Эрех-сӑра енне супнӑ, ачи-пӑчи пирки маннӑпа пӗрех пурӑнакан ҫемьесене вӑхӑтра тупса палӑртассипе ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссисем ӗҫлеҫҫӗ. Кашни районтах пур ун пеккисем. Ҫул ҫитменнисене хӳтӗлессинчен ытла вӗсене явап тыттарассипе ҫине тӑраҫҫӗ тесе калакаланине те илтме тиветчӗ маларах.
Ҫавӑн пек комиссин черетлӗ ларӑвӗ ҫак кунсенче Шупашкар районӗнче иртнӗ. Унта Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗн ертӳҫи Татьяна Михайлова та хутшӑннӑ.
Хальхи ларура яваплисем ашшӗ-амӑшӗпе тата вӗсен ҫул ҫитмен ачисемпе ҫыхӑннӑ вунӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Учетра тӑракан ҫемьсенчен юсанакансем те пур иккен. 4 ҫемьене, ав, реабилитациленнӗ тесе начаррисен шутӗнчен кӑларнӑ.
Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесе ачасем хаваспах кайса кураҫҫӗ. Вӑл Андриян Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ. Унта тӗрлӗ чӗрчун кӗтес тупнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, унтан темиҫе кайӑк ҫухалнӑ. Хурах сайра тӗл пулакан 8 кайӑка йӑкӑртнӑ.
Паркра ӗҫлекен хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, такам зоокӗтесри картана ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Вӑл 8 кайӑка йӑтса тухса кайнӑ. Тӑватӑ фазан, ҫавӑн чухлех цесарка, икӗ чӑх тата кӑвакал ҫухалнӑ. Полицие кун пирки ҫийӗнчех пӗлтернӗ.
Паян фазанпа икӗ цесаркӑна тупнӑ. Вӗсене «Олимпийский» стадионта асӑрханӑ. Ыттисем хальлӗхе тупӑнман-ха.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев партирен тухнӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗччӗ. Чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне Дмитрий Евсеев РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ.
Партирен тухас шухӑш тытнине Дмитрий Евсеев брифинг пухсах пӗлтернӗ. Хӑйӗн утӑмне ҫамрӑк коммунист коммунистсен партийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарӗпе Валентин Шурчановпа сиксе тухнӑ ӑнланманлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ. Енсем РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавне хатӗрленессипе тата ирттерессипе пӗр-пӗрне ӑнланман иккен.
Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн рескомӗнче маларах та ӑнланманлӑх тупӑннӑччӗ. Ун чухне Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарьне Виктор Ильина партирен кӑларнӑччӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗ ҫывӑхӗнче Саранскран Кирова таврӑнакан автобус ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Унта ачасем пулнӑ. Вӗсене ун хыҫҫӑн ҫывӑхри шкула илсе ҫитернӗ.
Ачасене шкулта апатлантарнӑ та тепӗр автобуса лартса янӑ. Ӑна Шупашкартан чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Кировран тепӗр автобус хирӗҫ тухнӑ. Вӗсем тӗл пулсан ачасене унта куҫарӗҫ. Ҫапла 28 ача тата 6 аслӑ ҫын киле ҫитӗҫ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах трансмиссипе ҫыхӑннӑ. Ачасем спорт ӑмӑртӑвӗнчен таврӑннӑ чухне пулнӑ ку.
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра Чӗмпӗр облаҫӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Аварире Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем вилнӗ: 39 ҫулти хӗрарӑм тата 6-ри хӗрача.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Hyundai Sonata урапа руле итлеттереймен, ҫул хӗррине тухса кайнӑ. Унтан вӑл Ford Focus урапапа пырса ҫапӑннӑ. Унта вара Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем иномаркӑран 6-ри хӗрачан тата 39 ҫулти хӗрарӑмӑн кӗлеткине кӑларнӑ. Вӗсем вӑйлӑ суранланнӑ, пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама чарӑннӑ.
Водителе тата икӗ пассажира, аманнӑскерсене, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти Гузовский урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакан сусӑра лавкка канӑҫсӑрлантарать.
А.В. Долганов ятлӑ сусӑр республикӑн тӗп хулинчи маларах асӑннӑ урамри 4-мӗш ҫуртри 2-мӗш хваттерте пурӑнать. Хваттерӗ хайхин пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ. Сусӑр килӗпе юнашарах «Seven» лавкка суту-илӳ туса пурӑнать. Лавккан компрессорӗнчен конденсат пухӑнать-мӗн, ҫавӑ сусӑр хваттерне чӳречерен лексе хваттере нӳретет.
Кун пирки лавккапа та ҫыхӑнса пӑхни усси пулман, ҫурта тытса тӑракан управляющи компанире телефон ӗҫлемест иккен. Аптӑранипе сусӑршӑн хӳтлӗх шыраса А.В. Корнилов ятлӑ ҫын «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) портала ҫырса янӑ. Унта автор кӑлтӑка пӗтерме пулӑшма тата айӑплисене хваттерте юсав ирттерттерме ыйтать.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменӗнче хоккейла вылянӑ хыҫҫӑн Герман Шашурин вилнӗ.
Халӗ, следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Герман Львовича ытларикун, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, пытарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хоккеист миокард инфарктне пула сывлама чарӑннӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Пурӑннӑ пулсан Герман Шашурин кӗҫӗх, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 47 ҫул тултарӗччӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, ирхине Хаваровск крайӗнчи ҫар чаҫӗнче пирӗн чӑваш салтакӗ сарамсӑр вилнӗ. Фургонра сакӑр салтак пулнӑ. Пӗри хӑвӑрт ҫунакан шӗвекпе усӑ курса кӑмака хутма тӑнӑ. Фургон ҫунма тытӑннӑ.
Салтаксем ҫӑлӑннӑ. Анчах кӗтесре ҫывӑракан каччӑ тухайман. Вӑл шӑпах пирӗн ентеш пулнӑ. Павел Вязов — Ҫӗнӗ Шупашкарта каччи.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатне кун пирки нарӑсӑн 1-мӗшӗнче 23 сехетре пӗлтернӗ. Ун чухне Хабаровск крайӗнче ир пулнӑ. Ҫар комиссариачӗ каланӑ тӑрӑх, ҫичӗ салтак ҫӑлӑннӑ, пирӗнни ҫеҫ тухайман…
Салтак ӳтне Чӑваш Ене хӑҫан илсе килесси паллӑ мар-ха. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӗрентекенсем те ҫынах та ӗнтӗ, вӗсем те шӑнман пӑрпа ним лартса яма пултараҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пантьӑк ялӗнче тулли мар вӑтам пӗлӳ паракан шкулта ӗҫленӗ пӗр учителе вырӑнти мировой суд укҫа тӳлевӗ илнӗ чухне улталанӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159.2 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттармалла тунӑ.
Шкулта вӗрентекенте ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫав арҫын 2006 ҫулта вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайне ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тӳлевшӗн укҫа илме хутсем тӑратнӑ. Ялти специалистсен ун пек ҫӑмӑллӑх пур-ҫке.
2009 ҫулта ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Анчах ку факт пирки арҫын социаллӑ хӳтлӗх пайне пӗлтермен. Шучӗпе виҫӗ кунтах хыпарламалла пулнӑ тесе асӑрхаттарать республика прокуратури.
Ӗҫрен пӑрахнине пӑхмасӑрах арҫын пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех уйӑхсерен укҫа илсе тӑнӑ. Пӗтӗмпе унӑн кӗсйине ҫапла майпа 57 пин тенкӗ кӗнӗ.
Улталанӑ тесе суд ун тӗлӗшпе 120 сехет ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ.
Вӑрнарти полицейскисем ҫунакан пӳртрен тӑнне ҫухатма ӗлкӗрнӗ арҫынна тата икӗ ачана кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫав ҫуртри урӑх хваттерсенче пурӑнакансене те инкекрен ҫӑлнӑ.
Вӑрнарти Путевӑй урамри барак ҫунни пирки кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче пӗр хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Полицейскисем пушарти ҫынсене ҫулӑмпа кӗрешекенсене пулӑшмалла тесе тӑман — вырӑна вӗҫтернӗ. Йышра пуҫиле (уголовлӑ) шырав уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Николаев, полицин участокри уполномоченнӑйӗ Ираида Тихонова, следстви пайӗн тӗпчевҫи Сергей Атюкин тата Александр Смирнов водитель пулнӑ.
Вырӑна ҫитсен Станислав Николаев полици подполковникӗпе юстици майорӗ Сергей Атюкин кантӑка ватнӑ та унта хваттер хуҫи выртнине асӑрханӑ. Ӑна часрах вӗсем урама илсе тухнӑ. Кайран икӗ ачана та урама кӑларнӑ. Ҫав вӑхӑтра Ираида Тихонова полици капитанӗ тата полици старшини Александр Смирнов та ахаль тӑман — ҫывӑракан кӳршӗсене вӑратнӑ. Пушар сӳнтерекен тата васкавлӑ пулӑшу машинисем киличчен йӗрке хуралҫисем ҫынсене инкекрен ҫӑлса ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |