Кустӑрма (Кострома) облаҫри дума депутачӗсем Раҫҫей правительствине сӗнӳ ярасшан иккен — шкул автобусӗсенче те мӗлтлетмӗшсемпе усӑ курма ирӗк илмешкӗн. Вӗсен шухӑшӗпе сарӑ тӗслӗ мӗлтлетмӗш лартсан шкул автобусне ытти водительсем тӳрех асӑрхӗҫ, хӑйсене асархануллӑрах тытма пуҫлӗҫ.
Кустӑрма облаҫӗнче паянхи кун тӗлне пурӗ 120 шкул автобусӗ шутланать, вӗсенчен 95-ӗшӗ кашни кун шкул ачисене вӗренме илсе каять, уроксем пӗтсен килӗсене леҫет. Пурӗ 3 пин ача вӗсен пулӑшӑвӗпе шкула ҫитет, шкултан таврӑнать.
Чӑваш Енре те сахал мар вӗсем. 300 ытла автобус ялсенчи ачасене шкула ҫитерет. Ҫӗннисемпе те вӗсене улӑштарса тӑраҫҫӗ: пӗлтӗр, сӑмахран, 78 ҫӗнӗ автобус илмелле пулнӑ. Пысӑк пӑтӑрмахсем пирки калаҫу пуҫлас пулсан 2008 ҫулта пулса иртнине аса илме пулать — шкул автобусӗн водительне пула ун чухне Ишек (Шупашкар районӗ) патӗнче пӗри ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Телее, никам та вӑйлӑ суранланманччӗ.
Паян ирхи 9 сехет ҫитеспе Шупашкарта Газель ҫаврӑнса ӳкнӗ. 270-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус Трактор тӑвакан проспекчӗн 85-мӗш ҫурчӗ умӗнче инкеке лекнӗ.
ҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ-пуҫ сулахайра пыракан тепӗр маршрут автобусӗн водителӗ хӑйӗн машинне пӑхӑнтарайманнине пула пулса иртнӗ — вӑл 270-мӗш маршрутпа пыраканне пырса ҫапнӑ, лешӗ вара ҫул айккине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӑтӑрмахра никам та суранланман. Ларса пынӑ пур ҫын та инкек тӳснӗ хыҫҫӑн хӑйсемех саланнӑ.
Паян ирхине Челепи, Тӗмен, Свердловск тата Курган облаҫӗсенче метеорит ҫумӑрӗ тӑкӑннӑ. Уйрӑмах Челепи хули таврашӗ пысӑк сиен тӳснӗ. Тӗнче уҫлӑхӗнчен ӳкнӗ чул катӑкӗ хулара чылай кантӑка ҫӗмӗрнӗ. Ҫӗр ҫине ӳкес умӗн метеорит сирпӗннине пула (7-8 пин ҫухрӑм ҫӳллӗшӗнче) хӑш-пӗр вырӑнта чӳречесем рамӑсемпе пӗрлех тухса вӗҫнӗ. Чи пысӑк сиен шутне цинк туса кӑларакан савутӑн хӳмипе тӑррине ҫӗмӗрнине кӗртме пулать (Лондонри биржа ҫакна пула цинк хакне те 1 процента хӑпартса янӑ теҫҫӗ).
Пӗр пин ҫынна яхӑн шар аманнӑ — ытларах чӳрече кантӑкӗн ванчӑкӗсене пула. Ҫавӑн пекех ҫӗр ытла ҫыннӑн пульница пулӑшӑвне ыйтма тивнӗ. Икӗ ҫын вӑйлӑ суранланни пирки пӗлтерни тӗл пулать.
Метерорит катӑкӗсем виҫӗ вырӑна ӳкнӗ пулас — иккӗшӗ Челепи облаҫӗнчи Чебаркуль районӗнче (пӗри Чебаркуль кӳллинче 6 метр диаметрпа шӑтӑк тунӑ) тата Златоуст районӗнче. Ӑсчахсен шучӗпе Чебаркуль кӳллинчи метеорит пысӑкӑшӗ 6 метра ҫитме пултарать, вӑл темиҫе тонна таймалла.
Паян Чуллӑ Ҫырти (Тутарстан) 22-мӗш шкулта пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм тумтир ҫакмалли пӳлӗмрен пуҫланнӑ. Вырӑнти ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх айӑпӗ электропроводкӑра пулма пултарать.
Ҫулӑма вӑхӑтра асӑрханӑран шкулран пурне те вӑхӑтра кӑларма пултарнӑ. Пурӗ 801 ҫынна эвакуациленӗ, вӗсенчен 762 — вӗренекен ачасем. 12 ачана пусмапа усӑ курса, 18 ачана чӳречерен кӑларма тивнӗ — шкултан тухма вӗсене ҫара тӗтӗм чӑрмантарнӑ.
Вут-ҫулӑм тивнӗ шкула пӑрахса тухнӑ хыҫҫӑн ачасене юнашарти лавккана вырнаҫтарнӑ, каярах вара киле кайма ирӗк панӑ.
Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта каллех пӑтӑрмах — тиевлӗ машин локомотива ҫул паман.
Никам та суранланман, тиев машина те вӑйлах ҫӗмӗрӗлмен — анчах та ҫак пӑтӑрмаха пула ҫул пӳлленсе ларнӑ-ларнах. Ҫӗнӗ Лапсартан Шупашкара ҫитес шухашлисен тавраран (е Кӳкеҫ еннелле каякан ҫулпа, е Мӑн Карачурана тухаканнипе) ҫаврӑнса кайма тивӗ.
ПАИ ӗҫчӗнӗсем пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ те ӗнтӗ — машинсен ҫӳревне йӗркелесе тӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (2)
Паян 20 сехет те 20 минутра Москакасси (Муркаш районӗ) патӗнче М7 автоҫул урлӑ ҫуранҫӳрекенсем валли хывакан кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Пӗр тиев машини сиенленнӗ. Ҫынсем аманман пулас — хальлӗхе кун пирки пӗлтермен.
Хальхи вӑхӑтра машинсем тавра ҫулпа Мӑн Сӗнтӗр урлӑ ҫаврӑнса каяҫҫӗ. Вырӑнта ИӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, ҫулӑм тавраш тухасран ҫывӑхри пушар станцийӗнчен автоцистерна ҫитсе тӑнӑ.
Ҫуранҫынсене каҫма хатӗрленӗ кӗпере хайхи вӑхӑтра туса ҫитереймӗҫ ӗнтӗ — укҫи-тенки енчен те самай пысӑк тӑкак тӳсме тивӗ пулӗ-ха... Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче пӑтӑрмахсем темскер нумайланса кайрӗҫ... Инкек пӗччен килменни пирки калакан ваттисен сӑмахне аса илтерет...
Чукун ҫул ҫинчен ӳпӗннӗ вакунсенче кӑмрӑксӑр пуҫне мазут тата чул катӑкӗсем турттаракансем те пулнӑ. Мазут цистерни хӑяккӑн выртнӑран ун анинчен унти шӗвек юхса тухнӑ иккен. Пурӗ 50 тӑваткал метр ҫӗр сиенленнӗ, хӑй цистерни юсавлах.
Чӑваш Ен Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьева кунти лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать. Пӑтӑрмах вырӑнӗ тӗлне Чӑваш Республикинчи инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ҫитнӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 100 метр чукун ҫул тата электропередача линийӗн юпи сиенленнӗ. Пӑтӑрмаха сирес тӗлӗшпе пурӗ ҫӗре яхӑн РЧҪ ӗҫченӗ вӑй хурать, 20 яхӑн урапаллӑ техника ӗҫлет. Канашпа Арсамасран 4 юсав пуйӑсӗ килмелле.
Ҫӗмӗрле районӗнчи пӑтӑрмах тунӑ сиене ирхи 4 сехет тӗлне юсаса ҫитересшӗн. Хальлӗхе пуйӑссем Канаш–Красный узел–Арсамас урлӑ пӑрӑнса иртеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах тавар пуйӑсӗ юр хыракан составпа сӗртӗнсе ҫапӑннине пула пулнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнче 207-мӗш тавар пуйӑсӗн кӑмрӑкпа тиенӗ 13 вакунӗ ӳпӗннӗ. Пӑтармах Чулхула чукун ҫулӗн 609-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енри ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр ҫын та аманман, анчах пуйӑссем ҫӳремелли ҫул икӗ еннеле те юрӑхсӑра тухнӑ. Пӑтӑрмаха сирме Канашпа Арсамасран (Чулхула облаҫӗ) юсавпа тӳрлетекен пуйӑссем тухнӑ та ӗнтӗ.
Кӑмрӑкпа тиенӗ вакунсем мӗнле салтава пула ӳпенни хальлехе паллӑ мар-ха.
Паян Михаил Игнатьев Элтепӗр йӑла газӗ сирпӗннине пула шар курнӑ Туҫи ҫыннисене пулӑшас тӗлӗшпе ятарлӑ пуху ирттернӗ. Чи малтанах Михаил Васильевич ҫак инкеке сирес тӗлешпе ӗҫленӗ пур ҫынна та тав сӑмахӗ каланӑ.
Йӑла газӗ сирпӗннӗ ҫурта тӗппипе ишӗҫ. Ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма палӑртаҫҫӗ. Элтепӗр пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей ИӖМне тата Регионсен министерствине федераци хыснинчен укҫа илме заявка янӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх ҫак инкеке пӗтӗмӗшле сирме 60 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Шар курнӑ ҫынсене Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗресӗн Чӑваш уйрӑмӗ те пулӑшать. Мӗнпе те пулин сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан япаласене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Ленинград урамӗ, 31 ҫурт. Уйрӑмах тумтир, пушмак, алшӑлли, утиал кирлӗ.
Ыран Ҫӗрпӳ районӗнче хурлӑхлӑ кун.
Асаилтерепӗр, Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнче вырнӑҫнӑ виҫӗ хутлӑ ҫуртра йӑла газӗ ӗнер ирхи сирпӗнсе кайнӑ. Пурӗ тӑватӑ хваттер тӗппипе ишӗлнӗ, 2 ҫын вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ аманнӑ.
Паян Шупашкарӑн тӗп пайӗнче икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Вут-ҫулӑм тухни пирки пӗлсенех кунта 4 пушар машини пырса ҫитнӗ.
Ҫулӑма ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: ҫуртӑн ҫур пайӗпе усӑ курманнипе пӗрех — пурӑнакансем унта сайтра хутра ҫеҫ килсе каяҫҫӗ иккен; иккӗмӗш ҫурринче вара пӗр пӗччен арҫын пурӑннӑ. Кӳршӗсем каласа панӑ тӑрӑх вӑл ӗҫме юратнӑ иккен. Вутпа кӗрешекенсем ҫурта тишкернӗ тӑрӑх пӗр вилӗ тупнӑ.
Пушар мӗнрен тухнине хальхи вӑхӑтра тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |