Чӑваш Енӗн Спорт министерствин «Олимп резервӗн самбо тата дзюдо енӗпе 10-мӗш спорт шкулӗ» автономи учрежденийӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Малашне вӑл «Олимп резервӗн А.И. Трофимов ячӗллӗ 10-мӗш спорт шкулӗ» автономи учрежденийӗ шутланӗ.
Шкул малашне те республикӑн Спорт министерствин тытӑмӗнчех пулӗ. Ятпа ылмаштарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те асӑннӑ ведомствӑнах туса ирттермелле.
Шкул ятне ылмаштарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Сӑмах май каласан, Александр Трофимов – самбо енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Раҫҫейри дзюдо федерацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ. Унӑн кун-ҫулӗ 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «Боинг» самолет Пермь ҫывӑхӗнче инкеке лексен татӑлнӑ. Самолетра 82 пассажир пулнӑ.
Чӑваш Енри икӗ спортсмена допинг йӗркине пӑхӑнманшӑн дисквалификациленӗ.
Допинг пӑтӑрмахне Надежда Федорова тата Роман Георгиев ҫакланнӑ. Кун пирки Ҫӑмӑл атлетикӑн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ пӗлтернӗ.
Спортсменсем допинга хирӗҫ правилӑн 2,2 пунктне пӑснӑ иккен. Надежда Федоровӑпа Роман Георгиевӑн спортри айӑплав вӑхӑчӗ икӗ ҫула тӑсӑлӗ. Вӗсен спортри айӑплав вӑхӑчӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнчен Чӑваш Енри ҫак икӗ спортсмен ӑмӑртӑва хутшӑнайӗ.
Надежда Федорован специализацийӗ — вӑтам инҫӗшне чупасси, Роман Георгиевӑн – утасси.
Чӑваш Енри 8 спортсмен Токиора иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма пултараҫҫӗ. Аса илтерер: ӑмӑрту пӗлтӗр ҫулла иртмеллеччӗ, анчах кӑшӑлвируса пула ӑна 2021 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ.
Раҫҫей Олимп комитечӗ Олимп вӑййисене хутшӑнма пултаракан кандидатсен списокне хатӗрленӗ. Унта -1125 ҫын. Вӗсенчен 8-шӗ – Чӑваш Ен спортсменӗсем. Списока Татьяна Архипова, Алина Прокопьева, Анжелика Сидорова, Кирилл Фролов, Вероника Чумикова тата Евгения Захарченко, Владислав Поляшов тата Елена Герасимова кӗнӗ.
Кандидатсем 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа уйӑхсерен 30 тата 15 пин тенкӗ стипенди илсе тӑраҫҫӗ. Унта – 24 ҫын. Ҫитес вӑхӑтра списока ҫӗнетӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри икӗ спорстмен пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрнӑ.
Вӗсенчен пӗри – Владислав Поляшов гимнаст. Раҫҫейӗн спорт гимнастики енӗпе иртекен чемпионатӗнче мӑшӑр кашта ҫинче хусканусем туса вӑл ылтӑн ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту Пенза хулинче иртнӗ. Чӑваш Енри спортсмен маларах Федерацин Атӑлҫи округӗнчи тупӑшура нумай енлӗ ӑмӑтура кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ.
Сергей Козырёв ирӗклӗ мелпе кӗрешсе Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл 125 килограмчченхи виҫере ӑмӑртнӑ. Спорт тупӑшӑвӗ Улан-Удэре иртнӗ. Сергей Козырёва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
Республикӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл – историлле ҫитӗнӳ. Спортӑн ку енӗпе пирӗн республика спортсменӗсем юлашки хут 1984 ҫулта ҫӗнтернӗ. Ун чухне Иван Григорьев палӑрнӑ.
Чӑваш Енри икӗ спортсмен Фристайл енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Вӗсем – олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнчи фристайл уйрӑмӗн воспитанникӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Раҫҫей командине ҫавӑн пекех Анастасия Таталина (Мускав) тата Дмитрий Макаров (Красноярск тӑрӑхӗ) кӗнӗ.
Фристайлӑн «слоуп-стайл» тата «биг-эйр» дисциплинисенчи ӑмӑртӑвӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пуш уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртӗ. «Слоуп-стайл» квалификацийӗ пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ, 13-мӗшӗнче финал пулӗ. «Биг-эйр» дисциплинипе квалификаци пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ, финал – 16-мӗшӗнче.
Виза илес енӗпе йывӑрлӑх пулнӑран спортсменсем АПШна ыран ҫеҫ тухса кайӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем «слоуп-стайл» ӑмӑртӑвне хутшӑнаймӗҫ.
Ҫак ҫынсем сноубордпа ярӑнма кайнӑ та чутах юлташӗсӗр тӑрса юлман. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче спортсменсен ушкӑнӗ Куславкка районне, республикӑри чи ҫӳллӗ вырӑна, снобуордпа ярӑнма кайнӑ. Ку вырӑна «кайӑк ҫӳллӗшӗнчен» теҫҫӗ халӑхра.
Ҫамрӑксем ярӑннӑ, савӑннӑ… Анчах кӑштахран чутах пысӑк инкек пулман. Тахӑш самантра пӗр спортсмен ҫине юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ. Унӑн алли ҫеҫ курӑннӑ. Юлташӗсем ун патне чупса пырса ӑна пулӑшнӑ.
Лешӗ юр айӗнче сывлайман та, кӑвакарса кайнӑ. Тусӗсем ӑна чавса кӑларнӑ. Юрать, инкекпе вӗҫленмен. Ҫутҫанталӑкра канма юратакансене асӑрхаттараҫҫӗ: тимлӗ пулмалла.
Нумая пулмасть Чӑваш Ен спортсменки Татьяна Акимова Тӗмен облаҫӗн чысне хӳтӗлеме тытӑннӑ. Паян вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ комананди йышӗнче Германире IBU Кубокӗнче тупӑшнӑ.
Татьяна Акимова спринтер чупӑвӗнче лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Вӑл финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене те Раҫҫей спортсменкисем йышӑннӑ: Валерия Васнецова тата Анастасия Шевченко. Татьяна Акимова Тӗмен облаҫӗн чысне хӳтӗленӗ.
Сӑмах май, спортсменка 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хӗр ҫуратса пӗлтӗрхи ҫуркунне трнировкӑсене тытӑннӑ.
Раҫҫейри фристайл федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар спортсменки, 20 ҫулти Лана Прусакова, Раҫҫейре чи лайӑх фристайлҫӑ пулса тӑнӑ.
Австрире иртнӗ тӗнче кубокӗнче иртекен «биг-эйр» дисциплина вӗҫленнӗ. Лана Раҫҫейри фристайлҫӑсен йышӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫапах ку тупӑшӑвӑн финалне лекме ҫителӗклӗ пулман.
Сӑмах май, Лана Прусакова – 2019 ҫулта иртнӗ хӗллехи Универсиадӑн чемпионки, Раҫҫей спорт мастерӗ, 2016 ҫулта ҫамрӑксен хушшинче иртнӗ хӗллехи Олимп вӑййисен ҫӗнтерӳҫи.
Паян Чӑваш Енри икӗ фристайлист Австрие тухса кайнӑ. Унти Крайшбергра Фристайл енӗпе тӗнче кубокӗн тапхӑрӗ иртӗ.
Раҫҫей чысне тӗнчере хӳтӗлекенсен йышӗнче — Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Вӗсем иккӗшӗ те— Раҫҫей спорт мастерӗсем.
Фристайлӑн «биг-эйр» дисциплининчи ӑмӑртусем кӑрлач уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче иртӗҫ. Ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ команди старта пӗлтӗрех хатӗрленме тытӑннӑ. Спортсменсем чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗччен Екатеринбургра тренировкӑра пулнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Австрири Хохфильценра биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн спринт ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Старта хӗрарӑмсем тухӗҫ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине нумаях пулмасть кӗнӗ пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова та тупӑшӗ.
Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене юлашки хут 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хутшӑннӑччӗ. Вӑл ун чухне Китайри Олимпиадӑра ӑмӑртнӑччӗ. Кайран чирленӗ, Тӗнче кубокӗн 2017/2018 ҫулсенчи тапхӑрӗнчи юлашки ӑмӑртусене хутшӑнайманччӗ. Унтан ача ҫуратрӗ, пӗчӗк Аделинӑн амӑшӗ кӗҫех каллех йӗлтӗр ҫине тӑчӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонта Раҫҫей кубокӗн ҫичӗ ӑмӑртӑвӗнче Татьяна Акимова ултӑ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Паянхи спринтра ентешӗмӗр старта 90-мӗш тухӗ. Маларах асӑннӑ журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ лайӑхах мар. Чӑн та, Хохфильценра 6 градус ӑшӑ, спортсменсем ӑмӑртнӑҫемӗн йӗлтӗр йӗрӗ япӑхса каять. Ӗнер ҫавӑ арҫынсен спринтӗнче аван сисӗннӗ. Старта юлашки ушкӑнпа тӑнӑ хӑвӑрт чупакан спортсменсемех, Понсилуома тата Самуэльсон шведсем, чупас хӑвӑртлӑхпа ҫӗнтерӳҫӗсене 1 минут ытла выляса янӑ.
Пирӗн ҫӗршыври ытти спортсменкӑна илсен Ирина Казакевич 7-мӗш номерпе старта тухӗ, Светлана Миронова — 8-мӗш, Евгения Павлова — 40-мӗш, Ульяна Кайшева — 45, Анастасия Гореева — 60.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог ҫуралнӑ. | ||
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |