Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: телекурав

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти Марина Нехаева «Раҫҫей 1» каналпа кӑтартакан «Сто к одному» шоу ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл «Чревовещатели» командӑпа пӗрле тупӑшса 100 пин тенкӗ выляса илнӗ. Команда 397:126 шутпа мала тухнӑ.

Марина шоуна хӑйӗн Ляля ятлӑ пуканипе кайнӑ. Вӑл ӑна хӑйӗн копийӗ тет. Пирӗн ентеш Раҫҫейри ытти ертӳҫӗпе пӗрле командӑра пулнӑ.

Палӑртмалла: Марина Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Мӗн ачаран сӑнарсем валли сасӑсем хатӗрлеме юратнӑ, паллӑ ӑстапа Ольга Лифенцевӑпа паллашсан вӑл чревовещатель профессине суйланӑ. Ляля пуканене вӑл Пермьри ӑстаран саккас панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25362
 

Раҫҫейре

Ыран, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ОТР телеканалпа кунӗпех Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ: республикӑн ҫитӗнӗвӗсемпе, планӗсемпе паллаштарӗҫ. Ертӳҫӗсем социаллӑ сферӑри, культура тата вӗренӳ тытӑмӗсенчи ҫитӗнӳсем пирки каласа кӑтартӗҫ.

Эфирта Чӑваш Енри хитре вырӑнсемпе, интереслӗ ҫынсемпе тата проектсемпе паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav21
 

Персона
Татьяна Молокова архивӗнчи сӑн
Татьяна Молокова архивӗнчи сӑн

Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли тинех директор тупнӑ. Ку должноҫе Татьяна Молокова йышӑннӑ. Хушӑва паян республика премьерӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Татьяна Кирилловна – 51 ҫулта. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологи факультетне пӗтернӗ. Журналист карьерине 1996 ҫулта «Чувашское агентство сообщений» ЗАОра пуҫланӑ. Кайран «Вырӑнти телевиденире», «Канал 5 плюсра», «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫленӗ. Чӑваш наци телерадиокомпанийӗнче 2012 ҫултанпа ӗҫлет.

Сӑмах май, НТРКн ҫулталӑк ҫурӑ ӗнтӗ директор пулман. Унччен ку должноҫре Алексей Гурьянов ӗҫленӗ. Халӗ вӑл – цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкар округӗнчи Шӑмӑш ялӗнчи храм настоятельне Максим Курленкӑна кӗҫех телевизорпа курӑпӑр. Вӑл «Раҫҫей 1» телеканалпа пыракан, Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Максим Курленко ытти священникпе пӗрле юрӑ-кӗвӗ номерне хутшӑннӑ. Хальлӗхе Максим атте кӑларӑм хӑҫан эфира тухассине пӗлтермен-ха. Мӗнех, кӑларӑм эфира тухасса кӗтӗпӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24878
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пирӗн ентеш, 61 ҫулти Елизавета Ларионова, Пӗрремӗш каналпа пыракан «Модный приговор» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Вӑл – Куславкка округӗнчи Анат Шуршу ялӗнчен. Елизавета 30 ҫул ытла ӗнтӗ ача пахинче воспитательте ӗҫлет. 9 ҫул каялла вӑл Подольска куҫса кайнӑ, унта ӗҫ тата савни тупнӑ.

Малтанах Елизавета секонд-хендра пӗр-икӗ япала туяннӑ. Кайран вара тӑтӑшах лосина, балахон, ҫат тытакан кофта тӑхӑнса ҫӳреме пуҫланӑ. Савнийӗ вара ҫын умӗнче унран вӑтанма тытӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм «Модный приговор» кӑларӑмран пулӑшу ыйтнӑ.

«Королева пулас килет!» - тенӗ вӑл. Стилистсем унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: хӗрарӑм илемне кӑтартакан, ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑракан тумтир суйланӑ. Капла вӑл савнине, тӑванӗсене те килӗшет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24494
 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче пӗрремӗш тата иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен тӳлевсӗр 20 цифра телекурав трансляцине хӑш-пӗр районта ӗҫлеме чарӗҫ. Кун пирки ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ.

Ку телеоборудование планпа килӗшӳллӗн профилактика тата тӗплӗ юсав тунипе ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Шупашкарта Тӗп телекурав трансляцине тата 18 радиостанцие чарса лартнӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкар пики Дарья Нагорнова, «Титаны» кӑларӑма хутшӑнӗ.

Вӑл – спорт гимнастики енӗпе тӗнче чемпионки, Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Дарья ТНТ телеканалти реалити-шоура тупӑшӗ.

Вӑл кӑларӑмӑн пӗрремӗш сезонне хутшӑннӑ ӗнтӗ. Анчах улттӑмӗш тапхӑр хыҫҫӑн вӑйӑран тухса ӳкнӗ. Хальхинче вӑл унта мӑшӑрӗпе, Олимп вӑййисен чемпионӗпе Никита Нагорныйпа, пӗрле хутшӑнӗ.

Кӑларӑмӑн виҫҫӗмӗш сезонӗ авӑн уйӑхӗҫ 21-мӗшӗнче 21 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14816
 

Персона

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Никита Кунов «Ну-ка, все вместе!» телекӑларӑма хутшӑнать.

Никита – артист тата музыка продюсерӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Енре мар, Мускавра пурӑнать.

Ҫак кунсенче кӑларӑмӑн 7-мӗш сезонӗ пуҫланать. Хамӑрӑн ентеше жюри йышӗнче курӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар хӗрӗ Мария Комарова ТНТ каналпа кӑтартакан «Погоня» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Кӑларӑм ыран, авӑнӑн 14-мӗшӗнче, эфира тухӗ.

Мария – кулӑш ӑсти, стендап-комик тата блогер. Студент чухне вӑл КВНра вылянӑ. Анчах ку проект уншӑн – ҫӗнӗлӗх.

«Погоня» кӑларӑма хутшӑнакансен (ҫак йышра – артистсем, блогерсем) хӑвалакансенчен тармалла. Кама тытаймаҫҫӗ – ҫав ҫӗнтерет.

Кӑларӑм 80 минута тӑсӑлать. Кашни минутшӑн 5 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Ҫапла ҫӗнтерӳҫӗ 80 минутра 300 пин тенкӗ выляса илеет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14773
 

Раҫҫейре

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарти шкул ачине «Голос. Дети» кӑларӑмра кӑтартнӑ.

15 ҫулти Дмитрий Еремеев жюри умне Евгений Трофимов репертуарӗнчи «Самолеты» юрӑпа тухнӑ.

Анчах, шел те, пирӗн ентеш тепӗр тапхӑра лекеймен. Владимир Пресняков унӑн куҫӑм тапхӑрӗ пулнӑ май сасси улшӑнса пынине каланӑ. Дима Билан пирӗн ентеше мухтанӑ, ӑнӑҫу суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 24
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 26

1945
81
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
26
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ