Кӑшӑлвирусан хӳтӗлекен антитела титрӗ организмра пысӑк пулсан вӗсене кьюркод тытӑмӗ витӗр кӑларма тытӑнмалла. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлакан регионти тытӑма республика Элтеперӗ пӗр эрнере йӗркелесе пӗтерме хушса каланӑ. «Ҫитес эрнере механизма пурнӑҫа кӗртмелле тата ӗҫлеттерсе ямалла»,— тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина каланӑ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе регион шайӗнче ятарлӑ ресурс йӗркелеме пулать. Унта кӗрсе ҫын хӑйӗн идентификаторне кӑтартӗ, вара кьюаркод илейӗ. Антителасен пысӑк титрӗллӗ ҫынсен реестрне врачсен комиссийӗ аккредитаци пур лабораторисен тӗрӗслевӗ тӑрӑх хатӗрлӗ. Чӑваш Енре вӑйра тӑракан ҫав кьюаркод Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче курӑнмӗ.
Раҫҫей политикӗсем хушшинче трансгендер пур. Алтай крайӗнче Юлия Алешина хӗрарӑм-трансгендер «Гражданская инициатива» (чӑв. Граждан пуҫарӑвӗ) партин регионти уйрӑмне ертсе пырать. Раҫҫейри политикӑна трансгендер лекнине «МК на Алтае» кӑларӑм хыпарлани тӑрӑх «Рамблер» пӗлтернӗ.
«Манӑн пурнӑҫ — хампа, патшалӑхпа, обществӑпа кӗрешӳ. Мӗншӗн хӑвна ҫавӑн пек тытатӑн? Мӗншӗн манерленетӗн? Мӗншӗн хӗрарӑм пек? Ҫакӑн пек ыйтусем час-часах пулнӑ. Ҫапла, эпӗ улакурак пек пулнӑ», — тенӗ Алешина «Московский комсомолец» хаҫат журналистне.
Арлӑха ылмаштариччен Алёшина Роман ятлӑ пулнӑ. Политикӑпа вӑл 2004 ҫта кӑсӑкланма тытӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи Турханти психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене тупса палӑртнӑ. Ҫавна интернатра ӗҫлекенсене тата унта пурӑнакансене планпа килӗшӳллӗн
юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ чух асӑрханӑ. Чир интернатра ӗҫлекен 6 ҫынна ернӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, интернатра ӗҫлекен тата унта пурӑнакан мӗнпур ҫын кӑшӑлвирусран малтан вакцинациленнӗ. Ведомствӑн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ 6 ҫыннӑн чир палли пулман, вӗсем хӑйсене аванах туяҫҫӗ.
«Интернатра пурӑнакансем хӑйсене аван туяҫҫӗ, вӗсен чир палли сисӗнмест, вӗсене пӳлӗмсем тӑрӑх уйӑрса тухнӑ, столовӑйӗнче вӗсене пӗчӗкшер ушкӑнпа апатлантараҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫчене тата интернатра пурӑнакансене учрежденири тата Патӑрьелти район пульницинчи тухтӑрсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗрен тест ирттерсен чирлисем тупӑнман», – тесе уҫӑмлатнӑ лару-тӑрӑва Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче.
Элӗк районӗнче пурӑнакан 94 ҫулти карчӑк виллине авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирпе асӑрханӑ. Ӑна машина таптаса кайнӑ пек туйӑннӑран тӗпчев пуҫарнӑ.
Ватӑ ҫынна малтанхи кун, 19 сехет тӗлӗнче, «Шкода» автомобиль таптаса кайнӑ пуль тесе унӑн хуҫине тытса чарнӑ. Вӑл ҫын Йӗпреҫре ҫуралнӑ, Мускав облаҫӗнче пурӑнать.
44 ҫулти арҫын айӑпа йышӑнман. Вӑл хӑйӗн автомбильне чул лекнӗ, капота тата кантӑка вӑл сиенлетнӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Арҫын карчӑка асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суда ярса панӑ.
Шупашкар хулинче 48 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫынна йывӑр сиен кӳни вилӗмпе вӗҫленнӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗн — чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗн каҫхине пулса иртнӗ. 48-ти арҫын 42 ҫулти кӳрши патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗрсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑр тӗлӗнчен ҫапнӑ. Хытах лекнӗ курӑнать — пӗвер ҫурӑлса кайнӑ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫиҫем пӑтӑрмаха малалла тишкереҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.
Оперштаб пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 176 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен 38526 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 33781-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 16 ҫын вилнӗ. Паянхи куна 2827 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 163 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем 176 ҫын пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1918 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ыйтусемпе тӳрӗ эфир ирттерчӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Шупашкар райнӗн тӗп пульницинче (вӑл Кӳкеҫре вырнаҫнӑ) прививка тумасӑр сертификат параҫҫӗ тесе комментари ҫыракан тупӑннӑ.
Пульницӑн тӗп врачӗ Владимир Викторов Чӑваш Ен Элтеперӗн аккаунтӗнче ҫырнӑ хыпар тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку сӑмаха хальлӗхе ҫирӗплетсе паман.
Асӑннӑ хыпара тӗрӗслессине республикӑн вице-премьерӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хӑй ҫине илессине пӗлтернӗ. Асӑннӑ хыпара правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслӗҫ.
Республикӑра ӗҫлемен кунсем пыраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ытлашши ан сарӑлтӑр тесе республикӑра та, ҫӗршывӗпе те чӳкӗн 7-мӗшӗччен предприятисем ӗҫлемеҫҫӗ, лавккасенчен — куллен кирлӗ тавара сутакансене ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк панӑ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем, калӑпӑр, хупӑнман.
Паян хулана тухса килме тӳр килчӗ. Малтанах наци вулавӑшне ҫитсе килесшӗнччӗ, анчах ковикул (ковидлӑ каникула ҫапла ят панӑ хӑшӗсем…) пынине аса илтӗм те кӗнекесене тавӑрса парассине тепӗр эрнене куҫарас терӗм. Хулана вара машшин запчаҫӗсем сутакан лавккана ҫитес тӗллевпе тухрӑм — вӗсене хупман иккен. Мана вара ку майлӑ пулчӗ. Вӗсен лавккинче шӑп та тахҫанах туянма ӗмӗтленнӗ велоприцеп сутатчӗҫ. Халь каярах пулин те, ҫавах тепӗр ҫула хӑварас мар терӗм, туянма ҫула тухрӑм. Унсӑр пуҫне ӗнер пӗри 5 пинлӗх спонсорла купонсем туянчӗ. Вӑт ҫав укҫана велоприцеп туянма ярас терӗм те. Укҫана тӗллевсӗр тӑкаклатӑп тесе ан вӑрҫӑр: хыпар ҫыракансене уйӑхсерен тӳлемелли укҫана (вӑл 13 пинпе танлашать) тахҫанах уйӑрса хунӑ.
Ковикул пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫынсенчен ыйткаларӑм: эсир ӗҫлетӗр-и, ҫук-и?
Чаваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме кислород ҫитменни пирки пӗлтернӗччӗ. Раҫҫей Правительстви 50 региона ҫак чирпе кӗрешекенсене сиплемелли хатӗр-хӗтӗр туянма 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш Ен валли 129 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа 157 кислород концентраторӗ илме палӑртнӑ. Кашниех минутра 1000 литр ытла кислород кӑларма пултарать.
Концентраторсене пульницӑсене парӗҫ. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлесе сывлӑш ҫитменнипе аптӑракан ҫынсене сиплӗҫ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи «Голубой огонек» (чӑв. Кӑвак ҫулӑм) пахча юлташлӑхӗнче вут-ҫулӑм алхаснӑ. Пушар ирхи 4 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Инкек вырӑнӗнче ҫын виллине тупнӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 1 386 пушар тухнӑ. Инкекре 70 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 60 ҫын суранланнӑ, 133 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Пурлӑх тӑкакӗ 24 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |