Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх
Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ тунӑ сӑн
Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ тунӑ сӑн

Шупашкарти тухтӑрсем тепӗр ачана вертолетпа урӑх региона илсе ҫитернӗ. Хальхинче – Пензӑна. Ҫул ҫинче 2,2 сехет иртнӗ. Пензӑра 2 эрнери ачан чӗрине операци тунӑ. Вӑл ку енӗпе хавшакрах ҫуралнӑ.

Каялла килнӗ чухне тухтӑрсем операцие чӑтса ирттернӗ ачана илсе ҫитернӗ. 1 уйӑхри пепкен сывлӑхӗ йывӑртарах, ӑна ИВЛ аппаратпа сывлаттарнӑ, зонд витӗр ҫитернӗ.

Вертолетра васкавлӑ медпулӑшу анестезиолог-реаниматологӗ Валерий Ильин тата Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем – Мария Курсова, Вероника Костюкова - пулнӑ.

 

Сывлӑх
news.myseldon.com сайтри сӑн
news.myseldon.com сайтри сӑн

Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче 3 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева каланӑ.

Икӗ тӗслӗхе ҫӗртме уйӑхӗнче шута илнӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗ ҫумӗнчи уйлӑхра пӗрремӗш сенӑра икӗ ҫын ҫак вируспа аптӑранӑ: уйлӑх ертӳҫи тата повар. Уйлӑха тӳрех карантина хупнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ: пӗр ача та чирлени палӑрман.

«Росинка» ача-пӑча уйлӑхӗнче те кӑшӑлвируспа чирленӗ тӗслӗх пулнӑ. унта пӗр вожатӑй инфекциленнӗ.

 

Сывлӑх

Паян ирхине, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чӗре чирӗпе аптӑракан тин ҫуралнӑ арҫын ачана санитари вертолечӗпе Хусана васкавлӑн илсе ҫитернӗ.

Ача 4 кун каялла ҫуралнӑ, ӑна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те Хусанти ача-пӑча пульницине илсе каймаллине палӑртнӑ. 4 кунра арҫын ача кӑшт ҫирӗпленнӗ, ҫула йӗркеллех чӑтса ирттернӗ.

Ҫул ҫинче унӑн сывлӑхӗ япӑхланман, унпа юнашар тухтӑрсем пулнӑ. Вертолет Хусана 45 минутра ҫитнӗ.

 

Сывлӑх
 lenta.ru сайтри сӑн
lenta.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра республикӑра 6 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫланнӑранпа кашни кун 5-шер ҫын вилнӗ. Ҫапла пурнӑҫран уйрӑлнисен 21 ҫынна ҫитнӗ ӗнтӗ.

Пандеми пуҫланнӑранпа 1568 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ: чирленӗ кашни 18-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Ку таранччен 27532 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 25164-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 55 ҫын чире парӑнтарнӑ. 57 ҫын вара чирленине палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта тата абулатори мелӗпе 800 пациент сипленет.

 

Сывлӑх

Республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 3 вакцинӑпа усӑ кураҫҫӗ: «Спутник V», «ЭпиВакКорона», «КовиВак». Юлашки иккӗшӗ Чӑваш Ене питех нумай килмен-ха.

Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӑваттӑмӗш вакцина ҫаврӑнӑша тухнӑ. Вӑл «Спутник лайт» ятлӑ. Унпа ытларах кӑшӑлвируспа чирленисене е унччен прививка тунисене вакцинацилессине пӗлтернӗ.

«Ку вакцина кӑшӑлвирусран пӗр прививкӑпах хӳтӗленме май парӗ», - тенӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман тӗп специалист-терапевчӗ Лариса Тарасова.

 

Сывлӑх
yablor.ru сайтри сӑн
yablor.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра 61 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкал кӑтарту нарӑс уйӑхӗнченпе пулман.

Юлашки талӑкра 57 ҫын сывалнӑ. Вилекенсем 5-ӗн пулнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 1557 ҫын амака пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 27415 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 25048-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 810 ҫын амакран сипленет.

 

Сывлӑх

Ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗ тӗнчере тата хамӑр ҫӗршывра сарӑлма тытӑнсанах унран вакцина хӑҫан та пулин шухӑшласа кӑларӗҫех теттӗмӗр. Халӗ вара прививка пур, анчах укол тутарма иккӗленекенсем йышлӑ. Кунта республикӑри паллӑ журналист Александр Белов Фейсбукра ҫырнипе килӗшмесӗр тӑма май ҫуках-тӑр: вакцинацие тӳлевлӗ ирттереҫҫӗ, халӑхӑн уйрӑм пайне ҫеҫ тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ тесен, тен, ҫынсем тухтӑр патне васкатчӗҫ пулӗ.

Паянхи куна пирӗн республикӑра халӑхӑн 26 проценчӗ ҫеҫ ковидран прививка тутарнӑ. Тухтӑрсем вара ҫынсен 60 процентне вакцинацилесен ҫеҫ вирус сарӑлнине ҫӗнме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
"На связи" тунӑ сӑн
"На связи" тунӑ сӑн

Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑна юсама 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл Шупашкар районӗн тӗп пульници шутланать.

Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 110 миллион та 875,2 пин тенкӗ. Конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫе суйлӗҫ, вӑл пульницӑна 2021 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗччен юсаса ҫӗнетме тивӗҫ.

Строительсен ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен демонтаж тума тытӑнмалла. Пульницӑра шалтине ҫӗнетӗҫ, фасада, тӑррине улӑштарӗҫ, пушар тата хурал тытӑмӗсене юсӗҫ.

 

Сывлӑх

Владимир Филиппов киноооператор инсульта пула реанимацие лекнӗ. Ку хыпара Фейсбукра Татьяна Ильина (ӑна вӑл хӑй вӑхӑтӗнче тележурналист пулнӑран чылайӑшӗ паллать пулӗ) пӗлтернӗ.

Владимир Филиппов 1950 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗп хулари 30, 38, 39-мӗш шкулсенче истори тата музыка предмечӗсене вӗрентнӗ. 1980-1998 ҫулсенче вӑл «Чӑваш Ен» ПТРКра киноооператорта ӗҫленӗ.

 

Сывлӑх
kanst.ru сайтри сӑн
kanst.ru сайтри сӑн

Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесси ӳссех пырать. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнченпе кунсерен 50 ытла ҫын инфекциленет.

Вилекенсем те нумайланаҫҫӗ. Юлашки талӑкра 5 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Палӑртмалла: 3-мӗш кун ӗнтӗ ҫапла. Пӗтӗмпе 1530 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ку таранччен 27128 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 24793-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 52 ҫын чире парӑнтарнӑ. Кӑшӑлвируспа инфекциленнисем 58-ӑн пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 805 ҫын килте амбулатори мелӗпе е стационарта кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Страницӑсем: 1 ... 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, [69], 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, ... 230
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 29 - 31 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй