Паян ирхине Шупашкарти «Текстильмаш» тулли мар яваплӑ обществӑра пушар тухнӑ. Машина тӑвакансен проездӗнчи предприятире «хӗрлӗ автан» ирхи тӑватӑ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ.
Ҫулӑм предприятире пӗрисем тара илнӗ цехра тухнӑ. Вӑл 100-е хӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр шӑратмалли цех вырнаҫнӑ. Пушара сӳнтерме 9 единица техника хутшӑннӑ. Ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтернӗ. Инкек 100 кг чӗртавара тӗп тунӑ, цехри пурлӑхӑн пӗр пайне сиенленӗ.
Ӗнер ирпе пушар Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи ӗҫлемен котельнӑйра хыпса илнӗ. Унти слесарь цехӗ тата ҫуртӑн шал енӗ сиенленнӗ.
Паян ирпе Патӑрьел районӗнчи Ишлӗ ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫуннӑ. Инкек ирхи 6 сехетре пулса иртнӗ. Чӑваш Ен Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Шел те, пушар час-часах унта та кунта алхасать. Канаш хулинче, сӑмахран, ӗнер вут-ҫулӑм «Kia-Rio» ҫӑмӑл автомобиле сиенлетнӗ. 2015 ҫулта туса кӑларнӑскер Некрасов урамӗнчи 6-мӗш ҫурт умӗнче ларнӑ. Машина кӑнтӑр кунӗнче, 12 сехет те 30 минутра, хыпса илнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автомобилӗн электрооборудованийӗ юсавсӑр пулнӑ.
Элӗк районӗнче тырӑ склачӗ пулнӑ ҫурт ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «01» пульт ҫине Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. 8 сехет те 30 минутра унта склад ҫунма пуҫланӑ. Унта ял хуҫалӑх техникине лартнӑ, гараж пек усӑ курнӑ.
Пушар 400 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Тӑрри йӑлтах ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм тырӑ вырмалли ДОН-1500 Б комбайна та сиенлетнӗ.
Ҫав кунах Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче мунча ҫуннӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 243 пушар тухнӑ, вӗсенче 28 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 11-шӗ суранланнӑ.
Пушар хуралӗнче ӗҫлекенсен ҫӳп-ҫап контейнерӗсене те сӳнтерме тивет. Пуш уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Шупашкарти Кадыков, Кривов тата Гузовский урамӗсенчи контейнерсем ҫунма тытӑннӑ. Унта пушар сӳнтерекенсем ҫитнӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ырашпулӑхра йывӑҫ мунча хыпса илнӗ. 55 ҫулти кил хуҫин ытти хуралти те вутра кӗлленнӗ. Юрать, пӳртне ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Пушар ҫурҫӗр тӗлӗнче тухнӑ.
Ҫав каҫах Шупашкарти уйрӑм ҫуртсенчен пӗринче мунча ҫуннӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 236 хут алхаснӑ. Вут-ҫулӑм 6 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. 27 ҫын вилнӗ, 10-ӑн пиҫсе кайнӑ.
Ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 23 сехет те 30 минутра, Етӗрнери нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Ҫулӑм Карл Маркс урамӗнчи 97-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте алхасма тытӑннӑ. Ҫуртра тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑран 30 ҫынна, ҫав шутра 7 ачана, урама кӑларса тӑратма тивнӗ.
Пушарпа кӗрешекенсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек 46 ҫулти кил хуҫи арҫынни ӳсӗр пуҫпа пирус туртнинчен тухнӑ.
Пирус туртакансене пула кӑҫал пирӗн республикӑра пушар 12 хутчен тухнӑ. Вӗсенче 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ӗнер Ҫӗмӗрлери сӗт-ҫу савутӗнче пушар тухнӑ. Ленин урамӗнчи «МОЛОЧНОЕ ДЕЛО-Ивня» предприятире вут-ҫулӑм кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Тӗтӗм сарӑлнӑ ҫуртран мӗнпур ҫынна, пурӗ 30 специалиста, урама кӑларнӑ. Вӗсем шар курман.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтерне тӑрӑх, вут-ҫулӑм хатӗр продукци складне тӗп тунӑ, унпа юнашар вырнаҫнӑ производство цехне сиенленӗ. Вут-ҫулӑма пӗр сехетрен сӳнтернӗ, пушара 22 сехет те 10 минутра пӗтӗмпех ҫӗнтернӗ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 15 сехетре Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл – 80 ҫулти кинемей. Пушара сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.
Ҫав каҫах 22 сехетсенче Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче Магницкий урамӗнчи харпӑр предприятире пушар тухнине асӑрханӑ. Пушарнӑсем вырӑна ҫитнӗ. Ҫулӑм сӗтел-пукана, ытти хатӗр-хӗтӗре тӗп тунӑ.
Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электричество хатӗр-хӗтӗрӗпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.
Тверь облаҫӗнче шапаша кайнӑ Чӑваш Ен арҫыннисем вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Вӗсене, ҫурт тама килнӗскерсене, Олений Рог ялта бытовкӑна вырнаҫтарнӑ. Анчах унта темӗн ҫунма тытӑннӑ. Арҫынсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Паян, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, кӑнтӑрла арҫынсен виллисене республикӑна илсе килнӗ. Тӑванӗсем вӗсене палланӑ. Халӗ вӗсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ.
Арҫынсем Елчӗк, Вӑрнар районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен пулнӑ.
Тверь облаҫӗнчи Пено районӗнчи Олений Рог 2 ялта ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи каҫхине, пушар алхаснӑ. Унта бытовка ҫуннӑ. Ҫавӑнта Чӑваш Енрен пӳрт хӑпартма кайнӑ арҫынсем тӗпленнӗ. Пушар хуралтӑра шалта тухни паллӑ. Тверь тӑрӑхӗнчи специалистсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, арҫынсем (вӗсем тӑваттӑн пулнӑ) сӗрӗмпе вилнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Усал хыпара пӗлнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен Этеперӗ Олег Николаев Тверь облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Игорь Руденяпа ҫыхӑннӑ. Республика ертӳҫи Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ентешсене Чӑваш Ене илсе килме пулӑшӗҫ. Олег Николаев калашле, шел те, вӑл вӗсемшӗн юлашки ҫул пулӗ. Ҫамрӑк, вӑйпитти, ҫут тӗнче илемӗпе савӑнса та киленсе пурӑнмалли арҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнӑ...
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, паян, ҫӗрле Шупашкарти Мир проспектӗнче хваттер ҫуннӑ. Шел те, инкекре икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ку инкек Мир проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра пулнӑ. Хваттер икӗ пӳлӗмлӗ пулнӑ. Ҫулӑм пӗр пӳлӗмри сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен хваттерӗн 41 ҫулти хуҫин тата унӑн 37-шӑллӗн виллисене тупнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта асӑрханмасӑр пирус туртнӑран 9 пушар тухнӑ. Ҫакна пула 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |