Чӑваш Енри икӗ ҫын банк приложенийӗн номерне ылмаштарман пирки укҫасӑр юлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисенчен 52 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн уйрӑм пӳлӗмӗпе усӑ курса 147 пин тенкӗ ытла укҫа вӑрланӑ. Арҫын унччен пӗр телефон номерӗпе усӑ курнӑ, ӑна банк приложенийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Кайран номерпе усӑ курма пӑрахсан номере ылмаштарман.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм ҫавна пула 1,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пӗр арҫын пӗр яша тытса тӑрса хӑйӗн ывӑлне ҫапма хушнӑ, хӑй вӑл ҫав вӑхӑтра яша тытса тӑнӑ.
Ку пӑтӑрмах пирки тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хыпар сарӑлнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Скейт-паркра ярӑнакан яшсем пӗчӗк ачана пӑрӑнма ыйтнӑ-мӗн. Ҫакӑ ачан ашшӗне килӗшмен. Яшсенчен пӗрне вӑл ярса илнӗ те хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне яша ҫапма хушнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын чӗрӗ юмана касса антарнӑ. Чӗрӗ йывӑҫа каснине асӑннӑ тӑрӑхри лесник асӑрханӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Тӑкак 1 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йывӑҫ каснӑ ҫынна та кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын пулнӑ. Юманран вӑл хӗле валли вутӑ хатӗрлесшӗн пулнӑ иккен.
Паян 17 сехет ҫурӑра «Вятка» ҫул ҫинче, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчерех, ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ.
«Тойота Камри» рулӗ умӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраканскер фура ҫине кӗрсе кайнӑ. Фура ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тӳнсе кайнӑ, ҫула пӳлсе хунӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче Патӑрьелти ҫула прокуратура ҫине тӑнипе юсанине пӗлтереҫҫӗ.
Унти Ленин урамӗнчи 17-мӗш ҫурт патӗнчен пуҫласа 30-мӗш патне ҫитичченхи ҫул ванса пӗтнӗ. Ун пек ҫулпа пыракан машинӑсем инкеке те лекме пултарнӑ.
Прокуратура начсар ҫула юсама вырӑнти администрацие суд урлӑ хистенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тин ҫула йӗркене кӗртнӗ, ӑна юсанӑ.
Паян кӑнтӑрла «Энӗш» автоҫул ҫинче, Канаш хулипе Тӑвай хушшинче, Тӑвай округӗнчи Вырӑс Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче, тырӑ тултарнӑ прицеп ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Самосвалӑн номерӗсем – Тутарстанран. Прицеп ун умӗнче тӳнсе кайнӑ, тырӑ ҫул тӑрӑх сапаланнӑ. Хальлӗхе авари мӗне пула тухнине пӗлтермен.
Авари хыҫҫӑн Канаш еннелле ҫул хупӑннӑ – прицеп ҫул варринчех выртнӑ. Машинӑсем хирӗҫ ҫулпа иртсе кайнӑ. Унта вара – ҫул-йер правилисене пӑсакансене ӳкерекен камера пур.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 21 сехетре А-151 автоҫул ҫинче ӗне машина айне лекнӗ. Ку авари Канашпа Ҫӗрпӳ хушшинче пулнӑ.
Шел те, ӗне вилмеллех аманнӑ. Тӗттӗм хӗрлӗ тӗслӗскер каҫхине ҫул ҫине тухнӑ. Пӗр водитель чарӑнса ӗлкӗреймен – ӑна ҫапса хӑварнӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. Ӗне, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑскер пулнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш Енре пӑтӑрмахпа ӗҫлекен штаб туса хунӑ.
Асӑннӑ документ ячӗ ҫапларах: О создании регионального штаба по исполнению инцидента № 55 «Очистные сооружения» (чӑв. «Тасатмалли сооруженисем» 55-мӗш номерлӗ инцидента пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен регионти штаба туса хурасси ҫинчен).
Асӑннӑ документ, ҫак йӗркесен авторӗ штаб ятне кура тӗшмӗртнӗ пекех, Атӑла тасатассипе ҫыхӑннӑ федераци проекчӗпе ҫыхӑннӑ иккен.
Атӑла тасатассипе ҫыхӑннӑ федераци программине хӑш-пӗр регионта тивӗҫлипе пурнӑҫламанни ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн (укҫана хут ҫинче тӑкакланӑ, ӗсне йӗркеллӗ пурнӑҫламан) ку ыйтӑва тӗрлӗ Телеграм-каналта, пуҫлӑхсен, ҫивӗч чӗлхеллӗ общество хастарӗсен шайӗнче хытах ҫӗклерӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра та кӑлтӑксӑр пулман.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Элӗкре арҫын ача чутах кил-ҫуртне ҫунтарса яман. Йӑлтах – пӗр кӗленче бензиншӑн.
Ача килте пӗччен юлсан кӗленчери бензина мунча умне тӑкнӑ та шӑрпӑк чӗртнӗ. Вӑл ҫийӗнчех хыпса илнӗ, ача аллине те пӗҫертсе янӑ. Вӑл ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтереймен.
Ҫӑлавҫӑсем пушара пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне, пӳрт тӑррине сиенлетнӗ. Ачана вара пульницӑна илсе кайнӑ.
Паян ҫӗрле 2 сехет те 35 минутра Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус аварие лекнӗ. Вӑл Владимир облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Быковка ялӗ патӗнче «Газельпе» ҫапӑннӑ. Ку – Владимир хулинчен 10 ҫухрӑм аяккарах кӑна.
Автобусра 47 ҫын пулнӑ. Юрать-ха, никам та суранланман, водителе кӑна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вырӑна тепӗр автобус ҫитсе пассажирсене илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: автобус «ТрансТур» компанин пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |