Ҫӗртме уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче Шупашкарта сусӑрсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвне пуҫтарӑннӑ. Параспортсменсем Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ.
Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем «Россия» хӑна ҫуртне картлашкапа нушаланса хӑпарнӑ. Пандуспа улӑхас — вӑл ытла та чӑнкӑ иккен.
Асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе Чӑваш Ен прокуратури тӗрӗслев ирттерӗ. Надзор органӗ хӑна ҫуртӗнче персонала чӗнсе илмелли кнопка пуррипе ҫуккине те тӗрӗслӗ.
Хӑна ҫуртӗнче ятарлӑ кнопка тата персонал пур имӗш. Ҫывӑх вӑхӑтра хӑна ҫуртне юсаса ҫӗнетмелле-мӗн. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатса тӑракан МИХсенчен пӗри гостиницӑра пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Спортсменсем вара кӑмӑлсӑрланман имӗш. Хӑна ҫуртӗнчи условисем пирки гостиница менеджерӗ вӗсене малтанах асӑрхаттарнӑ-мӗн.
Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланни ҫинчен йӗрке хуралҫисене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Шар курни пакунлисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, инвестици сферине ӗҫе вырнаҫма сӗннӗ. Ҫавна май вӑл хайхине банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кайран хӗрарӑмӑн картти ҫинчен 11 пин те 775 тенкӗ укҫа ҫухалнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра чутах пӗртӑван 12-ри тата 17 ҫулти хӗрачасем путса вилмен. Вӗсене шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем шыв хӗрринче ашшӗ-амӑшӗсӗр пулнӑ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче икӗ ача путса вилнӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 17-ри каччӑ путса вилнӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗнче - 9-ти ача
Ӗнер, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Янӑшкасси ҫывӑхӗнчи пӗвере 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри 12 ҫулти шӑллӗне ялти арҫын ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Пӑтӑрмах каҫхи 8 сехет те 45 минутра пулнӑ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те инкек пулнӑ. Унта 9 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ.
Ку пӑтӑрмахсем тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи общежитире пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсен унта пурӑнакансене эвакуацилеме тивнӗ.
Пушар тухни пирки ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 15 сехет те 29 минутра пӗлтернӗ. Ашмарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче иккӗмӗш хутри кӑритурта шкап ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен 21 ҫынна урама кӑларнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, общежитири шкапа такам ятарласа чӗртсе янӑ.
Паян ирхи 6 сехет те 55 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, 23-мӗш ҫухрӑмра, авари пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кивӗ «Фольксваген Гольф» водителӗ «КамАЗран» иртсе каяс тесе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Шкодӑпа» ҫапӑннӑ. «Фольксваген» кювета чӑмнӑ, «Шкода» КамАЗпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш водитель вилнӗ, тепри аманнӑ.
«Фольксваген» водителӗ Элӗк районӗнчи 29 ҫулти каччӑ пулнӑ.
Паян 11 сехет те 30 минутра Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче чӳречерен 16 ҫулти каччӑ ӳкнӗ. Шел те, вӑл вырӑнтах вилнӗ.
Ку инкек Совхоз урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пулнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вилмеллех суранланнӑ. Вырӑна оперативлӑ службӑсем, следовательсем ҫитнӗ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче ӳсӗр водитель ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсенчен пытанма ҫӳп-ҫап контейнерне кӗрсе ларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) микрорайонта 23 ҫулти водитель «ВАЗ-2112» автомбильпе пӗр вырӑнта ларакан «Hyundai Elantra» машина ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн каччӑ такампа вӑрҫӑнса тата ҫапӑҫса илме ӗлкӗрнӗ. Унтан вӑл машинӑна хускатса кайма пуҫтарӑннӑ, анчах бордюр ҫине пырса кӗнӗ, кайран хайхискер «Welltown» ҫурт-йӗр комплексӗ енне пӑрӑннӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем каччӑна шырама тытӑннӑ. Вӑл ҫӳп-ҫап контейнерне кӗрсе ларнӑ. Хӑй урӑ марри сисӗннӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ӑс пухакан ҫамрӑк студенткӑн укҫине вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. 15 ҫулти яш, общежитире пурӑннӑ май, хӑйӗн пӗлӗшӗ — 3-мӗш курс студентки — пӳлӗмре ҫуккипе усӑ курса унта кӗнӗ, пикен 14 пин тенкӗ укҫине йӑтса тухса кайнӑ.
Каччӑ укҫана букмер кантурӗсенчен пӗрне хунӑ.
Ҫын укҫине тытнӑшӑн вӑл халӗ питӗ кулянать иккен, анчах йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ ҫывӑхӗнче, Атӑл ҫинче, катер баржӑпа ҫапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вилнӗ тӑватӑ ҫынран пӗри - прокуратурӑра тӑрӑшнӑ 34 ҫулти Андрей Сорокин. Кун пирки федераци МИХӗ пӗлтернӗ.
Аса илтерер: малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пристань ҫывӑхӗнче катер баржӑн сӑмсипе пырса ҫапӑннӑ. Катер 38-ти Степан Сорокинӑн пулнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне Карап ҫинче 38 ҫулти Андрей Шилов тата Алексей Яковлев пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |