Канаш районӗнчи пилӗк ялта ФАП уҫӑлмалла. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗ Ачча, Шӑхаль, Янкӑлч, Шуркасси тата Ҫатӑрка Ҫырми ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ. Вӗсем, Ҫатӑрка Ҫырма ялӗнчисӗр пуҫне, авӑн уйӑхӗнче хута каймалла. Ҫатӑрка Ҫырминче вара юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫ вӗҫленмелле.
ФАПсем ҫутӑ та хӑтлӑ пулӗ. Унта кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем те кӗрсе тухайӗҫ. Ҫынсем медпулӑшу илнисӗр пуҫне медицина препарачӗсене те туянма пултараҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне ФАПсенче оргтехника тата пысӑк хӑвртлӑхлӑ тӗнче тетелӗ пулӗҫ. Ҫапла фельдшер чирлӗ пациентсене электронлӑ регистратура урлӑ тухтӑрсем патне ҫырӑнтараять.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Мари Элта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче подряд килӗшӗвӗпе вӑрман каснӑ чухне вӑл 39 ҫулти арҫынна ӗҫлеттернӗ. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, йывӑҫсенчен пӗри рабочи ҫине персе аннӑ. Вӑйпитти сылтӑм пӗҫҫине хуҫса пӑрахнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫре хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑннӑ пулсан апла инкек пулмастчӗ.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Кӑшӑлвирсран вилекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра чире пула 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2171 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑри 32873 ҫынна кӑшӑлвирус диагноз лартнӑ. Вӗсенчен 29797-шӗ сывалнӑ. Чирленӗ кашни 15-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Юлашки талӑкра 61 ҫын сывалнӑ, 76 ҫынна кӑшӑлвирус диагноз лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 905 пациент ҫак амакран сипленет.
Кӑшӑлвирусран прививка тунисен йышӗнче лотерея ирттерме тытӑннӑ. Паянхи куна 500 ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Кун пирки «РИА «Новости» пӗлтерет.
Лотерейӑра ҫӗнтернӗ сертификатсен номерӗсене «Бонус за здоровье» официаллӑ сайтра пӗлме май пур. Укҫа выляса илни пирки Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗнче те пӗлме май пур.
Ҫӗнтерӳҫӗсене мӗнле майпа палӑртаҫҫӗ-ха? Компьютер списокран хӑй суйлать. Лотерея юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тепӗр хутчен иртӗ. Пӗтӗмпе 1 пин ҫын 100-шер пин тенке тивӗҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ йӗркепе Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ.
Тахҫанах пуҫарса янӑ ҫав ырӑ йӑлапа усӑ курса ҫынсем муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчи сывлӑх урчежденийӗсене уйӑхра пӗрре тӳлевсӗр кӗрееҫҫӗ.
Ҫитес Сывлӑхпа спорт кунӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексӗсемпе бассейнсене, тренажер залӗсене, катоксем ҫине прививка тутарнӑ ҫынсем ҫеҫ кӗрейӗҫ. Асӑннӑ икӗ хулара вырнаҫнӑ республика шайӗнчи спорт учрежденийӗсене кӗрес тесен прививка тутарнине ӗнентерекен QR-код кӑтартма тивӗ.
Юпа уйӑхӗнче ҫӗнӗ тытӑм ҫине муниципалитетсенчи спорт объекчӗсем те куҫӗҫ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилекесем ҫаплах нумай. Чирленӗ кашни 15-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлать.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 32797 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 29736-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 74 ҫын чирленине палӑртнӑ. 61 ҫын сывалнӑ.
Шел те, кашни канах ҫынсем ҫак амака пула вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2160 ҫын вилнӗ.
Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 901 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Чӑваш Енре «Сывлӑх хумӗ» теплоход чарӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Тухтӑрсем 200-е яхӑн ачан сывлӑхне тӗрӗсленӗ.
Аса илетер: теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче чарӑннӑ. Йывӑр диагнозлӑ ачасем пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсем патӗнче тӗрӗсленме пултарнӑ.
Йошкар-Олара пурӑнакан Виктория амӑшӗпе пӗрле ятарласа ҫитнӗ. Чӑваш Енри офтальмологсем ачан куҫне операци тунӑ, халӗ унӑн малалла сипленмелле.
Теплоход Шупашкарта 6 сехет тӑнӑ. Ҫак вӑхӑтра Мускавран килнӗ тухтӑрсем 200-е яхӑн пӗчӗк пациента йышӑннӑ. Вӗсенчен 56-шне федераци клиникине тӗрӗсленме йыхравланӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Питӗрте Кӳмепе ҫӳрекен ҫынсен ҫӗршыври чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри хӗр те хутшӑннӑ.
Сывлӑх енчен хавшак пулин те ҫирӗп кӑмӑллӑ та талпӑнуллӑ, тӑрӑшуллӑ та маттур ташӑҫӑсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пухӑннӑ. Пурӗ 107 спортсмен пулнӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн 18 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ.
Пирӗн республикӑна илсен, кӳме ҫинче Шупашкарти Анна Михайлова ҫеҫ ташлать. Аня 18 ҫулта чухне ташлама тытӑннӑ. Халӗ вӑл – Кӳме ҫинчи спорт ташшин Раҫҫей командин йышӗнче. Унта вӑл 4 ҫул каялла лекнӗ.
Ташӑсене Аня хӑй тӗллӗн хатӗрлет. Чемпионата хутшӑнасси малтанласа уншӑн иккӗленӳллӗ пулнӑ. Ара, инҫе ҫула тухасси тӑкаклӑ-ҫке. Аня Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Унтисем (ертӳҫи – республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева) ҫине тӑнипе пулӑшма килӗшекен тупӑннӑ. Тӑкака «АБС «Электро» предприяти хӑй ҫине илнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шпуашкар хулинчи пӗр хӗрарӑм япаласене балконтан пеме тапранса кайнӑ. Пӑтӑрмах ирхи 4 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Хӗрарӑм япаласем пенине ҫӑлавҫӑсене пӗлтерекен пулнӑ. Вӗсем хулари Энгель урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑм патне пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Умелец» хатӗрпе алӑка уҫса кӗнӗ.
Хӗрарӑм патне ҫӑлавҫӑсем васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Балконтан япаласем перекен хӗрарӑм, ҫынсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сывах мар.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Варвара Горбатина бетон (ҫапла-ҫапла. Бетон, батон мар) ҫиет. 18 ҫулти хӗр халӗ Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренет.
Варвара бетон ҫиме 10 ҫулта тытӑннӑ. Цемент хутӑшне ас тивсе пӑхнӑ та килӗшсе кайнӑ. Ӑна вӑл ваннӑйӗнчи плитка айӗнчен чакаласа кӑларнӑ. Бетона малтанхи вӑхӑтра ҫӑварта тытнӑ ҫеҫ, унтан сурса пӑрахнӑ. Каярах вара ҫимех тытӑннӑ. Мӑнукӗ цемент ҫинине асӑрхасан асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «бабушка» тенӗ) эсӗ йывӑр ҫын мар-и тесе кӑсӑкланнӑ.
Бетон ҫинӗрен Варварӑн шӑл пломбисем тухса ӳкме тытӑннӑ. Халӗ хӗр вӑл йӑлана пӑрахӑҫланӑ, мӗншӗн тесен тимӗр пур препаратсем ӗҫет.
Нумаях пулмасть хӗр «Ю» телеканал кӑтартакан «Моя маленькая странность» (чӑв. Манӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗш) кӑларӑма хутшӑннӑ.
Сӑмах май, цемент тавраш ҫини организмра кальци, ферритин тата тимӗр ҫитменнине пӗлтерет. Цемент ҫисен ҫын наркӑмӑшланма тата унӑн пӳринче вӑл чулланса ларма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |