Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камит кӑтартӗҫ.
Пьеса авторӗ — Игорь Муренко. Унӑн ҫак пьесине 1997 ҫулта «Современная драматургия» журналта пичетленӗ. Камите Раҫҫейри, Литвари тата СНГ ҫӗршывӗсенчи 87 театрта лартнӑ. Спектакльсем Узбекистанри, Казахстанри, Болгаринчи, Францинчи фестивальсенче ҫӗнтернӗ. Игорь Муренко — Ҫӗнҫӗпӗрти паллӑ журналист.
Чӑваш сцени ҫинче пьесӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов лартнӑ. Унта юрату историйӗпе паллаштарнӑ. Камитре харкашу та пур, мирлешӳ те.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Царская невеста» (чӑв. «Патша хӗрӗ») спектаклӗ «Онегин» наци опера премин лауреачӗ пулса тӑнӑ. Вӑл «Пулӑм» номинацире ҫӗнтернӗ.
Сӗнтерӳҫӗсене Питӗрти Михайловский театрӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче чысланӑ. Наградӑна спектакль режиссерне-постановщикне Сергей Шепелева тыттарнӑ.
Спектакле РФ Культура министрествин гранчӗпе лартнӑ, ӑна вырӑссен паллӑ композиторӗ Николай Андреевич Римский-Корсаков ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ку постановкӑпа пӗлтӗр Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери М.Д.Михайлов ячӗллӗ опера фестивальне уҫнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Культура.рф порталӑн чи лайх трансляцийӗсен йышне лекнӗ. Чӑвашсен «Шинель» спектакльне пӗр каҫра 58 604 хутчен пӑхнӑ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗ залран тӳрӗ трансляцисем пуҫланӑ. Спектакле ӳкерме Культура.рф Раҫҫей порталӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Мускавран Шупашкара килсе ҫитнӗ.
Спектакле тӳрӗ эфирта пӑхнисем ӑна ырласа ҫырнӑ. «Халӗ ҫеҫ спектакль пӑхрӑмӑр! Мӗн тери лайӑх лартнӑ! Маттурсем! Тӗп сӑнар ролӗнчи артист Акакий Акакиевич кӑмӑлне мӗн тери ӗнентерӳллӗн уҫса пачӗ. Артистсене алӑ ҫупса тав тума спектакле театра кайсах курӑпӑр!», – тесе ҫырнӑ, сӑмахран, куракансенчен пӗри.
Спектакле Культура.рф порталта халӗ те пӑхма май пур.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шуйтан чури» премьера кӑтартнӑ. Ӑна, аса илтерер, Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр.
Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева.
Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ.
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин, Раҫҫейӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Валентина Ситовӑн юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ. Уяв К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Юбилей каҫӗнче артистка Борис Дроздӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакльти Мурова сӑнарне калӑплӗ. Спектакль режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов.
Валентина Ситова 1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищинче вӗреннӗ. 1983 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине йышӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьерӑна йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Куракансене «Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легендӑна чӗнеҫҫӗ.
«Этемлӗх ӗмӗрӗнче ҫут тӗнчерен мӗн чухлӗ халӑх ҫухалнӑ-ши! Вӗсен кашнин хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ: культури, чӗлхи, йӑли-йӗрки пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ тӗрлӗ ахӑрсамана витӗр хурҫӑ пек туптанса тухса хӑйне хӑй упраса хӑварма пултарнӑ. Мӗнле майпа? Несӗлсем пилленӗ чи хаклӑ пуянлӑха – ӑс-хакӑл ҫирӗплӗхне, вӑй-халне, вышкайсӑр паттӑрлӑхне – ҫухатманнине пула. Пирӗн, паянхи кун пурӑнакансен, чӑваш халӑхӗ малашне те пултӑр тесен ҫакна тӗпе хумалла та.
«Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легенда чӑвашсен иксӗлми вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗсене уҫса кӑтартать», — тесе пӗлтернӗ театр Фейсбукра.
Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем сцена ҫинче «Кӗтӳҫ» премьерӑпа тухӗҫ. Ӑна Владислав Николаев пьесипе лартнӑ.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак автора театра юратакансем аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» мюзикла та куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер хальхи вӑхӑтра журналист пулса ӗҫлет. Владислав Николаев юптарусем ҫырать, ытти жанрпа та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Хальхи трагикомедие Василий Иванов режиссер лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художник-постановщикӗ Светлана Иванова-Зверева 60 ҫул тултарнӑ.
Светлана Геннадьевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1994-2013 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник-бутафорта тӑрӑшнӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художник-постановщик пулса вырнаҫнӑ.
Светлана Геннадьевна сценографисем, тумтирсен эскизӗсене хатӗрлет. Юбиляра ыран, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль вӑхӑтӗнче саламлӗҫ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 103-мӗш театр сезонӗ уҫӑлӗ. Культура учрежденийӗнче ку спектакль 16-мӗш сезон пырать.
Спектакльте Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Карпов унччен Ванюк рольне калӑпланӑ, халӗ вӑл Ҫтаппан сӑнарне вылӗ. Елюк рольне калӑплама Оксана Драгунова ҫамрӑк артиста сӗннӗ, Ванюк ролӗнче те – ҫамрӑк артист, Сергей Павлов.
Спектаклӗн режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, спектакльте Федор Павлов юрри-кӗвви янӑрать.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитне кӑтартӗҫ. Вӑл театрӑн пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пьеса авторӗ — Николай Сидоров, режиссёрӗ — Дмитрий Петров.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «упӑшкипе арӑмӗ, Кахвун (Агафон) тата Акаҫҫи Курочкинсем, пилӗк хӗрӗнчен чи кӗҫӗннине качча панӑ хыҫҫӑн хӑйсем ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑччӗ кӑна, Ирина ҫамрӑк упӑшкине пӑрахса каялла таврӑнать. Ку ҫеҫ те мар-ха: аслӑ хӗрӗ Венера та ашшӗ-амӑшне «савӑнтарма» тӑван килне таплаттарса ҫитет! Савмасӑр качча тухнӑскер, ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн малтанхи юратӑвне кӗтет. Чуна ҫывӑх ҫынна шыраса тупас, юратӑва упраса хӑварас тесен мӗн чухлӗ вӑй хумалла-ха? Ҫакӑн пек ыйту кӑларса тӑратать куракан умне Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |