Этем эрех сиенлӗхӗ ҫинчен пӗлсех тӑрать пулин те ӗҫес йӑлана нимле те пӑрахӑҫлаймасть. Виҫине пӗлмесӗр лӑнкӑртаттарса пыра янӑ «усал» шӗвӗк ҫын ӑс-тӑнне минретет, тискер ӗҫе сахал мар тума хӗтӗртсе тӑрать. Шупашкарта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетет.
Мускав районӗн сучӗ 30 ҫулхи хула ҫыннине «ятарласа шут тытмасӑр сывлӑха хавшатса хӗрарӑм пурнӑҫне татнӑшӑн» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ.
Йӗрлев тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хайхи арҫын ӳсӗр килнӗ, амӑшӗ ӑна ҫакӑншӑн ятлама тытӑннӑ. Ку вара ывӑлне килӗшмен, вӑл амӑшне хирӗҫ тӑнӑ: сӑмахпа кӑна мар, «чышкӑласса» та тӑна кӗртме тытӑннӑ. Тапкӑ-ҫупкӑ ҫитерни ват ҫын пурнӑҫне татнӑ та.
Суд йышӑннӑ тӑрӑх арҫынна ку ӗҫ-пуҫшӑн 9 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекен (халӗ те унтах-ши, пӗлейместпӗр) Ксения Глунцовӑна тӗрлӗ телешоусене кӑмӑллакансем палласа ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Вӑл Андрей Малаховӑн «Пусть говорят» кӑларӑмне те хутшӑннӑччӗ, «Давай поженимся» шоура вара каччӑ шыранӑччӗ, «Прямой эфир» кӑларӑма кайнӑччӗ.
Нумаях пулмасть хайхи Турцие ҫитнӗ. Ҫук-ха, телекӑларӑмра ӳкерӗнме мар, канма кайнӑ. Анчах пике унти Вӑтаҫӗр тинӗсре шар курнӑ иккен. Ӑна уринчен акула евӗр пулӑ ҫыртнӑ имӗш. Унта 30 доллар тӳлесе тухтӑрсенче пулӑшу илнӗ-мӗн. Халӗ пикене Шупашкарти тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ, халӗ ун сывлӑхӗшӗн хӑрушши ҫук-мӗн. Ҫапах та хӗр Андрей Малаховӑн кӑларӑмне каяймасси пирки пӑшӑрханать иккен, мӗншӗн тесен ӑна авӑн уйӑхӗнче телешоуна чӗнме пулнӑ имӗш.
Эрех таврашӗ этем пуҫне минретни ҫинчен тата тӗрлӗ тискер ӗҫсем тума хӗтертни ҫинчен пӗрре мар илтнӗччӗ. Анчах та нивушлӗ ҫав сийӗнлӗ шӗвӗк ҫынна тӑван тӗпренчӗкӗ ҫине аллӑ йӑттарма пултарать? Пултарать ҫав иккен, унтан та тискерлӗ ӗҫ-пуҫсем тума та хӗтӗртет. Ҫакна ав кӑҫал пулса иртнӗ пулӑм та ҫирӗплетет.
Чӑваш Енӗн аслӑ сучӗ 35 ҫулхи Эдуард Иванова шӑпӑрлана вӗлӗрме тытнӑшӑн тата асӑрхануллӑ пулманнипе ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑ статьясемпе — «айӑплӑ» — тесе йышӑннӑ.
Ӗҫӗн материалӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ӳсӗр арҫын килте ахӑрма тытӑннӑ, вара шуйттан хӗтертнипе пулмалла алла тулли ҫур литр эрех кӗленчине тытса сасартӑк вӑл 7 уйӑхри шӑпӑрлана пуҫӗнчен ҫапнӑ. Хыҫҫӑн вара арҫын кӗленчесӗрех пӗчӗк ачана пуҫран тата ытти кӗлӗткен пайӗсенчен «чышкӑланӑ». Васкавлӑ пулӑшу урапи хӑвӑрт ҫитнипе кӑна тухтарсем тӗпренчӗк пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Арҫын тискӗрлӗхне пула ачан пуҫӗ хытах аманнӑ, кӗлетке ҫинче те сурансем чылай пулнӑ.
Йӗрлев ӗҫне ирттернӗ вӑхӑтра полици ӗҫченӗсем тата тепӗр кӑсӑклӑ пулӑма тӗпчесе пӗлнӗ. Пӗлтӗр, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иккен хайхи арҫын самай хӗренкеленӗскер хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне ура валли упражнени тума шухӑш тытнӑ.
Саккун йӗркине пӑсакансен шутне хӑш чухне полици ӗҫченӗсем те кӗреҫҫӗ. Вӗсене те вара явап тытараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар суд ларӑвӗнче ҫитес кунсенче 23 ҫулхи Шупашкарти полици уйлӑмӗнче ӗҫлекен йӗрке хуралҫин малалли шӑпине татса параҫҫӗ. Ӑна вара ҫул йӗркине пӑсса асӑрхануллӑ пулмассӑр ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Чӑваш Енчи СКР Йӗрлев отделӗ палӑртнӑ тӑрӑх асӑннӑ инкек акан 5-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ҫул тӑваткалӗнче — 10-мӗш Пиллекҫуллӑх урамӗпе Ельников тӑкӑрлӑкӗ хӗресленнӗ вырӑнта — пулса иртнӗ. ВАЗ-2114 маркӑллӑ урапапа пыракан йӗрке хуралҫи светофорӑн симӗс ҫуттипе каҫакан 72 ҫулхи карчӑка ҫапса кайнӑ. Ку инкекре ват ҫын сулахай уран чӗркуҫҫине хытах амантнӑ. Руль умӗнче ларакан полици ӗҫченӗ вара инкек вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Кӑна ятарлӑ медицина тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ. Йӗрке хуралҫи вара хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмах кунне отпускра пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Паянхи куна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗпчев ӗҫне вӗҫленӗ. Ҫитес кунсенче вара суд ларӑвӗ ват ҫына таптакана явап тыттарӗ.
Тӳррипе, лешсем хӑйсене хӗнеттерсех тӑман пуль-ха, анчах вӑл вӗсене кӑкӑртан тата ҫурӑмран темиҫе хутчен ҫапма май тупнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 ҫулхи Шупашкар пики ШӖМӗн тӗп хулари управленийӗн 5-мӗш пайне хӑйӗн паллаканне ертсе пынӑ. «Ҫапла та ҫапла, ак ҫак каччӑ мана хӗнерӗ», — ӑнлантарнӑ ӳсӗр пике. Пынӑ ҫынна кӑларса яраймӑн. Пикене ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспектор пӳлӗмне чӗннӗ, ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартма ыйтнӑ. Тем килӗшмен-ҫке хӗре — унта вӑл йӗрке хуралҫипе хирӗҫме, хут ҫине ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешме тытӑнса кайнӑ. Шӑв-шава илтсе тепӗр полицейски тата унпа пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм пырса кӗнӗ, чӑрсӑр пикене лӑпланма ыйтнӑ. Ҫакӑ хӗр пӗрчине пушшех уртарнӑ курӑнать — хайхисене кӑкӑр тӗлӗнчен тата ҫурӑмран темиҫе хут ҫапнӑ.
Сӑмах май, каччӑ хӗре хӗнеменни ҫиеле тухнӑ. Пике ӑна хӑратас тесе йӗрке хуралҫисем патне ертсе пынӑ иккен.
Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗр пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
«Эпӗ нимрен те тӗлӗнместӗп», — теҫҫӗ вара хӑш чух теприсем. Чӑн та, нимрен те тӗлӗнмелле мар-тӑр ҫав. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхсенчен пӗри.
Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 35 ҫулхи хӗрарӑм ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хайхискер хӑйне пӗрле пурӑнакан арҫын мӑшкӑллани, ҫав вӑхӑтра лешӗ пуртӑпа хӑмсарни пирки пӗлтернӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, суйса евитлеме юраманни, суйсан пуҫиле майпах явап тыттарасси пирки хӗрарӑма тӗпчевҫӗсем асӑрхаттарнӑ. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, лешӗ хӑйӗннех пенӗ.
Унтан… тӗпчев пуҫланнӑ. Анчах никам та никама та ирӗксӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем патне заявленипе пырас умӗнхи кун иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ иккен. Ҫав вӑхӑтра арҫынӗ хӗрарӑма айккинелле чупатӑн тесе ӳпкеленӗ-мӗн. Ҫакӑн пек каланине хӗрарӑм ытла та йывӑра илнӗ курӑнать ҫав — тавӑрас тесе (кӑна хӗрарӑм каярах хӑех йышӑннӑ) йӗрке хуралҫисем патне ҫул тытнӑ.
Арҫынна кирпӗч ӑсатма шут тытнӑ хӗрарӑма халӗ хӑйне пӗр ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
Ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче пушар тухнӑ пулнӑ. «Хӗрле автан» сӑлтавӗ вара — аслатие пула хыпса илнӗ электричество пралукӗ. Ҫулсерен упранса пыракан йӑлана — аслати вӑхӑтӗнче электричествӑпа ҫыхӑннӑ техникӑпа усӑ курма юраманни — 58 ҫулхи кил хуҫи хальхинче пӑхӑнас мар тенӗ, ҫакна пула асӑннӑ пӑтӑрмаха лекнӗ ӗнтӗ.
Пушар тухнӑ ҫӗре вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем килнӗ, вӗсем ҫулӑма начасах сӳнтернӗ. Анчах ку синкерлӗ пулӑм ват ҫынна шырлӑх кӳме ӗлкернӗ. Ҫулӑм айӗнче телевизор, электричество счетчикӗ тата пӳртӗн шал енчи пайӗ пӗтнӗ. Шырлӑхӑн пӗтӗмӗшле суммине 50 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Инкекре аманнисем пурри ҫинчен пӗлтермеҫҫӗ.
Ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, министӑрсен кабинетӗчен членӗсен канашлӑвӗнче — вӑл эрнесерен пулать — ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли «Ылтӑн пучах» уйлӑх таврашӗнче пулса иртнӗ тискер ӗҫ-пуҫсем ҫинчен калаҫнӑ. Пухура 2013 ҫулти лагерьсен пӗрремӗш сменӑн пӗтӗмлетӗвӗсене те тунӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталану министрӗ Надежда Осипова палӑртнӑ тӑрӑх лагерьсене вожатӑйсене ӗҫе илнӗ чухне йынӑшсем нумай тунӑ, шап та лӑп вӗсем вӑхӑт иртсен палӑра пуҫланӑ те имӗш. Сӑмахран, «Ылтӑн пучах» лагерӗнче диджей пулса ӗҫлекен каччӑ саккун йӗркине малтан та пӑснӑ, уншӑн ӑна явап та тытарнӑ пулнӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин пуҫлӑхӗн Владимир Иванов шухӑшӗпе вара асӑннӑ лагерьте пулса иртнӗ пулӑмсемшӗн ӗҫе вырнаҫтаракансене явап тыттармалла.
Республика Элтепӗре Михаил Игнатьев вара синкер пулӑмсене уйлахсенче вӑй хуракансен шалу укҫи (8–10 пин тенкӗ) пӗчӗк пулнипе ҫыхӑнтарать. Пуҫлӑх ҫак ыйтӑва ҫитес кунсенче татса памалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.
Паянхи куна лагерьсенче ӗҫ-пуҫ тивӗҫлипех пурнӑҫлантӑр тесе йӗрлев комитечӗ тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерет.
Кашни ҫӗнӗ кун тӗрлӗ пулӑмсемпе палӑрать. Ҫавах пуриншӗн те вӑл лайӑх, яланах ырӑпа вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Тискер ӗҫ-пуҫа ҫӗршывра куллен туллинех сӑнама май лекет. Мӗн пур массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫакӑн йышши хыпарсене яланах туллин те сӑнарлӑ пӗлтерме юратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуль паянхи ӗмӗрти ҫын кашни утӑмра вӑрӑ-хурахсене, террористсене, усал шухӑшпа ҫӳрекен ҫынсене «тӗл пулассипе» пурӑнать.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче Шупашкар ҫынни полици ӗҫченӗсене хӑйӗн тимӗр урапине — «Лада Калина» маркӑлла машина — вӑрласа кайни ҫинчен пӗлтернӗ. Полици 4-мӗш пайӗн оперативникӗсем тӳрех шырав ӗҫне пикеннӗ. Вара иккемӗш кунхине вӗсем хайхи урапана Мичман Павлов урамӗнче вырнаҫнӑ клуб ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Урапа вара ҫак вырӑнта водителе пулах килсе ҫитнӗ пулнӑ. Тимӗр лашасӗр «юлнӑ» арҫын пӗр кунхинче хытах ӗҫне иккен, «хаяр» шӗвӗк вара водитель ӑсне минретнӗ пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн урапине ӑҫта лартса хӑварнине манса кайнӑ. Тен, клуба килнӗ юлташӗсене курма васкаса арҫын урапара хаклӑ япаласем пӑрахса хӑварма та хӑраман. Тура шӗкер, вӗсене никам та вӑрласа кайман.
Шывран вут пек хӑра, вутран шыв пек хӑра тенӗ чӑваш. Чӑн та, иккӗшӗ те шӳтлемелли япаласем мар ҫав. Тата вӑрӑран юлать, вутран юлмасть тенине шута илсен пушшех те шиклентерет. Шӑматкун, акӑ, Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кунхи вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫиҫӗме пула 59 ҫулти арҫын сарайӗ тивсе илнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме пырса ҫитнӗ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, Турра шӗкӗр, вута алхасма паман — хӑвӑрт сӳнтернӗ. Ҫапах та хуралтӑн ҫивиттийӗ ҫунса кайма ӗлкӗрнӗ, вӑл хӑй те самай сиенленнӗ. Тӑкака 25 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |