Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫынран коллекторсем укҫа тапӑннӑ. Вӑл вара ҫав вӑхӑтра салтакра пулнӑ, кивҫен укҫа паракан нимле организацирен те укҫа илмен. Арҫын пулӑшу ыйтса прокуратурӑна ҫул тытнӑ.
Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫав ҫын ячӗпе икӗ микрофинанс организацийӗнче 22 пин тенкӗ ют ҫын укҫа илнине палӑртнӑ. Уксана илме арҫыннӑн паспорт даннӑйӗпе тата кивӗ абонент номерӗпе усӑ курнӑ.
Ҫавна май йӗрке хуралҫисем улталакансем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, арҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар кӑтартнӑшӑн кредит организацине укҫа тӳлеттерме ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ.
