентеш телепроект историйӗнче чи ҫамрӑкки пулнӑ. Кӑларӑм ку эрнекун, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, 21:45 сехетре Пӗрремӗш каналпа курма май пулӗ. Ыран ҫак вӑхӑтра телевизор ҫутма ан манӑр.

Ирина 14 ҫултанпа Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ ҫумӗнчи «5 октав» студире вокал енӗпе ӑсталӑхне туптать. Хальччен вӑл ҫитӗнӳсем тума та ӗлкӗрнӗ: пӗлтӗр Леонид Агутинӑн AGUTEENS FORUM ҫемье форумӗнче Гран-при ҫӗнсе илнӗ, Леонид Агутинпа тата Ани Лоракпа пӗр сцена ҫинче юрланӑ.

Палӑртса хӑварар: кӑҫал «Голос» телешоура Владимир Пресняков, Пелагея, Анна Асти тата Ильдар Абдразаков наставниксем пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_27136
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Живая Планета» телеканалпа пирӗн ентеш Анастасия Коваль ертсе пыракан «Заповедные миры» проект старт илнӗ.

Анастасия «Сӑрҫум» заповедникре ӗҫлет, вӑл — зоолог. Пӗрремӗш кӑларӑма вӑл Кӑнтӑр Ҫӗпӗре халалланӑ, куракансене Тувари тайгапа, пӑлан тытакансемпе, Азас юхан шывӗпе паллаштарнӑ. Кӑларӑма Тувара кӑна мар, Кавказра та, Калмӑкра та ӳкернӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри «Присурский» заповедникри пейзажсем те кадра лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26530
 

Раҫҫейре

Комсомольски пики, 28-ти Вера, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай, поженимся» телекӑларӑма хутшӑннӑ.

Кӑларӑм эфира тухнӑ ӗнтӗ, ӑна телевизорпа кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Верӑна кӑларӑмра 3 Александрпа паллаштарнӑ. Пӗрремӗшӗ пирӗн ентешпе вырӑс ташшине ташланӑ, иккӗмӗшӗ «Зима» ятлӑ юрӑ шӑрантарнӑ, виҫҫӗмӗшӗ чӑваш кӗввипе хӗре ташша чӗннӗ.

Вера пӗрремӗш Александра суйланӑ. Каччӑ та хирӗҫ пулман – хӑйӗн пӳлӗмӗнчен Вера патне тухма килӗшнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Ҫурт-йӗр
«Мужское/Женское» кӑларӑм анонсӗнчен илнӗ скриншот
«Мужское/Женское» кӑларӑм анонсӗнчен илнӗ скриншот

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Пӗрремӗш канал кӑларӑмӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Анчах ырӑпа мар, япӑххипе.

Ҫӗмӗрлери пӗр ҫурт тахҫанах ишӗлет иккен, унта пушар та пулнӑ, анчах ҫынсене вӑхӑтлах пурӑнмалли вырӑн та тупса паман-мӗн. Телекӑралӑм анонсне ӗненсен ҫынсем ҫаплипех унта нушаланса пурӑнаҫҫӗ. Ҫулла хваттерсене ҫӗр пыйти те иленнӗ.

Ҫӗмӗрлери лару-тӑру пирки вырӑнти хастарсем, ҫав шутра Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Наталья Воронкова, «Мужское/Женское» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall1063594348_221
 

Раҫҫейре
chuvsu.ru сайтри сӑн
chuvsu.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри баянист Егор Матвеевский тата унӑн мӑшӑрӗ Оксана Мускава кайса Андрей Малахов «Россия 1» телеканалпа ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Хальлӗхе кӑларӑм хӑҫан эфира тухасси паллӑ мар, анчах Матвеевскийсем кулиса хыҫӗнчи кадрсене кӑтартнӑ.

Сӑмах май, Егор кӑларӑма иккӗмӗш хут хутшӑнать, Оксана вара – пӗрремӗш хут.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26376
 

Персона
Владимир Тяптушкин архивӗнчи сӑн
Владимир Тяптушкин архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, халӗ паллӑ актер пулса тӑнӑ Владимир Тяптушкин «Кто хочет стать миллионером?» кӑларӑма хутшӑннӑ. Кӗҫех чӑваш актерне телевизорпа ҫак кӑларӑмра кӑтартӗҫ.

Палӑртар: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ, «Ландыши» сериалта тата ытти кинопроектра ӳкерӗннӗ.

«Вӑйӑ кӑсӑклӑ пулчӗ. Чылай калаҫрӑмӑр, тӑраниччен култӑмӑр. Кӑларӑма часах эфирта кӑтартӗҫ»,— тесе ҫырнӑ артист хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 24
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 26

1945
81
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
26
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй