
Шупашкарти техникумра вӗренекен 18-ти студента палламан ҫынсем улталанӑ. Вӑл вӗсене ӗненсе ҫӗрле Хусана таксипе кайнӑ, банкомат урлӑ 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне «техникум администрацийӗнчен» шӑнкӑравланӑ, смспа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен «Госуслуги» порталӗн ӗҫченӗ» унпа ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна хӑратса пӗтернӗ: унӑн даннӑйӗсене ют ҫынсем пӗлнӗ имӗш, ҫавна май ашшӗ-амӑшӗн укҫине такамсем вӑрлама пултараҫҫӗ. «Украина ҫарӗсене пулӑшнӑшӑн» мӗнле явап тыттарассине те аса илтернӗ.
Палламан ҫынсем кун пирки никама та шурлама хушман. Хӑраса ӳкнӗ студент ашшӗ-амӑшӗн пухнӑ укҫине илсе таксипе Хусана кайнӑ, унта ӑна банкомат урлӑ палламан ҫынсем пӗлтернӗ счет ҫине куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн та ултавҫӑсем хӑпман — кредит илме хушнӑ. Студент тинех хай ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.

Чӑваш Енри 10 студент уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Ку тӳлеве тӑваттӑмӗш курсра вӗренекен ҫамрӑксем тивӗҫнӗ. Ӑна вӗсене вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех тӳлесе тӑрӗҫ.
Ҫак тӳлеве тивӗҫнисен йышне Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнчи Антон Антоновпа Никита Огурцов, Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнче пӗлӳ пухакан Анастасия Борзовӑпа Злата Иванова, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗн студенчӗсем Илья Ельмовпа Евгений Медведев, Шупашкарти электромеханика колледжӗнче вӗренекен Денис Васильев, Шупашкарти строительство техникумӗн студентки Анна Гарифуллина, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӗренекен Вероника Кузьмина, Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче ӑс пухакан Маргарита Фадеева лекнӗ.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме 1-шер миллион тенке тивӗҫнӗ.
Ҫак йыша 7 ҫамрӑк лекнӗ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен стартапӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ.
1 миллион тенкӗ тивӗҫнисен йышӗнче – Дарья Тихонова (экономика факультечӗ), Антон Фисунов (ИВТ факультечӗ), Марина Илларионова (управлени тата социаллӑ технологисен факультечӗ), Екатерина Иванова (экономика факультечӗ), Дмитрий Потапов (хушма математика, физика тата информаци технологийӗсен факультечӗ), Евгений Михайлов (юридици факультечӗ), Александра Кармалова (экономика факультечӗ). Вӗсем ҫитес вӑхӑтра ку укҫапа хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртӗҫ.

Шупашкар хулинче ыркӑмӑллӑх сестрисен класӗ уҫӑлнӑ. Вӗсене Медицина колледжӗнче вӗрентӗҫ.
Ҫак колледжра ыркӑмӑллӑх сестрисене унччен те вӗрентнӗ-ха. 2006 ҫулта Шупашкар тата Чӑваш епархийӗ пулӑшнипе ятарлӑ программӑна пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне унтан 44 специалист вӗренсе тухнӑ.
Хальхинче ыркӑмӑллӑх сестрисен класӗнче 16 хӗр студент ӑс пухӗ. Вӗсем «Акушер ӗҫӗ» специальноҫа алла илӗҫ. Хӗрсем тӗн дисциплинисене та тарӑнрах ӑса хывӗҫ. Ку енӗпе вӗсене преподавательсем кӑна мар, психологсемпе пачӑшкӑсем те вӗрентӗҫ.

Чӑваш Енри студентсем Кубӑри фермерсене пулӑшма кайнӑ. Ҫак йышра – И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Арина Ивановӑпа Дмитрий Павлов. Вӗсем Европӑри ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗн бригадин йышне кӗнӗ.
Палӑртмалла: Кубӑна Раҫҫейри, Францири, Испанири, Бельгири, Австрири, Италири, Швейцарири тата Португалири 48 ҫамрӑк кайнӑ. Вӗсем унта истори тата культура палӑкӗсемпе, илемлӗ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Ҫав, вӑхӑтрах вырӑнти фермерсене пахча ҫимӗҫ пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви хӑш предприятисем субсиди тивӗҫнине палӑртнӑ. Ку укҫапа вӗсем студент-практикантсене вӗрентме пултараҫҫӗ. Ку йыша «Мега ЮРМА», «Комминтерн» ЯХПК, «Ленинская искра» ОПХ» колхоз тивӗҫнӗ. Предприятисем килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ, студентсене практика вӑхӑтӗнче ӗҫшӗн тата пурӑннӑшӑн тӳлеме укҫа илнӗ.
Палӑртмалла: ку п роект «АПК кадрӗсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать.

Ултавҫӑсене 215 пин тенкӗ куҫарса панӑ, вӗсен умӗнче ҫаппа-ҫарамас калаҫнӑ, килти чӳрече каррисене ҫунтарса янӑ. Ҫакӑ йӑлтах Шупашкарта вӗренекен студенкӑпа пулса иртнӗ.
Вӑл палламан ҫын шӑнкӑравласан ярса панӑ каҫӑ ҫине пусса «Госуслуги» портала кӗнӗ. Палламан ҫын ҫыхӑнурах пулнӑ. Хӗр «Украина» сӑмаха илтсен хӑраса кайнӑ та телефона сӳнтернӗ.
Кайран ун патне смс килнӗ: ун ячӗпе портала кӗреҫҫӗ-мӗн, «техпулӑшу» номерӗсене те ярса панӑ. Вӑл пӗринпе шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын, банк ӗҫченӗ тенӗскер, хӗре хӑратса пӗтернӗ: урӑх ҫӗршыва укҫа куҫарнӑшӑн ӑна тӗрмене нумай ҫуллӑха хупаҫҫӗ-мӗн. Студентка пухнӑ укҫине тата кредит илсе палламан ҫынна куҫарса панӑ. Кайран ӑна верификаци тума хушнӑ. Кун валли хывӑнмалла-мӗн, видеоҫыхӑнупа калаҫса сӑвӑ вуламалла. Тӗрӗслеве вӗҫлеме хваттерти чӳрече каррисене чӗртсе яма хушнӑ. Ҫулӑм тухсан тин вӑл тӑна кӗнӗ, пушара сӳнтерсе полицие кайнӑ.

ЧР Элтеперне Олег Николаева Узбекистанра чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ. Карши университетӗнчи студентсем аякри хӑнасем валли чӑваш юррине шӑрантарнӑ.
Тӗлпулура ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси пирки калаҫнӑ. Уйрӑмах вӗренӗве тимлӗх уйӑрнӑ. Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре Узбекистанри 150 яхӑн студент ӑс пухать. Малашне ҫамрӑксемпе улшӑнма, квотӑсем хатӗрлеме палӑртнӑ.
Чӑваш Ен делегацийӗ ҫӗвӗ фабрикине, газохими заводне тата «Uzbekistan GTL» завода ҫитсе курнӑ. Икӗ ен пирӗн технологисем вӗсен производствине мӗнле ҫӗнетме пултарнине сӳтсе явнӑ.

Канаш округӗнче пурӑнакан ветеран патне студентсем хӑнана килнӗ. Ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Владимир Рожкова паттӑрлӑхӗшӗн тав тунӑ.
Владимир Васильевич – 101 ҫулта. Вӑрҫа кайсан вӑл Курск тата Воронеж облаҫӗсен чиккинче тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Йывӑр амансан та фронта таврӑннӑ, Ҫӗнтерӗве Чехословакире кӗтсе илнӗ.
Владимир Рожков тӑван тӑрӑхне 1947 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Кайран техник-механик специальноҫне илсе Канашрах ӗҫлесе пурӑннӑ.

«Студентсен ҫуркунни» республика шайӗнче иртнӗ чухне пӗр хӗре гримеркӑра япӑх пулса кайнӑ. Унӑн эпилепси пуҫланнӑ.
Ӑна медицина факультетӗнче вӗренекен Андрей Алексеев тата Валерия Степанова пӗрремӗш медпулӑшу панӑ: аяк ҫине хунӑ, васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ.
Пулас медиксем пулӑшнипе хӗрӗн сывлӑхне йӗркене кӗртме май килнӗ. Кайран ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ.
