Ҫӗнӗ Шупашкарти унччен лавкка пулнӑ ҫурта реконструкциленӗ чухне 37 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Совет урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне арҫын ҫине перегородка йӑтӑнса аннӑ та ӑна хӗстерсе лартнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын унта субподрядчик пек килӗшӳ тумасӑр ӗҫленӗ. Инкек мӗншӗн сиксе тухнине уҫӑмлатмашкӑн судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Тӗрӗслев ӗҫне Чӑваш Енри Ӗҫ патшалӑх инспекцийӗн специалисчӗсем те хутшӑнӗҫ.