Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан икӗ хӗрарӑм чечек парнелессе шанса улталаннӑ.
45 ҫулти хӗрарӑм патне чечек лавккинчен текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхи этем ӑна пӗри чечек илсе пырса пама ыйтнӑ ӗнентернӗ май хӑҫан илсе пырсан меллӗрех тесе шахвӑртнӑ, смс-ҫырупа килнӗ кода курьера пӗлтермелле тесе каланӑ.
Хӗрарӑм каланине итленӗ. Унтан патшалӑх пулӑшӑвӗн порталне ун ячӗпе такам кӗнӗ тесе хыпарланӑ, ултавҫӑсенчен «сыхланмалли» номере ярса панӑ. Хӗрарӑм ҫапла вара хӑй унччен пухса пынӑ 100 пин тенке хӑрушсӑр счет ҫине куҫаратӑп тесе укҫасӑр тӑрса та юлнӑ.
18 ҫулти хӗр вара ҫавӑн йышши юмах-халапа ӗненсе 200 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
