Ҫӗмӗрлере арҫын хӑйӗн ҫуртӗнче ҫунса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ, пӳрт кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ тесен те юрать.
Ҫуртра 38 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Шел те, вӑл пушартан ҫӑлӑнайман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран та тухма пултарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Куславкка хулинчи 32 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 9-мӗшӗнче Куславккара ҫав этем 45 ҫулти арҫынпа урамра паллашнӑ. Ӑна эрех туянса пӗрле ӗҫме сӗннӗ. Усал шухӑшлӑ ҫыннӑн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра арҫынсем хушшинче харкашу пуҫланса кайнӑ. Тӗрмерен 9 кун каялла тухни (колонирен ӑна 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ) ҫӗнӗ пӗлӗшне тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилнӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Куславкка арҫынни черетлӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Унччен вӑл тӗрмере 13 ҫула яхӑн ларнӑ.
Шупашкар хулинче Александр Дельман усламҫӑн заправкине сӳтме тытӑннӑ. Ҫав ҫын сумлӑ шутланать — ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа та чысланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Александр Дельман налук йӗркеллӗ тӳлемен тӗслӗх те пулнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ объекта предприниматель темиҫе ҫул каяллах уҫнӑ. Анчах ҫав ӗҫе вӑл саккуна пӑсса пурнӑҫланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ органсенчен тивӗҫлӗ ирӗк илмен. Апла пулин те хулари Гагарин урамӗнчи «Волганефтьхолдинг» заправка 15 ҫул ӗҫленӗ.
Объекта сӳтме йышӑннӑ хыҫҫӑн ӑна тата тепӗр 3 ҫул никам та тӗкӗнмен. Ҫав вӑхӑтра заправкӑна 19 хутчен сӳттерме тӑнӑ. Анчах пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫлемен — усламҫӑна 50-шар пин тенкӗ штраф ҫырса панипех ҫырлахнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Комсомольски районӗнчи Урмаелте пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурт ҫунса кайнӑ.
Юрать-ха, никам та вилмен. Анчах кил хуҫисем шар курнӑ, ӳт-пӗвне ҫулӑмпа пӗҫертсе янӑ. Пушарта суранланнӑ арӑмӗпе упӑшки – 1969 тата 1973 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушӑн 26-мӗшӗнче Улатӑрта пилӗк хутлӑ ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Пушар ирхи 5 сехетре тухнӑ. Унта 82 ҫулти кил хуҫи аманнӑ. Ӑна тухтӑрсем медпулӑшу панӑ.
Паян 13 сехет ҫурӑра «Энӗш» автоҫулӑн 92-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ районӗнче, авари пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водитель вилнӗ. Вӑл йывӑр сурансене чӑтаймасӑр васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ҫитичченех куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Арҫын Тюмень облаҫӗнчен пулнӑ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗ патӗнче хӑйӑр турттаракан машина кювета чӑмнӑ. Водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Чӑваш Енри браконьер Тутарстанра ҫакланнӑ.
Тутар Республикинчи биоресурссен патшалӑх комитечӗн тата РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстанри лини управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗве юханшывӗ ҫинче Чӑваш Енри ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Бритвино ялӗнчен 3 километрта пулӑ тытнӑ. Арҫын усӑ курма юраман вӑлтасемпе, ытти хатӗрпе усӑ курнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарас ыйтӑва тата параҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи стройкӑсенчен пӗринче кран хыпса илнӗ. Вут-ҫулӑм тухнӑ вӑхӑтра кран кабининче машинист пулман.
Пушарпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ. Ҫулӑма вӗсем шыв сапса сӳнтернӗ.
Пушар тухнӑ вырӑн – хулари Радужный микрорайонти 6-мӗш ҫурт тӗлӗнчи лапам.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, паян, ирхине 4 сехет те 41 минутра Шупашкар районӗнчи Уйкас ялӗнче Малти урамри 5-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннӑ.
Шел пулин те, инкексӗр пулман. Пушарта 57 ҫулти кил хуҫи вилнӗ. Халӗ ҫӑлавҫӑсем пушар мӗнрен тухнине палӑртаҫҫӗ.
Темиҫе кун каялла вара Ҫӗнӗ Шупашкарта Кӑнтӑр урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри хваттер ҫуннӑ. Унта ҫулӑм балкон ҫинче алхаснӑ. Пушар ҫӳлти хутри хваттер ҫине хӑвӑрт куҫнӑ. Унта та балкон ҫуннӑ.
Кӗҫӗр, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 21 сехет те 10 минутра, Муркаш районӗнчи Калмаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген Транспортер» каялла ҫаврӑннӑ чухне хирӗҫ килекен «Форда» ирттерсе яман. Икӗ машина ҫапӑннӑ.
Микроавтобусра пулнӑ 30 ҫулти пассажр аманнӑ. Юрать-ха, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Микроавтобусра пӗтӗмпе 6 ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене «Бла-бла-кар» сайт урлӑ тупнӑ.
«Транспортера» штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, водителе аваришӗн явап тыттарасшӑн. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑсса тупӑш тунӑшӑн явап тыттарма материалсем пухаҫҫӗ.
Хӗр банкоматран ют ҫын укҫине илнӗ. Куншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ унӑн явап тытма тивӗ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын банкомат урлӑ хӑйӗн счечӗ ҫине 29 пин тенкӗ хума тӑнӑ. Анчах операцие вӗҫлемесӗрех хайхискер пӑрӑнса утнӑ. Счечӗ ҫине укҫа куҫманнине кура вӑл каялла таврӑннӑ. Анчах банкоматра унӑн укҫи пулман ӗнтӗ, ӑна такам илсе кайнӑ.
Видеокамерӑна пӑхсан ҫакӑ палӑрнӑ: бакномат патне хӗр пынӑ. Ӑна тупса палӑртнӑ. Суд пуличчен унӑн таҫта тухса ҫӳреме юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |