Паян 12 сехет те 35 минутра Канашра авари пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тата «Лада Приора» ҫапӑннӑ. Аварире пиллӗкӗн аманнӑ, пӗр ҫын вилнӗ.
Маланлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Приора» рулӗ умӗнче ларнӑ 18 ҫулти водитель сулахай еннелле пӑрӑннӑ чухне сигнализаципе пыракан васкавлӑ медпулӑшӑва ҫул паман. Медпулашу карети хӑяккӑн тӳннӗ. «Лада Приорӑн» пассажирӗ, хӗр, вилнӗ. Водительне пульницӑна илсе кайнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшури виҫӗ ҫын аманнӑ: 4-ри ача, 40-ри хӗрарӑм тата водитель. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: юлашки ҫур ҫулта ҫак ҫӑмӑл машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине камерӑсем виҫӗ хутчен ӳкернӗ.
Паян 18 сехет 20 минутра М-7 автоҫулӑн 584-мӗш ҫухрӑмӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта икӗ фура тата ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Скания» тепӗр фурӑпа «Фордпа» ҫапӑннӑ. Унтан «Скания» ҫине ВАЗ-2112 ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ.
«Скания» рулӗ умӗнче ларнӑ 59 ҫулти арҫын йывӑр сурансене пула вырӑнтах вилнӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫур ҫӗрте М-7 ҫул ҫинче фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл пушӑ пулман.
Фура Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унти тиеве урӑх машина ҫине куҫарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире никам та шар курман.
Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ пӗр тӑван пӗр кунта 1,5 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав укҫан ытларах пайне вӗсем кивҫен илнӗ. Ултавҫӑсемпе ватӑсем пӗр хваттерте, юнашар пӳлӗмсенче, калаҫса ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисенчен 68 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнчен текен арҫын шӑнкӑравланӑ. Кинемее вӑл ун ячӗпе такам кредит илесшӗн тесе хӑратса ӳкернӗ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑм хӑйӗн 72 ҫулти аппӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Ҫынна шанакан хӗрарӑм хӑйӗн телефонӗ ҫине ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ. Ултавҫӑсем кӗҫех аппӑшӗ патне те шӑнкӑравланӑ. Вӑл тепӗр пӳлӗмре пулнӑ. Вӑл та ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Ултавҫӑсене иккӗшӗ пӗтӗмпе 1,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав укҫан пысӑк пайне кредит илнӗ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗнче упӑшкипе арӑмне вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ. Кайран ҫав ҫынсем вӗсен машинипе тарнӑ, ӑна хула хӗррине лартса хӑварнӑ.
Упӑшки - усламҫӑ, арӑмӗ кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене персе вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче узбексене пропискӑна тӑратса тултарнӑ. Ҫавӑншӑн полицин асӑннӑ тӑрӑхри пайӗн полицийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫынна пуҫиле майпа явап тыттарнӑ. Экс-пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йӗрке хуралҫисем ял хуҫалӑх кооперативӗсенчен пӗринче миграци саккунне епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Ял хуҫалӑх кооперативӗн членӗсенчен пӗринче Узбекистанри виҫӗ ҫынна пропискӑна тӑратнине палӑртнӑ. Анчах хӑйӗн пӗлӗшӗ ыйтнипе полици пуҫлӑхӗ асӑннӑ факта курмӑш тума хушнӑ.
Муркаш окургӗнче Ахмане ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнчи сарайӗнче виле тупнӑ. Вӑл тырӑ ашӗнче выртнӑ. 62 ҫулти арҫынна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тӳрех тупса палӑртнӑ. Вӑл – ывӑлӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ ҫапӑҫса кайнӑ. Ывӑлӗ ашшӗне пуҫӗнчен гвоздодерпа ҫапса вӗлернӗ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Ывӑлӗ вилене ҫыхнӑ та сарайри тырӑ ӑшне пытарнӑ.
Чӑваш Енри 23 ҫулти хӗр Таиландра вилнӗ. Унта вӑл машина айне пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӗр «Bypass Rd.» ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкек Пхукет утравӗ ҫинчи Селфи музейӗ тӗлӗнче пулнӑ.
«Пхукет хыпарӗ» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 17 минутра пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗр ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ, водитель машинӑна чарса ӗлкӗреймен. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ ҫӗре ентешӗмӗр вилсе кайнӑ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар пулнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсем патне 9 сехет те 10 минутра пӗлтернӗ.
Кабель эстакадине юсанӑ чухне пластик оросительсем тата градирни обшивки ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ.
«Химпром» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӑхӑтӗнче никам та шар курман. Ҫынсен сывлӑхӗшӗн те хӑрушлӑх ҫук. «Сывлӑша сиенлӗ япаласем тухас хӑрушлӑх ҫук», - тенӗ пресс-служба.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр иртмен – ҫулӑма сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын.
Пушар алхасма пуҫлани пирки 19 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑма пушар команди сӳнтерме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» пирус асӑрханмасӑр туртнӑран ташлама пуҫланӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 461 пушар пулнӑ. Вӗсенче 27 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |