Утӑ уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче (Чапаев урамӗ, 17) ӑмӑртӗҫ.
Турнира ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем килсе ҫитӗҫ. Кӑҫалхи программӑна многоборье енӗпе тата хӑвӑрт утассипе те ӑмӑртусане кӗртнӗ.