Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче инкек пулса иртнӗ. «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулӑн 78-мӗш километрӗнче 8 сехет те 30 минутра «Мицубиси Лансер» автомобиль груз турттаракан «Рено» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Рено» рулӗ умӗнче Дагестан ҫынни пулнӑ.
Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн машинӑсем ҫул айккине кӗрсе кайнӑ, хыпса илнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри 59 ҫулти водитель, Шупашкар арҫынни, инкек вырӑнӗнчех вилнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Водителе ҫав вӑхӑтра япӑх пулса кайма пултарнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Кӗнер ялӗ патӗнче паян ирхи 3 сехетре каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл машина ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн вилни палӑрнӑ.
Каччӑ 22 ҫулта пулнӑ, ҫак округрах пурӑннӑ. Ӑна ҫапса хӑварнӑ водителе халӗ шыраҫҫӗ. Вӑл вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.
Каччӑна ҫапса хӑварнӑ саманта кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (8353) 42-23-43, 8 (8353) 42-15-68.
Чӑваш Ен витӗр каякан «М-12» автоҫула тунӑ ҫӗрте ӗҫлеме ятарласа ирӗк (патент) илмен ҫынсем тар тӑкнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн ШӖМӗн миграци енӗпе ӗҫлекен управленийӗ Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ.
Ятарлӑ ирӗк илмен виҫӗ ҫын ҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Вӗсем Таджикистанри ҫынсем пулнӑ. Асӑннӑ ҫӗршыври икӗ каччӑн, 26-28 ҫулсенчи ҫамрӑксен, патент пулнӑ-ха. Анчах урӑх регионта ӗҫлеме. Вӗсен 40 ентешӗн ун пек документ пачах та пулман.
Йӗркене пӑскансене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнӗ организацие тӗрӗслӗҫ.
Чӑваш Енри хына учрежденийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен экономист ултавҫӑсене ӗненсе 700 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм патне ют ҫынсем утӑ уйӑхӗн 8-мӗшнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ, хӑйсемпе право тытӑмӗнче тата банкра ӗҫлекенсем тесе паллаштарнӑ.
Вӗсем ӑна преступниксем хӗрарӑмӗн счечӗпе хуҫаланаҫҫӗ, ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе хӑратма пултарнӑ,
Ют ҫынсем каланине итлесе хӗрарӑм-экономист такамсене 700 пин тенкӗ укҫа куҫарса янӑ. Асӑннӑ укҫана хӗрарӑм банкран кредит илнӗ. Банк ӗҫченӗсем ӑна ҫав утӑма тума тыта чарасшӑн пулнӑ, анчах вӑл вӗсене итлемен.
Темиҫе кунтан хӗрарӑм хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ, йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти пӗр поликлиникӑра пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм Энгельс урамӗнчи поликлиникӑн 3-мӗш хутӗнче алхасма тытӑннӑ.
Пушар утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 21 сехетре тухнӑ. Инкек вырӑнне пушар сӳнтерекен машинӑсем, васкавлӑ пулӑшу машини тата полицейскисем пырса ҫитнӗ.
Пушара сӳнтерекенсем виҫҫӗмӗш хута вӑрӑм картлашкапа хӑпарнӑ. Вут-ҫулӑма часах сӳнтернӗ.
Паян кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Канаш хули ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Прокуратура малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лачетти» водителӗ чарӑннӑ чухне руле итлеттереймен, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ, унтан кювета чӑмнӑ.
Аварире 4 ҫын вилнӗ. Ҫав шутра пӗри - ача. Вӗсем пурте «Лачеттире» пулнӑ. Тепӗр машина водительне тата унти ачана медпулӑшу кирлӗ пулнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫамрӑк, иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗпе шӑллӗ, мотоцикл туянас тесе улталаннӑ.
16 ҫулти тӑвансем пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче асӑрханӑ. Тавар сутаканнипе вӗсем мессенджерсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретнӗ. Шкул ачисем 165 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Банксенчен пӗри укҫа куҫарса пама чарса хунӑ-ха, анчах ултавҫӑсем тепӗр банк урлӑ куҫарса пама ыйтнӑ.
Укҫана илнӗ хыҫҫӑ ултавҫӑ йӗп пек ҫухалнӑ.
Атӑл леш енче, Йӑлӑмра, ют ҫӗр ҫине пура тавраш ларта тухнӑ. Ҫакна Шупашкар хулин Мускав районӗнчи прокуратура тупса палӑртнӑ.
Хула администрацийӗн тӳре-шарипе пӗрле надзор органӗ Октябрьский тата Северный поселоксенчи ҫӗр лаптӑкӗсене тӗрӗсленӗ. Вӗсене усламҫӑсем никам ирӗк памасӑрах йышӑнса пӗтернӗ, йывӑҫ-чуспа ӗҫлекенсем 7 пин ытла гектар ҫӗр ҫине пура лартса тата йывӑҫ хурса тухнӑ.
Йӗркене пӑсакансем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗре саккуна пӑсса йышӑннисене ҫӗре пушатма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ачасем юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсен капкӑнне час-часах лекеҫҫӗ. Ӗнер ҫеҫ ун пек тӗслӗх темиҫе тӗслӗх пулса иртнӗ.
Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье 11 ҫулти хӗрӗ телефонта чакаланнӑ хыҫҫӑн 300 пине яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав ҫулти Ҫӗнӗ Шупашкар ачи ашшӗ-амӑшӗн счечӗ ҫинчен 13 пин тенкӗ вӑрлаттарнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ача ашшӗ-амӑшне 40 пинсӗр хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче ачасене телефонпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмаллине асӑрхаттарма чӗнсе калаҫҫӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Кӳкеҫре тума пуҫланӑ ҫӗнӗ шкулта пушар тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсене, строительсене, урама кӑларнӑ.
Пушар паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхасма тытӑннӑ. Пушар сӳнтерекенсене инкек пирки 10 сехете те 2 минутра пӗлтернӗ. Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи утеплитель ҫунма пуҫланӑ. Пушара алхасма паман, часах сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |