ЮПА | 17 |
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Анатолий Хмыт пьесипе лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» ҫӗнӗ спектакль кӑтартрӗҫ. Ӑна чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑ. Сценине илемлетессишӗн чӑваш халӑх художникӗ Юрий Матросов тӑрӑшнӑ.
Пьеса авторӗ пирки каласан, вӑл Тутар Республикинче ҫуралнӑ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш телевиденийӗнче ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫар тивӗҫне унӑн Афганистанра пурнӑҫлама тивнӗ. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вӑл Афганистан темине суйласа илнӗ. Пӗр енчен, ун чухнехи самана чылай хыҫа юлнине кура вӑл хальхи вӑхӑтшӑн ҫивӗч мар пек те туйӑнӗ. Пытармастӑп, спектаклӗн пӗрремӗш пайне пӑхнӑ чух ҫавӑн пек туйӑм хамӑн та хуҫаланчӗ. Иккӗмӗш пайӗ вара, ӗҫ-пуҫ хальхи чӑваш ялӗнче пулса иртнӗ вӑхӑт, чуна уйрӑмах тивет. Пьесӑн тӗп шухӑшӗ ятӗнченех паллӑ — мул мала тухса тӑнӑ самантра пурнӑҫри ытти хаклав чакни.
Спектакльте тӗрлӗ ӑрури артистсем вылярӗҫ. Ҫав шутра СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пулчӗ.
Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче илем индустрийӗн «Ылтӑн коллекци» XVII уҫӑ фестивалӗ иртмелле. Ӑна республикӑн Экономика министерствипе тӗп хула администрацийӗ ырланипе йӗркелеҫҫӗ.
Фестиваль тӗллевӗн шутне ҫынсене хитре тӑвассишӗн тӑрӑшакан ҫамрӑк та пултаруллӑ специалистсене — косметологсене, визажистсене, парикмахер-стилистсене, художник-модельерсене, дизайнерсене палӑртассине кӗртеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӗҫре ҫӗнӗ технологисене анлӑрах сарасса, специалистен професси шайне ӳстерме май килессе шанаҫҫӗ иккен.
Тӗп мероприяти чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртмелле.
Ача-пӑчана савӑнма нумай та кирлӗ мар вӗт. Муркашри шӑпӑрлансемшӗн нумаях пулмасть ҫавӑн пек кӑсӑклӑ мероприяти пулса иртнӗ. Район центрӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вӗсем валли интерактивлӑ шоу йӗркеленӗ.
Тӗрӗссипе, шоуна Санкт-Петербург хулинчи ҫӳллӗ пуканесен «Парадиз» театрӗ кӑтартнӑ. «Вовочкӑн ҫӗнӗ тӗлӗнтермӗшӗсем» ят панӑскер вӑхӑтӗнче шӑпӑрлансене мультфильмсенчи паттӑрсем стена ҫине чӗнсе кӑларса тӗрлӗ вӑйӑ выляттарнӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ача-пӑча валли дартс вӑййи те ирттернӗ, батут ҫинче сикме май килнӗ. Юлашкинчен мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнарпа юнашар тӑрса асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Театр ӳнерне юратакансем валли ыран пирӗн республикӑра паллӑ пулӑм: Шупашкарта пуҫласа «Пурин те пӗр пек пулмасан та» ят панӑ пӗтӗм тӗнчери расна фестиваль иртмелле. Мероприятие Мари Элти, Мӑкшӑ Республикинчи, Тутарстанри, Удмуртинчи, Ханты-Мансийск автономи округӗнчи, Чӑваш Енпе Мускав облаҫӗсенчи тата Болгаринчи, Казахстанри, Литвари, Сербинчи, Украинӑри тата Францинчи пукане театрӗсем килсе ҫитмелле.
Фестиваль ырантан пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Артистсем Шупашкарти тӗрлӗ сцена ҫинче: пукане театрӗнче, Наци вулавӑшӗнче, Культруа институчӗн вӗренӳ театрӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче — вылӗҫ. Фестиавль ыран, каҫхи тӑватӑ сехетре, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче уҫӑлӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ хут чаршав уҫрӗ. Юлашки ҫулсенче ҫирӗп йӑлана кӗнӗ пекех кӑҫал та театрӑн сезонӗ Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗпе уҫӑлчӗ.
«Ывӑнтарчӗҫ ӗнтӗ унпа пӗр вӗҫӗм уҫса-хупса», — текенсем те пуррине пӗлсе тӑнӑран хамӑн та ҫапла шухӑшлас кӑмӑл малтанланса амалланнине пытарам мар. Анчах залра ҫутӑ сӳнет те «Ҫич уй урлӑ ҫул курнать — эпир каяс ҫул мар-ши?» — тени янӑраса каять те вилӗмсӗр «Ялта» драмӑпа пуҫласа тӗрӗсех тунине ӑнланса илетӗн. Ҫапла. Классика классиках ҫав ӗнтӗ. Тарӑн шухӑшлӑ хайлав ҫумне артистсен вӑййине, тумтирӗпе стенӑна епле илемлетнине, юрри-ташшине, ҫутӑ вылявне кӗрт те тек нимӗн те хушса калаймӑн.
Спекталкь пуҫланас умӗн куракансен умне театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев сцена ҫине тухрӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗнӗ сезонти плансемпе паллаштарчӗ. Ун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗрен ҫакна кӑна хушса калас: «Сутӑн илнӗ чыс» премьерӑпа театр куракансене ҫак уйӑхрах, 17-мӗшӗнче, савӑнтарӗ. Ытти шухӑш-тӗллев пирки эпир сире маларах пӗлтернине кура тепӗр хутчен асӑнмӑпӑр.
Театр ӳнерне юратакансене Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра иртмелли ҫак пулӑм чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ кӳрессе шанас килет. Тӗп хуламӑрти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта нихӑҫан пулман балет кӑтартӗҫ. Ҫапла-ҫапла, кинотеатрта. Унччен чӑваш сцени ҫинче пулман та спектакльсем мар пулӗ те, анчах тӗлӗнтермӗшӗ — балета 3D форматпа кӑтартни.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче П. Чайковскин «Щелкунчикне» кӑтартӗҫ, 22-мӗшӗнче — А.Аданӑн «Жизельне», 29-мӗшӗнче каллех П. Чайковскин балетне — ун чухне «Акӑш кӳллине» курма май килӗ. 3D форматлӑ балета 19 сехетре кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Халал» гастроль турне тухса каять. Театршӑн ҫакӑ ҫӗнӗ проект. Ӑна вӑл Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫӗршывра гастрольсене ирттерме пулӑшасси ҫинчен калакан программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май тивӗҫнӗ. Ҫула кайса ҫӳреме федераци хыснинчен укҫа уйӑраҫҫӗ.
Гастролӗн малтанхи тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 7-11-мӗшӗсенче Тутарстан Республикинче иртӗ. Унта ачасем тата аслисем валли лартнӑ икӗ спектакльпе тухса кайӗҫ. Пӗри — «Ама кайӑк ҫулӗпе» асамлӑ юмах, тепри — «Ах, хуняма, хуняма» камит. Юмах авторӗ, сӑмах май, хальхи вӑхӑтри автор тата режиссер — Иосиф Трер. Чӑваш халӑхӗн ламран лама пыракан ӑслайне кӑтартакан юмах аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла.
Чӳк уйӑхӗнче артистсем Пушкӑртстана ҫитӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пирки ҫырмалли тупӑнсах тӑрать. Мӗн тӑвас тейӗн — тӑрӑшаҫҫӗ те, каласа кӑтартмасӑр чун чӑтмасть.
Ҫак уйӑхӑн 24, 25, 28-мӗшӗсенче унта «Куракана халаллани» мероприяти иртнӗ. Ун хӑнисем ачасем пулнӑ. Вӗсене чи лайӑх спектакльсенчи сыпӑксемпе паллаштарнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнчи сӑнсене пӑхатӑн та, пӗчӗкскерсене театр тем пекех килӗшни вӗсен хавас сӑнӗсенче сисӗнет. Фойере, акӑ, ачасене Такса йытӑ кӗтсе илнӗ. Анчах хамлатса та хӑрлатса мар, хавассӑн, ырӑ кӑмӑлпа.
Хайхискер ача-пӑчана театр ҫинчен каласа кӑтартнӑ, спектакле камсем тата епле хатӗрлени ҫинчен уҫӑмлатса панӑ. Тӗрлӗ спекталкьти сӑнарсем театрта епле тытмалли пирки те ӑнлантарнӑ. Сӑмахран, унта спектакль пуҫланиччен ҫур сехет маларах пымалла, капӑр ҫипуҫ тӑхӑнмалла, телефона сӳнтермелле, шавламасӑр ҫӳремелле, ретсем хушшипе иртнӗ чух ҫурӑма сцена енне туса утмалла.
Театра пынӑ-пынах — ачасен спектакль те курма май килнӗ.
Сӑнсем (39)
Театрсем ҫуллахи вӑхӑтра гастрольсем тӑрӑх ҫӳренине кашниех пӗлетпӗр. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Хӑш-пӗр театр халӗ, ав, ӗҫе кӳлӗнчӗҫ ӗнтӗ. Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе театр чаршавӗ кӑҫал та «Ялта» спектакльпе уҫӑлӗ. Хупма та унпа хупнине, уҫма та унпа уҫнине театрӑн тӗп режиссерӗ ку спектакльте мӗнпур труппа вылянипе сӑлтавлать.
Хальлӗхе вара сцена ӑстисем Пушкӑртстанра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Гастроле вӗсем Александр Пӑртта пьесипе лартнӑ «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакльпе тухса кайнӑ. Театршӑн вӑл ҫӗнӗ спекталкьсенчен пӗри. Ӗнер Стерлӗ (Стерилитамак) сцени ҫинче вылянӑ, паян — Ӗпхӳре, ыран Толбазӑра, виҫмине — Пелепейре, юпан 3-мӗшӗнче — Пишпӳлекре.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ача-пӑча студине йӗркелет. Унта 6–14 ҫулсенчи ачасене йышӑнаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене виҫӗ ушкӑна пайласа театр ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Студие театрӑн режиссерӗ, Чӑваш культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Иосиф Дмитриев ертсе пырӗ. Занятисене театр артисчӗсем тата чӗнсе илнӗ хореограф ирттерӗ.
Ачисем студие ҫӳренӗшӗн вӗсен ашшӗ-амӑшне укҫа тӳлеттермӗҫ. Килес ҫул епле пулассине калама йывӑр та, анчах кӑҫал тупра пирки пӑшӑрханмалла мар.
Студие лекиччен ачасем ала витӗр тухаҫҫӗ. Театрта темиҫе хутчен итлев иртнӗ те. Ҫитесси ҫак эрнери вырсарникун, 12 сехетре, пулӗ. Студие лекме ӗмӗтленекенсен сӑвӑ вуласа, юрласа, чупса сиксе кӑтартмалла. Чӑвашла пӗлекенсене уйрӑмах хапӑл тӑваҫҫӗ.
Заняти юпа уйӑхӗнче пуҫланмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |