Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ака уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенчи сводкӑпа паллаштарнӑ.
Акан 2-мӗшӗнче 23 сехетре Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Аслӑ Елӗкре йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Юрать-ха, инкекре аманнисем пулман.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Хурӑнлӑх ялӗнче 2 хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Вӑл 83 ҫулти арҫыннӑн пулнӑ. Пушар 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел те, ҫурт йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Ҫӑлавҫӑсем пушара кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫма паман.
Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратура ача канализаци шахтине кӗрсе ӳкнӗ текен хыпара тӗрӗслет.
Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микорайонта ача канализаци шахтине ӳкнӗ.
Надзор органӗн ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ чухне яваплисем темиҫе канализаци люкне тивӗҫлипе тытса тӑманнине палӑртнӑ та ӗнтӗ. Тӗрӗслев малалла пынӑ май ача шӑтӑка чӑннипех те кӗрсе ӳкнипе ӳкменнине палӑртӗҫ. Пӑтӑрмаха ҫирӗплетсе парсан яваплисене пуҫран шӑлмӗҫ.
Чӑваш Енре кашни иккӗмӗш преступление тенӗ пек информаципе телекоммуникаци технологийӗпе усӑ курса тӑваҫҫӗ. Кун пирки республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков канашлура пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ эренесерен ирттерекен канашлура финанс енчен улталакансене хирӗҫ тӑрас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче регистрациленӗ 1969 преступленирен 974-шне, е 49,5 процентне, информаципе телекоммуникаци технологийӗпе усӑ курса тунӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пек майпа тунӑ преступленисенчен 30-а яхӑн тӗслӗхре ултавҫӑсем хӑйсемпе банк ӗҫченӗ е прав тытӑмӗнче тимлекен тесе улталанӑ. Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне улталаннисем — 14 процент, телефон е банк карттине ҫухатнӑран шар курнисем — 10 процент, валюта тата криптовалюта биржисенче улталаннисем — 7 процент.
Юлашки вӑхӑтра ҫул ҫитмен ачасем те улталанаҫҫӗ.
Ӗнер 17 сехет те 40 минутра Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта 30 ҫулти хӗрарӑмпа 7-ри ача шар курнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Черри» машина рулӗ умӗнче ларна 35 ҫулти хӗрарӑм Вӑрмар поселокне кайнӑ чухне тӗп ҫул ҫине тухнӑ, анчах унти машинӑна ирттерсе яман, тепӗр иномаркӑпа ҫапӑннӑ. Унта вара 4 ҫын пынӑ: 30 ҫулти хӗрарӑм тата 3 ача. Хӗрарӑма 7-ри ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: ача ятарлӑ кресло ҫинче пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑнтӑрла Комсомольски тӑрӑхӗнчи Александровка ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен 58 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Инекек вырӑнне следователь килнӗ, пушар вырӑнне тӗплӗн пӑхнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм юсавсӑр электропралука пула тухнӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 52 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.
Суд тенкелӗ ҫине лартнӑ ҫын пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хурапыр ялӗнче 66 ҫулти пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ. Тавлашса кайнӑ хыҫҫӑн ӑна хӗнеме тапранса кайнӑ. Кайран алла пуртӑ ярса илсе унпа 6 хуран кая мар ҫапнӑ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Хӗнекен этеме суд ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫула юртан тасатма ӳсӗр тракторист тухнӑ. Пӑтӑрмаха пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ.
Таяпи Энтри ялӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫынна суд ӳсӗр пуҫпа руль тепре ларнӑ.
Ӑна унччен административлӑ майпа пӗрре явап тыттарнӑ-ха. Ӳсӗрле ҫула тухнӑскерӗн правине те туртса илнӗ. Вӑл ун хыҫҫӑн права илме шутламан та курӑнать.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче правасӑр арҫын «Комсомольски-Елчӗк-Пӑва» ҫула юртан тасатма тухнӑ. Ӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем курнӑ. Вӑл каллех ӳсӗр пулнӑ.
Миграци сферинче йӗрке тумалли юлашки вӑхӑтра пӗрмаях калаҫаҫҫӗ. Ҫапла тума мигрантсем тунӑ преступленисен шучӗ ӳсни те хистет.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шалти ӗҫсен министерствин Миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управлени ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство объектӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Унта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленӗ. Вӗсен ятарлӑ документсем пулман. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫавӑн пек майпа саккуна тата тепре пӑссан вӗсене тӑван тӑрӑхне ӑсатасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Миграци саккунне пӑсакансем пирки ҫынсене йӗрке хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ.
Паян 14 сехетре Шупашкартан Шупашкар округӗнчи Ҫӗньяла ҫӳрекен 15-мӗш автобус водителӗ руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Ку аэропортран инҫех мар пулса иртнӗ.
Юрать-ха, салонра 2 пассажир кӑна пулнӑ. Вӗсем те, водитель те аманман.
Паян республикӑра юр ҫӑвӑть. Унччен вара асфальт тухнӑччӗ. Ахӑртнех, ҫул-йӗре тасатса тӑракансем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кунашкаллине кӗтмен – авари пулнӑ ҫӗрте ҫул тасах курӑнмасть. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унччен маларах унта ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ.
Паян кӑнтӑрла М-7 ҫул ҫинче тырӑ турттаракан машина икӗ автомобильпе ҫапӑннӑ. Тырӑ сапаланса пӗтнӗ.
Ку пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ хулинче, М-7 ҫулӑн 679-мӗш ҫухрӑмӗнче, пулнӑ. КамАЗ «Тойотӑпа» тата «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. КамАЗри тырӑ ҫул тӑрӑх сапаланса пӗтнӗ.
Телее, аварире никам та аманман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |