И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулма пилӗк ҫын — ҫав шутра республикӑн вӗренӳ министрӗ те пур — ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Кандидатсене аслӑ шкулӑн ӑсчахсен канашӗ тата Чӑваш Енти университетсемпе институтсен реткорӗсен канашӗ ырланӑ-мӗн.
Ректор пуканне куҫ хывнисем, тӳррипе, тата ытларах пулнӑ иккен. Анчах вӗсенчен пӗрне, улттӑмӗшне, Мускаври автотранспорт институчӗн Атӑлҫи филиалӗн директорӗн ҫумӗ Виталий Михайлов кирлӗ мӗнпур хута хатӗрлесе паман иккен. Ҫавна пула ӑна списока кӗртмен. Ҫапла вара кандидатсен йышӗнче — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн диреткорӗ Юрий Исаев, Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Шупашкарти филиалӗн кафедрин пуҫлӑхӗ Нина Семедова-Полупан, республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗ Андрей Александров, юлашкинчен асӑннӑ университетӑн кафедра пуҫлӑхӗ Анатолий Яковлев.
Сӑнавҫӑсен шучӗпе ректор пулас шанчӑк пилӗк кандидатран иккӗшӗн уйрӑмах пысӑк: республикӑн вӗренӳ министрӗн Владимир Ивановӑн тата Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗн Андрей Александровӑн.
Ҫак вӑхӑтра «Отель в национальном стиле» (чӑв. «Халӑх стилӗпе илемлетнӗ хӑна ҫурчӗ») конкурс пырать иккен. Унта ятарлӑ проектпа пирӗннисем те тухнӑ. Сӑмахран, Олег Владимиров сӗннӗ «Чӑваш хӑна ҫурчӗ» унта пур.
Олег Владимиров архитектор сӗннӗ проектра 8 пӳлӗмлӗ хӑна ҫурчӗ (унтах кафе пулмалла), ампарпа лаша витине пӗрлештерекен музей, чӑваш мунчи тата ҫуллахи чатӑр пулмалла. Пӗтӗмӗшле ҫак комплекс 2 гектар патнелле йышӑнмалла. Проекта ӑнлантаракан текстра кӑтартнӑ тӑрӑх ҫуртсене чӑвашсен йӑлипе вырнаҫтарнӑ. Музей ҫурчӗ йывӑҫран пулмалла — чӗнтӗр чӳречеллӗ, крыльцаллӑ. Хӑна ҫурчӗ йывӑҫ тата чул ҫуртсен пӗрлӗхне кӑтартса памалла — ҫапла май хулапа ял пӗр-пӗринпе тачӑ тӑни сӑнланмалла. Проекта Чӗмпӗрте пурнӑҫламалла.
Конкурсра халь сасӑлав тапхӑрӗ пырать. Олег Владимировӑн ӗҫӗшӗн сасӑлама ҫак адреспа кӗмелле — hotel2013.archdialog.ru/archives/139, унта Олег Владимировӑн ятне тупмалла та «Vote» ҫине пусмалла.
Конкурса ҫавӑн пекех Шупашкарта пурӑнакан Сакмарова Александра хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ, анчах унӑн ӗҫӗпе сайтра паллашма май ҫук.
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче Ӗпхӳри чӑвашсен П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗшӗн сасӑлав пырать. Вӗренӳ учрежденийӗ хӑй пек ытти заведенисем хушшинче «Чи лайӑх сайт» ята ҫӗнсе илесшӗн кӗрешӗве тухнӑ.
Конкурс пирки «Одноклассники» халӑх тетелӗнче Ӗпхӳ ҫынни Иван Тарасов ҫапла ҫырнӑ: «Калаҫҫӗ: чӑваш ҫынни ӑссӑр ҫын, чӑваш малтан кӗвӗҫет, чӑваша чӑваш ырӑ сунмасть, пулӑшма тӑрӑшмасть, хӗрхенсе хӗлле юр памӗ, такӑнтарас тӗлӗшпе ура хума ӳркенмӗ… Конкурс кӑтартса пачӗ: калани — ултав, суя сӑмах, эпир — ун пек халӑх мар! Чӑваш — ӑслӑ, илемлӗ, маттур, хастар, паттӑр, ӗҫчен, чи шанчӑклӑ тус! Чӑвашшӑн чӑваш — чи ҫывӑх тус, тӑван-хурӑнташ! Тав сире! Ǎнӑҫу ялан пултӑр Сирӗнпе пӗрле!»
Сӑмах май, сасӑлав ыран юлашки кун пырать. Апла тӑк эсир те Ӗпхӳри вырсарни шкулӗшӗн сасӑлама пултаратӑр. Хальлӗхе уншӑн 118 компьютертан сасӑланӑ иккен.
Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле Чӑваш чӗлхи кунне халалласа, чӑвашла сайтсем тӑвас паха опыта сарас тӗллевпе, «Вӗрентекенӗн чи лайӑх чӑвашла сайчӗ» ята ҫӗнсе илме сасӑлав конкурсӗ ирттерет.
Сасӑлав Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ ценрӗн сайтӗнче ( http://inset.chv.su/) 2011 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланать те 22-мӗшӗнче вӗҫленет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви Тав хучӗпе чыслать!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |