Ыран Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗ совет писателӗн Иван Стаднюкӑн пьесипе лартнӑ «Юратупа кавӑн» спектакле чӗнет. Ӑна кӑҫал Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ пулса тӑнӑн Валерий Карпов лартнӑ. Художникӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Камитри ӗҫсем иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Украинӑри пӗр ялта пулса иртеҫҫӗ иккен. Спектакльти харкамҫӑн салтака кайма ят тухсан савнӑ хӗрне ҫухатасран ялти мӗнпур каччӑна кавӑн валеҫсе тухать. Унти йӑлапа ҫак ҫимӗҫ ҫураҫма килмелле мар тенине пӗлтернӗ иккен. Анчах кавӑнӑн усси пулать-и-ха? Кӑна спектакле кайса курсан пӗлме май килӗ. Ҫавӑнпа та ан ӳркенӗр, ҫитсе килӗр.
Сӑмах май, кӗҫнерникун та театрта спектакль кӑтартӗҫ. Ун чух «Килех килчӗ Тур ҫырни» курма май килӗ.
Хальхи вӑхӑтра театрсем гастрольсене ҫӳреҫҫӗ тата хӗрсех ҫӗнӗ сезона хатӗрленеҫҫӗ. Пуканӗ театрӗ, ав, халӗ «Эпӗ халь телейлӗ» спектакль лартассипе ӗҫлет.
Повеҫ авторӗ — Валентина Элпи. Ӑна вӑл шӑп та лӑп ҫур ӗмӗр каялла ҫырнӑ. Хайлава автобиографилле тесе хаклаҫҫӗ. Унта автор хӑйӗн ачалӑхӗ, шкул ҫулӗсем тата алла пуҫласа калем тытнӑ самантсем пирки каласа кӑтартать. Премьерӑна Валентина Элпин 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне сцена ҫине кӑларасшӑн. Аса илтеретпӗр, паллӑ писатель 1913 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» (1956 ҫулта пичетленнӗ), «Тинӗс чечекӗ» (1973), «Юратнӑ мӑшӑрсӑр» (1983), «Качча кайиччен» (1990), «Качча кайсан» (2002), «Пепке ҫуралсан…» (2006) тата ытти кӗнеке авторӗ.
«Эпӗ халь телейлӗ» спектакле театрӑн ӳнер ертӳҫи Юрий Филиппов лартать. Вӑл телей темине мала кӑларма шут тытнӑ иккен. Спектакльти тӗп герой пурнӑҫри кашни самантшӑн савӑнать. Хӑйне телейлӗ туйма нумай кирлӗ марскере ҫутҫанталӑкӑн пӗр вӑхӑчӗ тепринпе ылмашни те савӑк кӑмӑл парнелет иккен.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ сезона мӗнле спектакльпе уҫассине халех палӑртса хунӑ. «Унччен нумай-ха» текенсене пӗлтерер — питех те чылай та мар. Черетлӗ сезона театр авӑн уйӑхӗнче пуҫлӗ. Куракансне ун чух вӑл Шекспирӑн «Король Лир» спектаклӗпе савӑнтарӗ. Ӑна, асилтеретпӗр, тӗнче классикине чӑвашла лартма федераци хыснинчен ҫӗнсе илнӗ 300 пин тенкӗ пулӑшнипе куракан умне кӑларӗҫ. Проектри тепӗр спектакль — «Мамаша Кураж и ее дети» пулни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
"Король Лир" пьесӑна чӑвашла "Тантӑш" хаҫат редакторӗ Владислав Николаев куҫарнӑ. Спектакле театрӑн тӗп режиссерӗ Станислав Васильев лартать. "Ку спекталкь ашшӗ-амӑшӗн инкекӗпе вӑйсӑрлӑхӗнчен ытла ҫынра ҫынлӑх арканса пыни пирки", — тесе палӑртнӑ-мӗн премьера пирки каласа кӑтартакан пресс-релизра.
Паянхи куна декорацисемпе костюмсен самай пайӗ хатӗр иккен.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ сцена ҫине классикӑлла хайлавсене кӑларас тесе «Раҫҫей культури (2012–2018ҫҫ.)» программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ конкурса хутшӑннӑччӗ. Унта вӑл хӑйӗн проекчӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе «Король Лир» тата «Мамаша Кураж и ее дети» пьесӑсем тӑрӑх спектакль лартма федераци хыснинчен укҫа илме тивӗҫнӗччӗ.
«Король Лир» спектакле театрӑн тӗп режиссёрӗ Станислав Васильев хӑй лартӗ, «Мамаша Кураж и ее дети» пьеса тӑрӑх — Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Айрат Абушахманов. Юлашкинчен асӑннӑ спектакле лартассипе халӗ, ав, ӗҫсем пуҫланнӑ та. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче режиссер чӑваш театрӗн артисчӗсемпе тата пьеса тӑлмачипе, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫипе Порфирий Афанасьевпа тӗл пулнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра рольсене валеҫсе парса репетицие пуҫӑнмалла. Премьерӑна чӳк уйӑхӗ валли палӑртнӑ.
Сӑнсем (16)
Екатеринбург хулинче хальхи вӑхӑтри драматургин «Коляда-Plays» пӗтӗм тӗнчери VII фестиваль иртнӗ. Ӑна паллӑ драматург, актер, сценарист Николай Коляда пуҫарса янӑ иккен.
Унта хутшӑнакансем чи кӑсӑклӑ та ҫӗнӗ пьесӑсемпе сцена ҫине тухнӑ иккен. Унта Раҫҫейри тата Польшӑри, Молдавинчи, Кӑркӑстанри тата Казахстанри 20 коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те. Фестивальте вӑл Гран-прие тивӗҫнӗ. Унта вӑл асӑннӑ драматург пьесипе лартнӑ «Шанель пике» спектакльпе кайнӑ.
Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, жюри членӗсемпе критиксем Валерий Яковлев сценографине пӗр шухӑшлӑн пулса лайӑх енчен палӑртнӑ.
Виҫӗм кун каҫ Шупашкарта «Театр каҫӗ» акци иртмеллеччӗ. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Анчах республикӑра халиччен пулман мероприятие курса савӑнма май килмерӗ. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, урамри спектакле пӑхас тесе пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫитнӗ иккен, анчах ҫӳрени кӑлӑхах пулнӑ. Ҫил-тӑвӑл тухасси пирки асӑрхаттарнӑран йӗркелӳҫӗсем ӑна ҫав каҫ ирттерес мар тесе йышӑннӑ-мӗн. Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗ ҫеҫ вӑл каҫ малтан палӑртнине пурнӑҫа кӗртнӗ — куракансене «Ха-ха по-черному» шоу кӑтратнӑ.
Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Театр каҫӗ» акцие ытти театрсем Шупашкар хулин кунӗнче йӗркелӗҫ. Аса илтеретпӗр, Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗн сцени ҫинче вилӗмсӗр «Нарспи» поэма тӑрӑх лартнӑ оперӑна ҫӗнӗрен курса киленме май килӗ. Театр ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме республика хыснинчен укҫа ҫӗнсе илнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Георгий Хирпӳ композитор кӗввипе Борис Марков режиссёр сцена ҫине 1967 ҫулта опера евӗр кӑларнӑ-ха. Халӗ ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи Ольга Нестерова тепӗр хут лартасшӑн. Ҫитес ҫул Раҫҫей тата чӑваш халӑх артисчӗ Борис Марков ҫуралнӑранпа 90 ҫитет. Шӑпах ӑна халалласшӑн та оперӑна. Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш режиссёрӗ пулнӑ ҫав ҫын республикӑн опера сцени ҫине 20 ытла спектакль, ҫав шутра оперӑсемпе опереттӑсем, музыка камичӗсем, кӑларнӑ.
Аса илтеретпӗр, 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Нарспие» мюзикл евӗр сцена ҫине кӑларнӑччӗ. «Нарспи» спектакль аслисене ҫывӑххине, анчах вӑл ҫамрӑксен чунне витерейменнине асӑрханӑ маттур чӑвашсем — Николай Казаков композиторпа Борис Чиндыков драматург — мюзикл ҫырас шухӑша 1989 ҫултах тытнӑ-мӗн.
Республика кунӗ театр ӳнерне юратакансемшӗн кӑҫал тӗлӗнмелле парне хатӗрлерӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вырсарникун, пирӗн республика историйӗнче пӗрремӗш хут Театрсен каҫӗ иртет. Акци каҫхи 11 сехет ҫурӑра пуҫӑнать. Вӑл кун Чӑваш Енӗн патшалӑх театрӗсем Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗсенче хӑйсен постановкисене кӑтартӗҫ.
Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Лебединое озеро» балет сценисемпе паллаштарӗ. Балета юратакансен асӑннӑ театр умне пухӑнмалла.
Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси — ачаран теҫҫӗ халӑхра. Тепӗр тесен вӗсем епле ӳсесси пирӗнтен, аслисенчен, килмест-шим вара?
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ачасене мӗн пӗчӗкрен театра хӑнӑхтарма тӑрӑшать. Ҫавна май вӑл «Театрӑн асамлӑ тӗнчи» конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрлӗ енпе — сӑмахран, сӑнӳкерчӗк, тӗрӗ, шӑрҫаран илемлӗ япаласем ӑсталаса — кӑтартнӑ. Сӑвӑпа сочинени ҫыракансем те тупӑннӑ. Кирек мӗн пулсан та ачасен театр тӗнчине кӑтартма тивнӗ.
Конкурсра Шупашкарти 1-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекен Аркадий Ефимов, Шупашкарти 55-мӗш шкулти Ирина Андреева, Шупашкарти 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи Дмитрий Мальгин ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне маттуррисене уйрӑм номинацисемпе те чысланӑ.
Конкурса хутшӑннисен чыславӗ «Амакайӑк ҫулӗпе» спектакльпе вӗҫленнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑр хушшинче анлӑ сарӑлнӑ ҫак каларӑша паян Пушкӑртстан Президенчӗ Рустэм Хамитов Чӑваша килсен пирӗн чӗлхепе каланӑ. Аса илтеретпӗр, паянпа ыран пирӗн патӑмӑрта пушкӑрт культурин кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫавна официаллӑ майпа уҫма Пушкӑртстанран сумлӑ делегаци килсе ҫитнӗ. Мероприятие паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Хӑнасене чӑваш, вырӑс тата пушкӑрт халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чак-чакпа тата кумыспа кӗтсе илнӗ.
Михаил Игнатьев пирӗн республикӑсен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗппине палӑртнӑ май пушкӑрт ҫӗрӗ пире чаплӑран та чаплӑ поэтсене — Константин Ивановпа Ухсай Якковне — парнеленине асӑнса хӑварнӑ.
Мероприятие официаллӑ майпа уҫиччен Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патне чечек хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |