Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ тейӗн. Унӑн алимент парӑмӗ пухӑнса кайнӑ, вӑл вара ним пулман пек пурӑннӑ. Суд нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ҫур ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Алимент тӳлессинчен пӑрӑнса ҫӳрекенсене РФ Пуҫиле кодексӗн статйипе явап тыттарма пулать. Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗрарӑм тӗлӗшпе шӑпах ҫапла йышӑннӑ та.
Хайхине унччен административлӑ майпа явап тыттарса пӑхнӑ-ха, анчах хӗрарӑм тӑна кӗмен. Вӑл пӗр хутчен 1000 тенкӗ тӳленӗ те ҫырлахнӑ. Пӗчӗк ывӑлӗ умӗнчи алимент парӑмӗ вара хӑйӗн 350 пин тенкӗрен те иртсе кайнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм бассейн туянас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсенчен пӗринче вӗрсе карӑнтармалли бассейна 35 процент йӳнетсе сутассине пӗлтернине курнӑ. кӑтартса 38 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртӗ. Хӑй улталаннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑ тӗлӗшӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнче йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Калиновка ялӗ тӗлӗнче КамАЗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Киа Рио» автомобиле (вӑл Комсомольски районӗ еннелле кайнӑ) ирттерсе яман.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн рульне тытса пынӑ 27 ҫулти водитель тата салонти 3 ҫулти ача аманнӑ, вӗсене больницӑна ӑсатнӑ.
Водительсем, сӑмах май, урах пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫуннӑ 7 тӗслӗх пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пӑрачкав районӗнче пысӑк пушарсемех пулнӑ. Пӑрачкав ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Вӑл 2 гектар ҫӗре ярса илнӗ.
Ҫак районта Ряпино ялӗ ҫывӑхӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта пушарнӑйсем 3 гектар ҫинчи ҫулӑмпа кӗрешнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнче 68 ҫулти тӑванӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнни аслине пуҫӗнчен тимӗр пепельницӑпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
36-ри арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта агрегат савучӗ патӗнче тӳпенелле хура тӗтӗм хӑпарнине асӑрханӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Агрегат савутӗнчи цех ҫуннӑ иккен. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу машинисем ҫитнӗ.
Пушара алхасма паман, сӳнтернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 47 ҫулти арҫын палламан хӗрарӑм юмахне ӗненсе банкра 900 пин тенкӗ кредит илме тӑнӑ.
Сӑмаха хӗрарӑм аякран пуҫланӑ. Хӑйӗнпе кредит учрежденйӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, сирӗн ятӑрпа банкран такам кивҫен укҫа илесшӗн тесе юптарнӑ.
Капкӑна ҫакланас мар тесен арҫыннӑн кредит илмелле, ҫӗнӗ телефон туянса унта виртуаллӑ карттӑ уҫмалла. Вӑт ҫав карттӑ шанчӑклӑран та шанчӑклӑ пулать имӗш.
Арҫын ют хӗрарӑм каланине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Анчах пурне те мар. Банка кайма тухсан вӑл тӗрӗсех тӑватӑп-ши тесе аптӑраса кайнӑ, йӗрке хуралҫисемпе ҫыхӑннӑ. Ҫапла вара кредит илнӗ 900 пин тенке вӑл сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти арҫынна Мускаври яшсем улталанӑ.
Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Шупашкар арҫынни тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче электрон сигарет сутасси ҫинчен пӗлтернине курнӑ. Тавара туянас тесе вӑл банк картти ҫине 15 пин тенкӗ укҫа куҫарса янӑ. Анчах тавар илесси пулман.
Йӗрке хуралҫисем халӗ Мускаври икӗ яша тытса чарнӑ. Ҫавсем асӑннӑ мелпе ҫӗршывӑн тӗрл регионӗнчи ҫынсене улталанӑ. Ҫамрӑксене Мускаври йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шупашкар арҫыннине улталанӑ тӗслӗхпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӑн тӗп хулине ярса панӑ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Шупашкарти Чернышевский урамӗнче ларакан васкавлӑ медпулӑшу машинине 34 ҫулти арҫын кӗнӗ те ӑна хваттер уҫсипе тапратма хӑтланнӑ. Пралуксене сыпӑнтарас тесе панеле те ҫӗмӗрнӗ.
Юрать-ха, ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Ӑна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем асӑрханӑ та ҫийӗнчех полицие шӑнкӑравланӑ.
Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хальхинче вӑл мӗншӗн ҫапла хӑтланнине ӑнлантарса парайман.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче унӑн тухса ҫӳреме юрамасть.
Паян ҫӑлавҫӑсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ. Ҫулӑм промзонӑра алхаснӑ. Ҫӑлавҫӑсем унта 14 сехетре ҫитнӗ, 100 тӑваткал метр ҫинчи ҫулӑма сӳнтернӗ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта 500 тӑваткал метра ҫӗре ярса илнӗ.
Тунтикун пушарнӑйсен Шупашкар районӗнче ҫулӑмпа кӗрешме тивнӗ. Унта икӗ вырӑнта типӗ курӑк ҫуннӑ. Пӗтӗмпе – 1 гектар ҫинче.
Ҫуркунне пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 20 тӗслӗх пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |