Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Муркаш районӗнчи Уйкас ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм ҫурта йӑлтах ярса илнӗ, тӑрри йӑтӑнса аннӑ.
Шел те, кил хуҫине ҫӑлма май килмен. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 58 ҫулти арҫын ҫунса вилнӗ.
Шӑматкун ҫӗрле Шупашкар районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче ҫӑва ҫинчи хурал пӳрчӗ ҫунма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӳрт тӑррине тата хушма ҫурта сиен кӳнӗ.
Кӗҫӗр вара ҫак ялтах пӳрт ҫуннӑ. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушар пралука пула тухма пултарнӑ. Ҫурта радиаторпа хутса ӑшӑтнӑ-мӗн. Ҫавна пула тухма пултарнӑ та ҫулӑм.
Ҫавӑн пекех канмалли кунсенче Шупашкарта, Канаш тата Шупашкар районӗсенче типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Паян тӑвансем патӗнчен таврӑннӑ май Шупашкартан Ҫӗнӗ Лапсара М7 урлӑ каҫакан ҫул ҫинче авари асӑрхарӑм. Пысӑк тиев машини тӑрать, темиҫе васкавлӑ пулӑшу машинисем, ГИБДД транспорчӗ хӑйӗн ҫуттисемпе мӗлтлетсе тӑрать... Каярах «Руль умӗнче» автофорума пӑхрӑм та — иккен, ку тиев машини васкавлӑ пулӑшӑва ирттерсе яман. Темиҫе видео та пур.
Видеосене пӑхсан ҫакӑ паллӑ: тиев машини пысӑк хӑвӑртлӑхпа светофорӑн симӗс ҫути ҫине васканӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини Ҫӗнӗ Лапсар поселокне каҫса ӳкес тенӗ. Уншӑн хӗрли ҫутӑлнӑ пулнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл, мӗлтлетмӗшне ҫутса, сасӑ кӑларса каҫса каясах тенӗ пулас. Икӗ машина пӗр-пӗрне тӗл пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу машининче виҫҫӗн аманнӑ.
Чӑн та, ку ҫул тӑваткалӗ ытла та инкеклӗскер. Пӗрре ман куҫ умӗнчех кунашкал евӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑччӗ. Ун чухне те пулӑмсем йӑлт ҫакӑн пекччӗ. Росгварди машини, светофор ҫинче кӗтсе тӑрас мар тесе (вӗсен ӑҫта васкас-ха тата?) мӗлтлетмӗшпе тата сасӑ кӑларса Ҫӗнӗ Лапсара каҫас терӗ.
Авӑнӑн 27-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче 63 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. 54-ри арҫынна тытса чарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, лешӗ ун патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Кил хуҫи хӑнана ҫурӑмӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫав вырӑнта темиҫе сехетрен вилнӗ.
54 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следователь ыйтнипе ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрама йышӑннӑ.
Кӗҫӗр Улатӑрта пысӑк пушар сӳнтернӗ. Унта «Гулливер» ятлӑ суту-илӳ центрӗ ҫунса кайнӑ.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 1,5 пин тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑм ҫурт тӑррине, иккӗмӗш хутри отделкӑна тӗп тунӑ. Пушара 3 сехет сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Версисенчен пӗри – пралукран тухни. Вырӑна Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӗ Евгений Серебряков ҫитнӗ.
«На связи» портал ҫапла ҫырать: «Пирӗн даннӑйсем тӑрӑх, суту-илӳ ҫурчӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Евгений Талановӑн шутланать».
Шупашкар районӗнчи Чаканарти предприятире тӗп инженерта ӗҫлекен ҫынна пуҫиле майпа явап тыттарасшӑн.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, предприятире пӗр хӗрарӑм производствӑри машинӑн куҫса ҫӳрекен механизмӗ хӗрарӑм-рабочин аллине туртса кӗрсе кайнӑ. Хӗрарӑм йывӑр суранланнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах тӗп инженер ӗҫ сыхлавӗн мерисене тивӗҫлипе пурнӑҫламанран пулса иртнӗ. Станока хӳтӗлекен пай пулман иккен.
Хальхи вӑхӑтра тӗпчев малалла пырать.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнче 33 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 27-ри арҫынна тытса чарнӑ.
Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: ҫав кун гаражра /27-ри арҫын унта машинӑсем юсанӑ/ 33-ри арҫын машинӑна вӑрах вӑхӑт юсанӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкраххи аслине тимӗр профильпе пуҫӗнчен вилмеллех ҫапнӑ.
Хайхискер преступлени йӗрне пытарас тесе вилене машинӑна хурса посадкӑна кайнӑ, унта шӑтӑк чавса чикнӗ. Халӗ следстви пырать.
Паян ирхи 6 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари А-151 федераци ҫулӗпе Метикасси хушшинче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа рио» водителӗ руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Машина темиҫе хутчен ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 5 ҫын пулнӑ. Иккӗшӗ вырӑнтах вилнӗ, тепри – пульницӑра. 23 ҫулти водитель тата тепӗр пассажир чӗрӗ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр пике туххӑмрах 1 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн чухлӗ «кӗмӗле» ӑна ашшӗ куҫарса панӑ.
Арҫыннӑн хӗрне алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл чылай вӑхӑт хӑнк та туман.
Ачишӗн алимент тӳлемен ашшӗне малтанласа административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн та арҫын укҫа тӳлеменрен суд приставӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын парӑма туххӑмрах тӳлесе татнӑ. Ун хыҫҫӑн суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ.
Шупашкарти педагогсенчен пӗрне пуҫлӑхӗсем хӗсӗрленӗ — уроксен шутне чакарса панӑ май хӗрарӑмӑн шалӑвӗ те пӗчӗкленнӗ.
Чӗрӗ хӗрарӑм ҫакӑнпа ҫырлахма пултарайман, вӑл хӑйӗн ӗҫ правине хӳтӗлеме ыйтса суда ҫитнӗ. Тӳре учителе майлӑ пулнӑ.
Суд хӗрарӑма майлӑ йышӑну кӑларсан суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ та хута вӗренӳ учрежденине ярса панӑ. Ҫапла вара хӗрарӑм суд урлӑ уроксен шутне ыйтса илме пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |