Чӑваш Енре аптекӑна тивертсе яракана… йытӑ шыраса тупма пулӑшнӑ. Вӑл полицейскисене ирсӗр ҫын йӗрӗ ҫине ӳкме пулӑшнӑ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине Етерне хулинче аптека ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм хатӗр-хӗтӗре, эмелсене, сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Специалистсем аптекӑна такам чӗртсе яма пултарнине палӑртнӑ.
Вырӑна оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ. Ҫав йышра Блэк ятлӑ йытӑ та пулнӑ. Йытӑ хурах йӗрӗ ҫине ӳксе полицейскисене ҫурт патне илсе ҫитерекен сукмакпа ертсе кайнӑ. Унти пӗр хваттерсенчен пӗринче унччен те судпа айӑпланнӑ, Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне преступлени йӗрӗсӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Кам епле пултарать, ҫавӑн пек пуять темелле-ши Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗнчен ҫумӗнче тӑрӑшакан этем пирки. Пуймалӑх сумми те ҫук пек те, анчах ӑна тӗпчевҫӗсем улталама хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫав ҫын хӑйӗн тӑванӗпе матрас тултармалли хатӗре 2 тонна та 772 килограмм сутасси пирки килӗшӳ тунӑ. Анчах колонирен материала 3 тонна ытла тиесе парса янӑ. Ҫапла вара 500 килограмм хут ҫинче курӑнмасӑрах кайнӑ. Тавар туянакан ҫав хатӗре тепӗр ҫӗре икӗ хут хаклӑрахпа сутнӑ.
Колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ колоние 15 пине яхӑн шар кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ку фактпа РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем кӑсӑкланма тытӑннӑ. Тӗпчев малалла пырать, ӑл мӗнпе вӗҫленнине каярах пӗлӗпӗр.
Чӑваш Ене Турцирен килнӗ Джамаледдин Явуз ӑсчаха, тюрколога тытса чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Вӑл кунта «Юнус Эмре» программӑпа диссертаци валли материалсем пухма килнӗ-мӗн. Маларах Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи «Утмӑлтурат» ушкӑнӗн юрри-ташшипе паллашнӑ. Вӑл унта Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологипе культурин доценчӗпе Оксана Сорокинӑпа пырса ҫитнӗ. Вӗсем анатри, тури чӑвашӗсен йӑли-йӗркине, фольклорне тӗпчес тӗллевпе ҫула тухнине пӗлтернӗ.
«Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӱрекенсем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе сӑйларӗҫ, мӗнле хатӗрлемеллине каласа кӑтартнӑ. Вӗсем пӗҫернӗ ӗне ыррине, чӑкӑта, тӱрккӑ икерчине, аш шӱрпине аякран килнӗ хӑна кӑмӑлласа ҫинӗ, питӗ тарават кӗтсе илсе хӑналанӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ. Вырӑнтисем Эльмен тӑрӑхӗнчи ҫырмасен, ялсен ячӗсемпе, вӗсем мӗнле пуҫланса кайнисене каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарти водительсем ҫул-йӗр правилине пӑснине ҫул-йӗр инспекторӗсем вӑрттӑн ӳкереҫҫӗ. Ҫулта-йӗрте йӗрке тӑвакансен ураписене аякран ниепле те уйӑрса илеймӗн — вӗсем ятарлӑ паллӑллӑ машинӑсемпе ҫула тухмаҫҫӗ. Водительсем йӗркене пӑснине асӑрхасан ҫавсем ӳкерсе илеҫҫӗ те ҫывӑхри ҫул-йӗр патруль службине систереҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗр сехетре кӑна йӗркене пӑснине 15 асӑрхани пирки пӗлтерет республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Шупашкарти ҫул-йӗр инспекцийӗн управленийӗ хыпарлани тӑрӑх.
Инспекторсем час-часах асӑрхакан кӑлтӑксем шутӗнче светофорӑн ҫутине пӑхӑнманнине кӗртмелле. Руль тытса пынӑ чухнех телефонпа калаҫни те час-часах тӗл пулать. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫарма урапана чарманнине те, е тата, ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли йӗр ҫине машиӑнна чарса лартнине те асӑнмалла. Юлашкинчен каланине маршрут автобусӗсем ытларах пӑсаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбусра хӗрарӑм «вӑрҫӑ» тунӑ. Ку пулӑм масштаблӑ мар-ха, ҫапах вӑл ҫынсене питех те тӗлӗнтернӗ.
Хӗрарӑм «Каблучок» чарӑнура икӗ ачапа кӗнӗ. Асли 12 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Ку чӳкӗн 29-мӗшӗнче 14 сехет тӗлӗнче пулнӑ.
Анчах кӑштахран хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсемпе тухнӑ та троллейбуса кӗтсе тӑма хушнӑ. Икӗ ачине салонрах хӑварнӑ. Анчах троллейбус кӗтме пултарать-и вара? Унӑн график-ҫке-ха. Троллейбус малалла хускалнӑ.
Ҫав хӗрарӑм «Пепкелӗх центрӗ» чарӑнура каллех кӗнӗ. Хальхинче вӑл кондукторпа харкашма пуҫланӑ — тӗнче пӗтме пуҫланӑ тейӗн.
Ӗнер ирхине Шупашкарти «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫулӑм контейнерлӑ пайра алхаснӑ. Пушар ирхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче тухнӑ. Унӑн сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем тимлеҫҫӗ.
«Елена» суту-илӳ комплексӗнчи пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ун территорийӗ хыҫӗнче никам ирӗк паман ҫӳп-ҫап вырӑнӗ йӗркеленнӗ. «Хӗрлӗ автан» шар кӑтартнине пӗтернӗ май ҫунса кайнӑ япаласене — сӑрӑна, лапочкӑна, хими ытти хатӗр-хӗтӗрне — рабочисем «Елена» хыҫӗнчи территорие тухса купаланӑ. Ҫывӑхрах, вунӑ метрта — ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсем иккен. Кунта сӑмахӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнчи 3-мӗш тата 5-мӗш ҫуртсем пирки пырать. Лакрей вӑрманӗ те ҫав тӑрӑхрах.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ учителе суд тенкелӗ ҫине лартасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ .
Аса илтеретпӗр, 51 ҫулти хӗрарӑм-вӗрентекен пӗрремӗш класс ачине урокра кӳрентернӗ-мӗн. Ӑна вӑл указкӑпа ҫапнӑ. Уҫӑпа та, алӑпа та пуҫран ҫапнӑ пулать. Ҫакна класрисем телефон ҫине ӳкерсе илнӗ те видео тӗнче тетелне лекнӗ. Ку факт пирки йӗрке хуралҫисем кӑсӑкланма пуҫласанах вӗрентекене ҫийӗнчех шкултан кӑларса янӑ.
Халӗ суд пулнӑ. Хӗрарӑм-вӗрентекене 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпласа сӑнамалли вӑхӑта 2,5 ҫуллӑха панӑ.
Маларах Комсомольски тӑрӑхӗнчи вӑтӑра та ҫитмен вӗрентекене ачасем ҫине ал ҫӗкленӗшӗн айӑпланӑччӗ. Ӑна ҫамрӑк, опыт ҫук текелерӗҫ.
Паян «Елена» пасарта ҫулӑм алхаснӑран ҫур хула «пӑкӑпа» тулнӑ, чылай ҫын кирлӗ ҫӗре питӗ кая юлса ҫитнӗ.
Пушар ирхи 7 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Малтанах тавар контейнерӗсем ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Пасарта пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫыннӑнах ултӑ контейнер ҫунса кайнӑ. Унта пралук, лак, сӑрӑ сутнӑ вӑл. Тӗнче тетелӗнче хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, контейнерсен ҫав хуҫине васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ имӗш вӑл.
Пасар ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм кайран обой сутӑнакан палаткӑна куҫнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ.
Пасарта ӗҫлекенсен пӗри тӗнче тетелӗнчи хыпар айне комментари хӑварнӑ: «Ҫак пасарта ӗҫлетӗп. Хуҫи ирех килчӗ. Контейнера уҫрӗ, ҫутӑ ҫутрӗ те кофе е чей илме кайрӗ. Унтан килсен иккӗмӗш контейнерне уҫрӗ, унтан ҫулӑм тӑрук тухрӗ. Ахӑртнех, пралука пула пушар тухнӑ».
«Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх вара, ҫав хуҫа пульницӑра мар, ӑна пасар администрацийӗнче курнӑ.
Пушара 10 сехет тӗлне ҫеҫ сӳнтернӗ.
Нумаях пулмасть республикӑра виҫӗ ҫын ром ӗҫнӗ хыҫҫӑн вилни пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӑхра сас-хура тухнӑ тӑрӑх, хӗрпе каччӑ реанимацире вилнӗ. Ишлейре хӑнара пулнӑ хӗрарӑм вара Кӳкеҫ пульницинче куҫне хупнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӑватӑ ҫынна айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсене аслӑ суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тытса чарнӑ.
Ҫакна тума пултарнӑ тӑватӑ ҫынна кӗске вӑхӑтрах тытса чарнӑ. Вӗсен йышӗнче — коммерци организацийӗн тӗп директорӗ, унӑн амӑшӗ, еркӗнӗ тата вӗсен пӗлӗшӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене Пуҫиле кодексӑн 238-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн 10 ҫул таранах йӗплӗ пралук леш енне ӑсатма пултараҫҫӗ.
Паян ирхине Шупашкарта вырнаҫнӑ «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухнӑ. Ҫулӑм контейнерсемлӗ пайра алхаснӑ. Халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх хура тӗтӗм хулан чылай пайӗнче курӑннӑ.
Пушар сӳнтерекенсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ, пушара алхасма паман. Ҫавах та темиҫе контейнерти пурлӑх ҫулӑма пула сиенленнӗ. Пушара сӳнтернӗ май Фёдор Гладков урамне хупӑрласа хунӑ пулнӑ, вӑл микрорайонтан ӗҫ вырӑнне ҫитме палӑртакансене урӑх маршрутсем суйлама сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |